Йĕлтĕр çине тăрар-ха!

Иртнĕ ĕмĕрте хĕллехи кунсенче йĕлтĕр-коньки çине тăракансем самаях йышлăччĕ. Юлашки çулсенче пушă вăхăта ытларах телевизор, компьютер умĕнче ирттеретпĕр-ши - уй-хирте йĕлтĕр йĕрĕ сайра курăнкалать.

Çуллахи вăхăтра пĕр ерçÿсĕр кил-тĕрĕшре, сад-пахчара тăрмашма тивет ял ĕçченĕн, хĕлле вара пушă вăхăтра йĕлтĕрпе ярăнма тухни сывлăхшăн мĕн тери усăллă пулнине калама кирлех-шиQ Вăл этем çан-çурăмĕн пĕтĕм мышцине хускатса çемçетме май парать, кăмăла çĕклет.

Эппин, йĕлтĕр çине тăрар-ха, тусăмсем! Йĕлтĕр çамрăксемшĕн те, ватăсемшĕн те меллĕ спорт хатĕрĕ шутланать.

Çав вăхăтрах тĕрлĕ çĕрте ярăнма тĕрлĕ йĕлтĕр кирлĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенче, тахçан, эпир пурте йывăç йĕлтĕрсемпе ярăннă, хамăрах вĕсене маçсемпе сĕрнĕ, якатнă. Йĕлтĕр суйласси кăткăсах пулман темелле. Халĕ спорт таварне сутакансем туянакана тĕрлĕ йĕлтĕр сĕнеççĕ. Паллах, ытларах пластик йĕлтĕрсем. Эпир телевизорпа пăхакан спортсменсем «коньковый» текен меле кăмăллаççĕ. Анчах кун валли ятарлă йĕлтĕр трасси кирлĕ. Ялта йĕлтĕр трасси тăвасси кăткăсрах, çавăнпа йĕлтĕр туяннă чухне классический текеннине суйламалла.

«Коньковый» текен йĕлтĕрсем хытăрах, вĕсем ярăнакана пружинăласа тĕртеççĕ. Кунашкал йĕлтĕрсемпе классика мелĕпе ярăнма мелсĕр. Спортсмен мар çыншăн массовăй - ахаль халăх валли кăлараканни - юрăхлă. Унашкаллисем çемьепе ярăнма аван, вĕсем тĕрлĕ çанталăка тивĕçтереççĕ.

Çурма пластик йĕлтĕрсен тĕпне картлани çемçе юр çинче лайăх тытăнма май парать. Вĕсене тытакан маç сĕрмесен те юрать пек. Анчах специалистсем картлă йĕлтĕрсене те маç сĕрме сĕнеççĕ. МĕншĕнQ Йĕлтĕрсем лайăхрах шăваççĕ, тытăнаççĕ.

Йĕлтĕр пушмакĕсем сирĕн урапа виçеллĕ пулмалла. Хальхи йĕлтĕр пушмакĕсем çемçе тата ăшă. Çавăнпа çăм чăлха валли тесе пысăкрах ботинкăсем ан туянăр.

Йĕлтĕр патакĕсем. Вĕсем мĕн чухлĕ çăмăлрах - çавăн чухлĕ лайăхрах. Стекловолокно текен материалтан тунă патаксем çăмăл, çирĕп, хакĕ те тивĕçтермелле. Патаксен вăрăмăшĕS эсир йĕлтĕр сырсан тытнă патаксем сирĕн сăмса вĕçне çитиччен пулмалла.

Тепĕр сĕнÿ. Йĕлтĕр комплектне туянасси питĕ йÿнех мар. Çавăнпа хăвăра валли туяниччен малтан юлташăннипе е прокатран илсе ярăнса пăхăр. Танлаштарма май пулĕ.

Эльвира ИВАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.