Йĕрке тени çирĕп пултăр

7 Ака, 2015

Мартăн 12-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче шавлă та интереслĕ конференци пулса иртрĕ. Теми те пысăк пĕлтерĕшлĕ, актуаллă та-ха: «Чăваш орфографийĕн иртни, хальхи, пуласси».

Халăхĕ чылай пухăннă: профессорсем, ялти шкул учителĕсем, çыравçăсемпе общество хастарĕсем. Асăннă институтра ĕçлекенсем те унта-кунта ларса тухнă. Мана та йыхравланăччĕ.

Нумайăн тухса калаçрĕç пухура. Трибуна умĕнчен ансан залра та хĕрсех калаçрĕç, секцисене пайлансан та çивĕч тавлашусем пулчĕç. Чи вăрçтаракан сăлтавĕ тахçан пĕрлештерсе çырнă сăмахсене 25 çул каялла пайласа, уйăрса çырма йышăннă правило. Юлашки çулсенче çак «çĕнĕ» йĕрке чăвашла çыракан-вулакан нумай çынна тарăхтарсах çитерчĕ, вĕсем пĕр ăнлавлă сăмахсене уйăрса çырассине сивлерĕç. Эпĕ, предпринимательте вăй хураканскер, хăнăхнă йĕркепе ял çыннисене хаçат-журнал çырăнса панă чухне: «Мана вырăслине çырăнса парăр-ха, чăвашла вуласа ăнланма йывăр», - тетчĕç.

«Çĕнĕ правилăсен» тÿнтерлĕхне социаллă принципсен, халăхăн мăнаçлăх туйăмĕсен пĕлтерĕшне сĕвĕрĕлтернипе çыхăнтаракансем йышлăн пулчĕç: Чăваш халăх çыравçи Д.Гордеев, ЧНК ваттисен канашĕн ертÿçи В.Станьял, Е.Лисина çыравçă, Чăваш халăх сайчĕн тĕп администраторĕ Н.Плотников тата ыттисем.

Н.Егоров профессор чăваш орфографийĕн «çĕнетнĕ» правилисем çинчен хăйĕн докладне темшĕн вырăсла вуласа пачĕ. «Это связано с нашими старыми привычками, просто раздельные слова глаза медленно читают, для молодежи совсем не трудно», - тесе лăплантарчĕ.

Муркаш районĕнчен килнĕ пĕр учитель: «Ачасем шкулта çĕнĕ правилăсене çăмăллăнах вĕренеççĕ, вĕсемпе тĕрĕсех çыраççĕ, уйăрса çырнин сиенĕ çук», - тесе çирĕплетрĕ.

Çак институтри ăслăлăх аслă ĕçтешĕ П.Яковлев иртнĕ ĕмĕрти Иван Яковлевич Яковлев ертсе пынипе куçарнă Библи тексчĕсен орфографи йĕркине тĕп вырăна хурасшăн пулчĕ.

Конференци вĕçнелле сĕнÿсене пĕтĕмлетсе резолюци хатĕрлеме палăртнăччĕ. Темшĕн çав кунах, васкаса. Хушнине итлеме хăнăхнă учительсен секцийĕ хăйсен сĕнĕвĕсене çырма та ĕлкĕрнĕ-мĕн. Çĕнĕ орфографине ырласа «ăна пăсса çырма чармалли» çинчен те манман! Ăсчахсен секцийĕнче вара саккун проектне васкасах çырмалла мар терĕç, ятарлă чĕлхе комиссийĕнче пĕтĕмлетмеллине çирĕплетрĕç.

Шел, чĕлхе комиссийĕнче камсем пулнине пĕлеймерĕмĕр. Илтнĕ тăрăх, ытларахăшĕ - асăннă институт ĕçченĕсем. Чĕлхене хисеплекен общество хастарĕсен, вулакансен, чăваш çырулăхĕпе кунсерен усă куракансен те пулмалла пек çав комиссире.

Чĕлхе çĕнĕ правилисене хÿтĕлекенсен мыскарисем мана та, ыттисене те тĕлĕнтерчĕç. Чăваш чĕлхин аталанăвне кунашкал меслетсемпе çул пама пулать-ши?

 

Николай АДĂР.

Çĕмĕрле районĕ,

Тури Кăмаша ялĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.