Йĕркене кĕртме пулăшĕ

4 Утă, 2014

Усал йытăсем ял-хулан общество вырăнĕнче ирĕккĕн çÿресе çынсене хăрушлăха кĕртеççĕ, хăш-пĕрне çыртса суранлатаççĕ. «Хыпарăн» утă уйăхĕн 2-мĕшĕнчи номерĕнче Элĕк районĕнчи Мартынкасси ялĕнчи Вениамин Архипов ветеранăн йыт качка килти хуçалăхсене сăтăр кÿни çинчен çырнă статйи пичетленчĕ. Вăл республикăн ĕç тăвакан тивĕçлĕ органне килте йытă тытмалли, ăна общество вырăнĕнче уçăлтарса çÿретмелли, тĕрлĕ сăлтава пула хуçасăр юлнă йытăсене тытса хупмалли йĕрке çирĕплетме сĕнет. Ыйтăва республикăн ветеринарин патшалăх службин ертÿçи Сергей Скворцов хуравлать.

- Ун пек çырусем службăна та килеççĕ. Сăнчăр-кантраран вĕçертнĕ хаяр йытăсем этем йышлă пурăнакан вырăнта пуçтарăннине, ял-хула çыннисене, вĕсен пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ÿкерме пултарнине, сĕтĕрĕнчĕксем урамра пухăннăран ачасене уçă сывлăшра вылятайманнине, ветерансем лавккана кайма хăранине хыпарлаççĕ, - терĕ Сергей Иванович. - Ку ыйтăва республикăра кăна мар, федерацире те темиçе çул çивĕч лартаççĕ. Раççейре çак чăрмава пĕтермелли хатĕр йĕрке çукран регионсенче йывăрлăхран тĕрлĕрен тухаççĕ. Пĕрремĕшĕн ĕç меслечĕ иккĕмĕш е виççĕмĕш ĕç меслетĕнчен уйрăлса тăрать.

- Совет саманинче йĕрке пулман-и? Ĕçе ăна пăхăнтарма тăрăшман-и?

- Пулнă. РСФСР Министрсен Канашĕн 1980 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнчи «РСФСР хулисенче тата çын пурăнакан ытти вырăнĕнче йытăпа кушака тытса хупас ĕçе йĕркене кĕртесси çинчен» 449-мĕш йышăну тата РСФСР хулисенче, çын пурăнакан ытти вырăнĕнче этем хÿттисĕр юлнă йытăпа кушака тытса хупмалли, вăхăтлăха тăрантса усрамалли тата вĕсемпе усă курмалли инструкци паян та вăйра тăрать. Ăна РСФСР Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, Сывлăха сыхлас ĕç, Юстици, Ял хуçалăх министерствисем 1981 çулта çирĕплетнĕ. Анчах çак актсенчи чылай йĕрке тахçанах кивве тухнă, паянхи пурнăçпа килĕшсе тăмасть тата Раççей саккунĕсене хирĕçлет.

- Çапах та çынсем Шупашкар картишĕсенче е ялта йыт качкана хăвалакансене сахал мар курнă. Вырăнти влаç вĕсене миххе чăмтарма шанман-и?

- Çын хÿттисĕр юлнă чĕрлĕхе тытса пĕр çĕре пуçтарассине юлашки çулсенче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем йĕркелерĕç. Ĕçе тума сунарçăсенчен, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсенчен ушкăнсем йĕркелерĕç. Шупашкар муниципалитечĕн «Спецавтохозяйство» предприятийĕ те пурнăçларĕ. Килсĕр йытăсемпе кушаксен ытларахăшне наркăмăш хушса панă апат çитерсе пĕтернĕ. Вĕсен виллине пуçтарса Çĕрпÿ районĕнчи ветсанутиль заводне леçнĕ. Прокуратура çак йĕрке вăйра тăракан саккунпа килĕшсе тăманнине палăртрĕ. Çавăнпа муниципалитетсем мĕн тумаллине пĕлмесĕр пĕр хушă аптраса тăчĕç.

Республикăн Министрсен Кабинечĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Чăваш Республикин территорийĕнче çын пăхман чĕр чунсен хисепне йĕркелесе тăрас тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсем çинчен» йышăну кăларчĕ. Проектне служба хатĕрлерĕ.

- Унпа паллаштарсамăр?

- Çапкаланчăк чĕр чунсене /йытăпа кушака çеç мар, ытти чĕрĕлĕхе те/ тытас, пухас, пĕр çĕре илсе пырса хупас ĕçе ятарлă организацисем /юридици сăпачĕсем, уйрăм предпринимательсем/ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çирĕплетнĕ килĕшĕве пурнăçласа тăваççĕ. Çынсен сĕтĕрĕнчĕке район ветстанцине леçес ыйтăва муниципалитет йĕркеленĕвĕсен умне лартмалла. Ял-хулара ку енĕпе йĕрке тăвасси - вĕсен тивĕçĕ. Çавăнпа администраци пуçлăхĕпе, вырăнти депутатсемпе çирĕпрех калаçмалла. Пуçлăх ячĕпе заявлени çырмалла. Служба ветстанцийĕсем утилизацилеме илсе килнĕ чĕр чунсене тĕрĕслесе, акт çырса йышăнаççĕ.

- Калăпăр, йытă е кушак хуçисем ветстанцие пырсан хăйсенне палласа илеççĕ, тавăрма ыйтаççĕ. Ун пек чух мĕн тăватăр?

- Пĕр сăмахсăрах парса яратпăр. Хуçи ветстанцие вăхăтра килеймесен темиçе кун хупса усратпăр, тăрантаратпăр. Чĕр чун пирĕн патра пулнине хуçине ял тăрăхĕн администрацийĕ е полици урлă пĕлтеретпĕр. Харпăрлăхçăсем ветстанцие пырса тусĕсене илсе кайсан тата ыттине çынсем усрама илмесен учрежденире юлнине пурнăçран уйăратпăр.

Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çĕнĕ йĕркене пăхăнасса, ял-хулана çапкаланчăк чĕр чунсенчен тасатасса çирĕп шанатăп.

 

Калаçнă