Йĕплĕ карта хыçĕнчи чечексем
Çĕршыври паллă право хÿтĕлевçи, Айăпланнисене пулăшакан фондăн, Общество сăнав комиссийĕн ертÿçи Мария Каннабих черетлĕ хут Чăваш Енре пулчĕ. Чĕнчĕç те - эпир яланах хатĕр: унпа пĕрле Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Çĕрпÿ районĕнчи сипленсе юсанмалли 7-мĕш тата Куславккари юсанмалли 5-мĕш колонийĕсенче пултăмăр. ФСИН управленийĕн пресс-службипе лайăх калаçсан ытти чух та чару çук-ха, çапах йĕплĕ карта леш енчи куллен кĕрсе çÿреме май çук территорири пурнăçпа паллашмалли меллĕ самантпа мĕншĕн усă курас мар?
Çамрăк та илĕртÿллĕ... преступниксем
Çак йĕркесен авторĕ 7-мĕш колонире халиччен те пĕрре кăна мар пулнă - хăнăхмалла пек, çапах тимĕр решеткеллĕ темиçе алăка уçса-хупса шала иртнĕ, чÿрече хыçĕнчи тĕрĕслевçĕ санăн хушаматна-ятна ыйтнă, паспортри сăнÿкерчĕке танлаштарса сан çине пăраласа тинкернĕ май пурпĕр чун çÿçенет...
Тепĕр тесен шалта та - çынсемех. Çак хĕрарăмсене колони тулашĕнче курсан преступниксем тееймĕн те. Çулланнисем те пур, çамрăксем те - илĕртÿллĕскерсем. Кунта судпа айăпланнă наркомансене, ĕçкĕçсене, психика енĕпе чирлисене хупса усраççĕ. Тата - ВИЧ-инфекци ернисене. Сиплеççĕ те - çавăнпа сипленмелли учреждени вĕт. Пысăк больница туса лартнă. Кунта чăннипех питĕ хăтлă - унашкал медучреждени район центрĕсенче те кашнинчех çук пуль.
Мария Валерьевна палатăсене те кĕрсе курчĕ. Сипленекен ристансем кăмăллă. «Пирĕн Екатерина Алексеевна питĕ лайăхскер», - терĕç палатăсенчен пĕринче. Ку Е.Сподина врач пирки пулчĕ. М.Каннабих вара тÿрех колони ертÿçисемпе шÿтлесе илчĕ: «Екатерина Алексеевнăна преми парас!» Сăмах май, Е.Сподина - çамрăк врач, малтан республикăн психиатри больницинче ĕçленĕ. «Çынсене кунта ирĕксĕрлесе хупаççĕ, эсир вара хăвăр ирĕкпех колоние куçнă...» - тĕлĕнтĕм эпĕ. «Эпĕ яланах службăра пулма ĕмĕтленнĕ», - кĕскен хуравларĕ пакунлă медицина ĕçченĕ.
Кашнин - хăйĕн шăпи
Кунти хĕрарăмсенчен кашнин шăпи - хăй пĕр калавлăх е повеçлĕх. Хăшĕсен, тен, романлăх та. Пĕри, авă, Мария Валерьевнăпа уйрăммăн калаçас терĕ. Кайран сăмах мĕн пирки пынипе кăсăклантăмăр та - право хÿтĕлевçи пытармарĕ: «Вăл - Шупашкар хĕрарăмĕ. Кунтан Мускава куçнă. Унта преступлени тунă та - суд умне тăнă. Çул çитмен икĕ хĕрĕ вара тĕп хулара хăйсем кăна юлнă. Вĕсен шăпипе кăсăкланма тархасларĕ. Паллах, вĕсемпе паллашатпăрах - пултарнă таран пулăшма тăрăшăпăр».
Апат енĕпе мĕнлерех? «Аван çитереççĕ. Паян ирхине, сăмахран, рис пăтти пачĕç. Хăшĕсем кунта ÿт хушнипе те кăмăлсăрланаççĕ», - пулчĕ хурав. «Эпĕ те паян ирхине рис пăтти çинĕччĕ», - ирĕкрипе кунтин уйрăмлăхĕ пысăк маррине палăртрĕ сумлă хăна.
Колонире паян 700 ытла хĕрарăм. Раççейĕн тахăш кĕтесĕнчен те пур. Тĕрлĕ преступленишĕн явап тытаççĕ. Çав шутра - çын вĕлернĕшĕн те. УК 228 статйипе /наркотик упрани, сутни/ айăпланнисем йышлă. Алкоголизмпа чирлисене сиплесси йывăррине медиксем пытармарĕç: ку енĕпе арçынсемпе ĕçлеме çăмăлрах-мĕн, хĕрарăма вара ĕçкĕ тыткăнĕнчен çăлса илме чăннипех питĕ йывăр. Çавăнпах приговор вăхăчĕ вĕçленнĕ хыççăн каллех преступлени туса колоние таврăнакан хĕрарăмсем те сахал мар.
ВИЧ-инфекциллисене илес тĕк - пĕтĕмпе 196 çын. Вĕсем уйрăм отрядра мар, ытти ристанпа пĕрлех. «Юсанмалли учреждени ĕçченĕсем, ытти ристан çав çынсемпе хутшăнма шикленмеççĕ-и?» - кăсăклантăм шурă халатлисемпе калаçнă май. «ВИЧ сывлăш урлă ермест вĕт. Тепĕр енчен, хăшĕсен инфекци пуррине ыттисем пĕлмеççĕ, вĕсем хăйсен диагнозне пытараççĕ, эпир вара врач вăрттăнлăхне упратпăр. Çакă та пĕлтерĕшлĕ: ВИЧлисем ытти çынна ятарласа инфекци ертнĕшĕн уголовлă майпа явап тытасса пĕлеççĕ...» - терĕç çеç.
Ĕç ристана та илем кÿрет
Сипленеççĕ çеç мар - ĕçлеççĕ те. Çĕвĕ цехĕнче вăй хураççĕ. «Эпир мĕн тăхăнатпăр - çак япаласене çĕлеççĕ, - терĕ кун пирки учреждени пуçлăхĕн тыл енĕпе ĕçлекен заместителĕ Вячеслав Козлов. - Паллах, ФСИН валли кăна мар, ытти тытăм валли те тумтир çĕлеççĕ - полици, МЧС, ыттисем...» Инвалидсемсĕр пуçне пурте ĕçлеме тивĕç. Чăн та, пенсионерсем ĕçлемессе пултараççĕ - вĕсене ирĕксĕрлемеççĕ. Кăмăлĕ пулсан - ĕçлеччĕрех. Шалăвĕ, паллах, пысăк тееймĕн - уйăхри чи пĕчĕк ĕç укçин виçинчен кая мар. Кам тăрăшуллă, нормăна ирттерсе пурнăçлать - вĕсен пысăкрах. Шалуран апатшăн, тумтиршĕн, ыттишĕн тытса юлаççĕ - алла илекенни нумаях мар. Çавăнпа та преступлени тунăскерсене патшалăх, налук тÿлекен туллин хăйсен шучĕпе пăхса усраççĕ тени тĕрĕсех мар.
Колони клубĕнче М.Каннабих айăпланнисен самай пысăк ушкăнĕпе тĕлпулу ирттерчĕ. Кусем пурте - Мускав хĕрĕ-хĕрарăмĕ. Вĕсемпе çапла уйрăммăн курнăçнин сăлтавĕ - Мария Валерьевна ирĕке тухакан хĕрарăмсем валли ятарласа йĕркеленĕ реабилитаци центрĕсем çинчен каласа парас тени. Центрсем пĕтĕмпе саккăр. Мускаври «Аврора» центр пирки пайăр калаçу пулчĕ.
- Руçре общество авалтанпах тĕрме çыннисене пулăшма тăрăшнă, - терĕ Мария Валерьевна. - Вĕсем пирки «телейсĕррисем» тенĕ. 1822 çултах ристан арçынсем валли ятарлă комитет йĕркеленĕ, 10 çултан çавнашкал тытăм хĕрарăмсем валли те çуралнă. Ирĕке тухнă май сире çĕнĕ пурнăçа хăнăхмашкăн çăмăл пулмĕ. Пирĕн центра пырăр - пысăк укçа пама шантармастпăр, çапах ĕç тупма, специальноç илме пулăшни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Май килмесен пĕрле чей ĕçĕпĕр, калаçса ларăпăр - çакă та чуна йăпатать.
Реабилитаци центрĕсем айăпланнисен ачисене те пулăшма тăрăшаççĕ - шкула каймашкăн кĕпе-пушмак е сумка туянса пани таранах. Кăçал, сăмахран, пĕр ушкăна çуллахи кану лагерĕсене яма май килнĕ. Вăхăтлăха, тепĕр чухне самай вăрахлăха амăшĕн ăшшисĕр юлнăскерсемшĕн ку, паллах, питĕ лайăх. Хĕрарăмсем хăнана тимлĕ итлерĕç, «Аврорăна» мĕнле çитмеллипе те кăсăкланчĕç - колонипе сывпуллашсан чылайăшĕн пурнăçне йĕркелесе ярас кăмăлĕ куçкĕрет.
...Территорирен тухатпăр. Пире хирĕç вара конвой ристансен çĕнĕ ушкăнне илсе кĕрет. Следстви изоляторĕ хыççăн кăна та - вĕсем ристан робипе те мар-ха, ирĕкри кулленхи тумтирпех. Тепĕр тесен тумтирне хăвăрт улăштарĕç - тĕттĕм симĕс тĕслĕ ятарлă тум тĕлĕшпе ыйту тухса тăмĕ. Пурте çамрăкскерсем. Çакăнта лекмелле пулман та çав... Паллах, ристансен кулленхи пурнăçне кăштах та пулин илем кÿрес енĕпе администраци пысăк ĕç тăвать. Пушă вăхăтра клубра пултарулăха аталантарма та, библиотекăран кĕнеке илсе вулама та пулать. Территорие илемлетме тăрăшни те куçкĕрет. Кашни общежити умĕнче, авă, чечек клумбисем - айăпланнă хĕрарăмсем хăйсем çитĕнтереççĕ. Анчах мана темшĕн-çке кунти чечексем те тунсăхланăн туйăнчĕ - вĕсем ирĕкри пек янкăр тĕслĕ мар пек...
«Ун чухне эпĕ вунсаккăртаччĕ...»
Куславккари 5-мĕш колонире общежитире реконструкци ирттерсе çуртăн пĕр пайне кубрик йышши пÿлĕмсене пайланă та - судпа айăпланнă хĕрарăмсем вĕсенче 2, 4, 8-шарăн пурăнма пултараççĕ. Пĕр-пĕр хăна çуртĕнчи пÿлĕмсенчен нимпе те кая мар. Анчах кунта пурăнмалли правăна, мĕнле калас, çĕнсе илмелле: ĕçре, ытти енĕпе ырăпа палăрнисем кăна çăмăллатнă çак условисене лекме пултараççĕ. Тĕп йыш вара ытти колониринчен нимĕнпе те уйрăлса тăман условисенче пурăнать. Казармăри пек: пысăк пÿлĕм, икĕ хутлă тимĕр краватьсен вăрăм речĕсем...
Общежитири дежурство тивĕçне пурнăçлакан хĕрпе калаçу пуçартăм. Кăмăллăскер, питĕнче салхуллă кулă йĕрĕ палăрать.
- Вăхăт çитĕ-ха - эпир те ирĕке тухăпăр...
- Тата мĕн чухлĕ юлчĕ вара?
- 8 çул...
Тĕлĕннипе манăн куçсем чарăлса кайнине асăрхарĕ те - йăл! куллине пытармасăр сăмахне тăсрĕ:
- 5 çул иртрĕ ĕнтĕ...
- Пĕтĕмпе 13 çул-и? Сирĕн пек илĕртÿллĕ хĕрсене çапла вăрахлăха колоние мĕншĕн хупаççĕ вара?
- 105-мĕш статья... /«çын вĕлерни». - Авт./ Çапла пулса тухрĕ... Ун чухне эпĕ 18 çулта кăначчĕ...
Йăпатса та пулин ним калама пĕлмерĕм...
Ÿкĕнеççĕ тата... ÿпкелеççĕ
М.Каннабих кунта та ристансен условийĕсемпе тĕплĕн паллашрĕ. Столовăйра менюпа кăсăкланчĕ. Кăнтăрлахи апат - пулă шÿрпи, пăрçа нимĕрĕ ашпа, пылак чей, çăкăр. Диета кирлисене сĕт, çăмарта, услам çу та параççĕ. Çăкăра кунтах пĕçереççĕ. Талăксерен шурри тата хури - 244-шар буханка.
Наталия Бронцевич повар ристансем апат тиркеменни çинчен калать. Хăй вăл ирĕкрех кондитер пулнă, çавăнпа та уншăн столовăйри ĕç çĕнĕлĕх мар. Уйăхсерен колонире 6 пин тенкĕ ĕçлесе илет. «Ларек валли» алăра 3 пин тенкĕ ытларах юлать-мĕн. 5 çуллăха хупнăскерĕн кунта лармалли тепĕр 8 уйăх кăна юлнă ĕнтĕ. Омскран вăл, çавăнпа çывăх çыннисем инçетри хуларан кунта час-часах килсе çÿреймеççĕ. Ывăлĕпе, студентпа, курнăçасса чăтăмсăррăн кĕтет.
Право хÿтĕлевçи кунта та Мускав хĕрĕ-хĕрарăмĕпе тĕлпулу йĕркелерĕ. Чăн та, ку хутĕнче калаçу ристансем «Аврора» реабилитаци центрĕ пирки ыйтса пĕлнипе çеç вĕçленмерĕ - колонири условисем тивĕçтерменни çинчен кăмăлсăрланса пĕри те тепри сăмах илчĕ.
Чи малтанах нумайăшĕ хăйсем çуралнă-пурăннă тăван тăрăхĕсенчи юсанмалли учрежденисене куçасшăнни палăрчĕ. Çапла пулсан çывăх çыннисем вĕсем патне час-часах килсе çÿреме пултараççĕ-çке. Шел те, колони пуçлăхĕ Дамир Якупов хуравлани вĕсене савăнтармарĕ-тĕр: «Пурте çыру çыратăр-çке. Урăх колонисене куçарма ыйтса янă 10 çыруран пĕрне тивĕçтереççĕ - унтан ытла мар. Юлашки 2 çулта 1 çынна çеç куçарнă...»
Кунашкал ыйтусемпе М.Каннабихăн та чылай ĕçлеме тивнĕ пулас. Вăл та калать: «ФСИНа ыйтусем пайтах янă, анчах ытларах чухне вĕсене тивĕçтермеççĕ. Апла пулин те парăнмалла мар - татах та татах çырмалла. Хам енчен ку енĕпе малашне те ĕçлеме шантаратăп».
Хĕрарăмсем колонире вĕри шыв çукки пирки ÿпкелерĕç: «Сиввипех çăвăнма тивет, çавăнпа нумайăшĕ чирлетпĕр». Администраци представителĕсем шыв ăшăтмалли «Титан» хатĕрсем лартни пирки каларĕç-ха, анчах вĕсем ытла та час-часах юрăхсăра тухаççĕ иккен. Сăлтавĕ - кунти шыв пахалăхĕ япăххи. Вăл питĕ хытă. Извеç виçи пысăк, çавăнпа «Титан» вăрах тÿсеймест. Шыва 130 метр тарăнăшĕнчен уçлаççĕ - пурпĕр пахалăхсăр. Çĕнĕ çăл тумашкăн проект та хатĕр, анчах ФСИН çавăн валли укçа уйăрмасть-мĕн. Мария Валерьевна ку ыйтăва та шута илме шантарчĕ.
5-мĕш учрежденире пĕтĕмпе 600 ытла хĕрарăм. Вĕсен хушшинче диета кирлисем чылай. Шăпах вĕсем диета апачĕ хакли пирки калаçу пуçарчĕç. Ахаль апатшăн ристансен ĕç укçинчен уйăхсерен 2,6 пин тенкĕ тытса юлаççĕ, кусенне вара - 4 пин. «Чăннипе: ахальлипе диета апачĕ хушшинче уйрăмлăхĕ пысăк та мар, пурпĕр вăл чылай хаклăрах», - терĕç. Дамир Сулейманович апат уйрăмлăхĕ унччен самай пысăк пулнине аса илчĕ, халь, чăнах та, аплах мар. Анчах ку - нормăпа пăхнипе килĕшÿллĕ. Нормисене вара, паллă, «çÿлте» палăртаççĕ.
Çавăнпа колони ĕнтĕ: кунта кашни хăйне кирлĕ пек условисем ыйтаймĕ. Вĕсене преступлени тумашкăн никам та хистемен-ирĕксĕрлемен. Апла пулин те «пуриншĕн те хăвăр айăплă, апла-тăк - тÿсĕр, ан мăкăртатăр» теме чĕлхе çаврăнмасть. Çапла, йăнăш тунă, анчах вĕсем çак йăнăшшăн тивĕçлипе явап тытаççĕ. Приговор вăхăчĕ вĕçленĕ те - ирĕке тухĕç. Пирĕнпе юнашар пурăнма пуçлĕç. Ытти çынна, право хуралĕн органĕсене, патшалăха кÿренсе ан таврăнччăр. Кÿренÿ тавăрас, усал тăвас кăмăл çуратать. Пире вара ку кирлĕ мар. Йĕркеллĕ, саккуна, юнашар ытти çынна хисеплекен çынсем пулса ирĕке тухчăр - йĕплĕ карта леш енчи вăхăтлăх пурнăçăн тĕллевĕ çакăнта.