Йĕлтĕрпе — çемьепе пĕрле
Канмалли кунсенче çанталăк каллех çынсен çирĕплĕхне тĕрĕслерĕ. Юр вăйлă çунине пăхмасăрах ашшĕ-амăшĕпе ачисем Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулне васкарĕç. Çемье командисем республика Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Вĕсемпе пĕрле Михаил Игнатьев та йĕлтĕр çине тăчĕ.
«Мĕн ĕлĕкрен çемьери ырă йăласем ăруран ăрăва куçса пынă: ашшĕ-амăшĕ — ачисене, аслашшĕ-асламăшĕ мăнукĕсене вĕрентсе ăс-хакăлпа пуянлатнă. Хальхи саманара та çамрăксем аслисенчен тĕслĕх илсе ÿсеççĕ. Çемьепе пĕрле йĕлтĕрпе ярăнни — ырă пулăм. Эстафета ашшĕ-амăшĕпе ачисене пĕрлештерет, çемьери хутшăнусене çирĕплетет», — терĕ Михаил Васильевич старта тухакансене ăнăçу суннă май. Ăмăртăва хутшăнакансене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ, «Единая Россия» партин «Çирĕп çемье» проекчĕн регионти координаторĕ Валерий Филимонов, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР Пуçлăхĕн канашçи Алексей Репкин тата Вăрнар районĕнчи Тикинеевсем саламларĕç.
Тĕрлĕ районпа хуларан пухăннă çемьесем темиçе ушкăна пайланса ăмăртрĕç. Чи малтан старта тухнисен хушшинче Йĕпреç районĕнчи Ефремовсене хуса çитекенни пулмарĕ. Полиатлонпа туслă çемье — Алексейпе Наталья тата вĕсен ывăлĕ Никита — чи сумлă парнесене çĕнсе илчĕç. Пьедестал çине çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарти Васильевсемпе Муркаш районĕнчи Смирновсем хăпарма тивĕç пулчĕç.
Андрей МИХАЙЛОВ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас