Ыхра - пылак пахчаçимĕç-и?

Ыхрара 20: сахăр теççĕ. Анчах вăл мĕншĕн тутлă мар?

Станислав КОРОТКОВ.

Етĕрне районĕ.

Тĕлĕнмелле те, ыхра чăнах та пысăк пылаклăхлă пах­чаçимĕçсен йышĕнче. Унăн сĕткенĕнче 20: сахăр пулнине палăртаççĕ ăсчахсем. Ыхрара аллиин - чĕпĕтекен япала - нумай. Çавна пула эпир ыхра пылаклăхне туяймастпăр.

Ыхрапа этем сĕм авалтанах усă курнă. Гиппократ ÿпке шыçсан /пневмонирен/, вар-хырăм чирĕсенчен, тĕрлĕ шыçăсенчен ыхрапа сипленме сĕннĕ.

Ĕлĕкхи халапсенче усал вăйсене, асам-тухатăва ыхра тасатать тени те унăн микробсемпе кĕрешес витĕмлĕхĕпех çыхăнтарма пулать-тĕр. Çынсем ыхрапа усă куракансем сахалрах чирленине, çирĕп сывлăхлине асăрханă: тĕлĕнтермĕш хăват пур тесе ĕненнĕ. 19-мĕш ĕмĕрте Луи Пастер ăсчах ыхра инфекцие хирĕç витĕмлĕ пулнине наука енчен çирĕплетнĕ.

Ыхрари аллиин вещество каснă майăн аллицина çаврăнса пенициллин пекех микробсене пĕтернине наука 20-мĕш ĕмĕрте çирĕплетнĕ.

Ыхра кăмпа чирĕсенчен те, шĕвĕрĕлченрен хăтăлма та пулăшать. Суханпа танлаштарсан ыхра гастрит-язва чирĕсемпе нушаланакансемшĕн те юрăхлă. Ыхра хырăмлăха сиен кÿмест.

Хальхи тĕнче çынран ыхра шăрши кĕнине юратмасть. Шăршăна пĕтерме ыхраллă апат çинĕ хыççăн гвоздика пĕрчи, пĕтнĕк, тимьян çулçи чăмлама сĕнеççĕ. Çавăн пекех петрушкăпа кинза та ыхра шăршине пусараççĕ. Ыхра çинĕ хыççăн икĕ-виçĕ хутчен сĕт сыпса çăварта тытса çăтни те шăршăран хăтăлма пулăшать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.