Йĕлтĕр йĕрĕ халĕ те татăлмасть

26 Нарăс, 2016

Муркаш районĕнчи Калайкасси ялĕн хĕрринчи уçă вырăна халăх йышлăн пухăнчĕ. Пĕрисем - Юрий Федотова асăнса вунтăваттăмĕш хут ирттерекен эстафетăра вăй виçме, теприсем - çивĕч кĕрешĕве курса киленме.

Шкулта тата университетра вĕ­реннĕ çулсенче Юрий Федотов пултаруллă йĕлтĕрçĕ тата полиатлонист пулнă, республикăри ăмăртусенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Шел, йывăр чиртен сывалайман каччăн ĕмĕрĕ ытла та кĕске пулнă. Ăмăртăва уçнă май ЧР спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Яковлев, Юрăн пиччĕшĕ - «Интурист-Шупашкар» пĕрлешÿ гендиректорĕ Валерий Федотов, Муркаш райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тата ыттисем спортсменсене ăнăçу сунчĕç, эстафетăна хутшăнма кăмăл тунăшăн тав турĕç.

- Юра тренировкăсенче те тăрăшуллăччĕ, старта тухсан та хастарччĕ, - аса илет Ю.Федотовăн пĕр­ремĕш тренерĕ Михаил Романов. - Ман­­мастпăр эпир ăна. Йĕлтĕр йĕрĕ ун­шăн халĕ те татăлмасть.

Командăсем виçĕ ушкăнра ăмăртрĕç. Аслăрах классенче вĕренекенсен йышĕнче Çатракасси вăтам шкулĕн йĕлтĕрçисем мала тухрĕç. Юрий Федотов вĕреннĕ Калайкасси шкулĕн команди икĕ çеккунт кăна кая юлса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Тепĕр ушкăнра Элĕк вăтам шкулĕн спортсменĕсем кубок çĕнсе илчĕç.

Учительсен командисен стартĕнче республикăри вунçичĕ районпа хула йĕлтĕрçисен хушшинче Мари Элтан килнĕ хăнасем те пулчĕç. Малти вырăнсене Вăрнар, Тăвай, Элĕк районĕсен, Канаш хулин командисем йышăнчĕç.

Юрий ПЛОТНИКОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.