Йĕппи ăçта - çиппи çавăнта

30 Авăн, 2016

«Вырăнтан вырăна куçма чикан урапи çеç кирлĕ»

Комсомольскинче пурăнакан Мария Порфирьева 92 çул урлă каçрĕ. Кĕркунне çут тĕнчене килнĕскер çуралнă кунне черетлĕ хут кĕтсе илчĕ. Иртнĕ çулсем куçĕ умне кинофильм кадрĕсем пек

тухса тăчĕç.

 

Кукамăшĕн Мухтав хучĕ

Хĕрача Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тарапайра çуралса ÿснĕ. Ачаранах ĕç çумне çыпăçнă. Исаковсем хĕрĕсене тирпейлĕ те ĕçчен пулма вĕрентнĕ. Шкул çулне çитсен Мария парта хушшине ларнă, тăрăшса вĕреннĕ.

«Акă, курăр кукамун Мухтав хутне. Ăна чиркÿпе прихут шкулне питĕ лайăх вĕренсе пĕтернĕшĕн панă. Унран, пирĕнтен тĕслĕх илĕр», — тенĕ ачисене ăс парса амăшĕ. Вĕсен юратнă çыннине çак хута 1906 çулта панă. Сăмах май, ăна Мария Константиновна паян та тирпейлĕ упрать. Вăл ачисемпе мăнукĕсене вĕренÿре ырă тĕслĕх кăтартма хавхалантарнă.

Мария 1941 çулта 7 класс пĕтернĕ, малалла вĕренме ĕмĕтленнĕ.

Йăрăс пÿллĕ следователь

Хаяр вăрçă пуçланнă. Вăйпитти арçынсем пурте тенĕ пекех фронта кайнă. Марийăн ашшĕ те вĕсен ретĕнче пулнă. Шел те, вăл тăван килне таврăнайман: пин-пин совет салтакĕ пекех вăрçă хирĕнче пуç хунă. Тăватă хĕр тăлăха юлнă. Чи кĕçĕнни — Ирина — тăххăрта пулнă. Мария Михайловна ачисене пурнăç çулĕ çине кăларас тесе ырми-канми тăрăшнă. Аслăраххисем кĕçĕннишĕн тĕслĕх пулса тăнă. Пĕр ĕçрен те ÿркенмен. Ялан алĕç тунă: алса-чăлха çыхнă, чĕнтĕр йĕппипе тĕрлĕ илемлĕ япала ăсталанă.

Шкул пĕтерсен Мария Йошкар-Ола хулине çул тытнă, вăрманпа техника институтне вĕренме кĕнĕ. Тăрăшса вĕреннĕ. Хĕрĕн аппăшĕсем — Настьăпа Шура — Куславккара пурăннă, сĕт-çу заводĕнче ĕçленĕ. Мария та вĕсем патне кайса çÿренĕ. Кунтах вăл пулас мăшăрĕпе паллашнă. Вăл вăхăтра хĕр Куславккари прокуратурăра секретарьте ĕçленĕ. Çĕмĕрт куçлă хĕр йăрăс пÿллĕ следователе тыткăнламаллипех тыткăнланă. Петр Порфирьевч Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннă. Икĕ çамрăкăн чĕринче хĕрÿ юрату ялкăшма пуçланă. Часах вĕсем пĕрлешнĕ.

Пĕр витре чечек

«Манăн ылтăнăм, сана çуралнă кунпа саламлатăп. Сывлăхпа çÿре. Ачасене, мăнуксене упра», — тенĕ ачашшăн çупăрласа мăшăрĕ. Арăмĕ хирĕç нимĕн те калайман. Арçын самантрах таçта çухалнă. Хĕрарăм куçне уçнă. Пÿлĕмре никам та çук. Тĕлĕк иккен. Стена çинчи портретран нумай çул пĕрле пурăннă мăшăрĕ ун çине ăшшăн пăхнă. Тата витрери сарă, хĕрлĕ, шурă, кĕрен кĕлчечексемпе хризантемăсем, гладиолуссем иртсе кайнă уяв пирки аса илтернĕ.

Вăхăт тĕлĕк пек малалла шăвать. Мария Константиновна кун-çулĕнче савăнăçлă самант та, манăçми кун та, кулянмалли вăхăт та пайтах пулнă. Чăтăмлă хĕрарăм йывăрлăхсене çирĕппĕн çĕнтернĕ, çемье ăшшине упранă. Мăшăрĕшĕн Петр Порфирьевичшăн — шанчăклă арăм, ачисемшĕн йăлтах меллештерме май тупакан амăшĕ пулнă. Малалла вĕренме май килмен.

Кил ăшшине упранă

Мăшăрĕ яваплă ĕçсенче тăрăшнă — прокурор, унăн пулăшуçи, следователь, юрист... Çемье кил хуçипе пĕрле Куславкка, Элĕк, Етĕрне, Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсене куçнă. «Пире вырăнтан вырăна куçма чикан урапи кăна кирлĕ», — тенĕ шÿтлесе хĕрарăм. Мĕн тăвас тетĕн — ĕçĕ çапла пулнă Петр Порфирьевичăн.

Йĕппи ăçта — çиппи çавăнта. Пĕр çемьере пурăнатăн тăк — пĕр-пĕринчен юлма юрамасть. Порфирьевсен те çапла пулнă.

Мăшăрĕ вăхăтне ытларах ĕçре ирттернĕ. Чылай чухне ир-ирех тухса кайнă та сĕм çĕрле кăна таврăннă. Кил-çурта пăхса тăрасси, виçĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕн урокĕсене тĕрĕслесси пĕтĕмпех хĕрарăм çинче пулнă. Паллах, май килнĕ таран кил хуçи те пулăшнă.

Ашшĕ пек пулма тăрăшнă

Комсомольскинче Петр Порфирьевича юрист ĕçĕсене пурнăçланăшăн кĕçĕн советник чинне панă. Служба ĕçĕсене тÿрĕ чунпа туса пынăшăн, преступленисене вăхăтра уçса панăшăн алла çыхмалли сехет икĕ хутчен ятран панă, хаклă ытти парнепе чысланă. Вăрçă ветеранне çапăçу хирĕнче тăшманпа çапăçса хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн I степень Тăван çĕршывăн вăрçин орденĕпе, III степень Мухтав орденĕпе, «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕçри паттăрлăхшăн» медальсемпе наградăланă.

Çемье пуçĕ ывăлĕсемшĕн тĕслĕх пулнă. Вĕсене патриотизм воспитанийĕ панă. Ахальтен мар ĕнтĕ виçĕ ывăлĕ те çарта пулнă. Вова Венгрире службăра тăнă. Пурте Тăван çĕршывшăн усăллă çынсем пулса ÿснĕ. Витя — Шупашкарта, Ваня — Ярославльте, Вова Чулухулара çемйисемпе пурăнаççĕ. Вĕсен хушшинче капитан, предприниматель пур. Халĕ вĕсем тивĕçлĕ канура. Апла пулин те ахаль лармаççĕ, тĕрлĕ вырăнта ĕçлеççĕ. Чи кĕçĕнни — Ирина — медицина ĕçченĕ, Шупашкарта больницăра тăрăшать. Ачисем тăван килне май килнĕ таран тăтăшрах килме тăрăшаççĕ, амăшне пулăшаççĕ.

Петр Порфирьевич тивĕçлĕ канăва тухас умĕн районти ял хуçалăх управленийĕнче юрист-ревизорта ĕçленĕ. Мария Константиновна Комсомольскинчи райпо тытăмĕнче тăрăшнă — сутуçă, кассир, буфетчица.

Хисепĕ — кăмăлне кура

Мария Константиновнăн — сакăр мăнук, мăнукĕсен ачисем те пур. Вĕсенчен чылайăшĕ Комсомольскине кукамăшĕ-асламăшне çуралнă кунне саламлама килчĕ.

Шел те, Петр Порфирьевич телейлĕ çак куна кураймарĕ. Вăл 21 çул каяллах йывăр чире пула ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ.

Çулĕсене пăхмасăр Мария Константиновна чиперех çÿрет. Апат-çимĕç пĕçерет, уçăлма тухать. Вăл — ăшă кăмăллă та тарават хĕрарăм. Хĕрарăм чечексене юратать — унăн пахчинче мĕн чухлĕ-ши вĕсем! Хуçине те, кÿршĕсене те ырă кăмăл парнелеççĕ.

   Зинаида СОЛОВЬЕВА.

Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕк

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.