«Ясар ташшине» ташлама Каçалсене мĕн хавхалантарать?

7 Нарăс, 2020

Фольклор ансамблĕ сцена çине 700 ытла хут тухнă

Комсомольски салинче — 2116 хуçалăх, унта 5 пин ытла çын пурăнать: чăвашсем, вырăссем, тутарсем… Вĕсен йышĕнче халăх юррисене питĕ юратакансем пур.

Шăпах çакна шута илсе 2001 çулта Владимир Павлов, Çĕрпÿри культура училищинче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультетĕнче вĕреннĕскер, район культура çуртĕнче «Каçал» фольклор ансамблĕ йĕркеленĕ. Музыкăна тарăн пĕлекен çамрăк çĕнĕ ĕçе çанă тавăрсах пуçăннă. Ансамбль пилĕк çултан «халăх коллективĕ» ята тивĕçнĕ. «Каçал» Раççейри чылай регионта — Мускавра виççĕ-тăваттă та, Сочире, Крымра, Санкт-Петербургра, Калугăра, Чулхулара, Воронежра, Чĕмпĕрте, Саранскра тата ытти нумай-нумай хулара — пулнă. Сăмах май, Турцие икĕ хут — 2010 тата 2012 çулсенче — çитсе килнĕ, 24 хулара концерт кăтартнă. «Пире унта Альбина Юрату сăвăç илсе кайрĕ. Тавах ăна тĕнчене тухса курма пулăшнăшăн, — палăртрĕ Владимир Павлович. — Миçе çул иртсен те паянхи пек аса илетпĕр çав çул çÿреве».
Коллективпа малтан 14 çынна çывăхлатнă. Çулсем иртнĕ май йыш пысăкланнă, çав вăхăтрах, шел те, пурнăçран уйрăлакансем те пулнă. Пĕтĕмĕшле илсен, «Каçалта» тĕрлĕ вăхăтра юрланă çынсен шучĕ 150-ран та иртнĕ. Ансамбль тĕрлĕ сцена çине 700 ытла хут тухнă. Хальхи вăхăтра «Каçалта» 34 çын — 12 хĕрарăмпа 22 арçын. Унсăр пуçне арçынсен фольклор ансамблĕ тата хут купăсçăсен, чăваш халăх инструменчĕсем калакансен ушкăнĕ пур. Тĕрлĕ професси çынни, тĕрлĕ ÿсĕмри ватă-вĕтĕ çÿрет вĕсене. Йышра тутар ачисене те курма пулать. Вĕсем те чăваш халăх юр-рисене шăрантараççĕ, ташшисене кĕрлеттереççĕ. Иртнĕ кун-çула Владимир Павлович çапларах аса илет:
— Фольклор ушкăнне йĕркеличчен чылай малтан хам çуралса ÿснĕ Çĕнĕ Кипеçре, кÿршĕри ялсенче пурăнакансенчен халăх юррисем çырса илтĕм. «Каçал» çуралсан çак ĕçе çине тăрсах туса пытăм. 100 ытла юрă пуçтарăнчĕ. Эпир вĕсене пурне те юрларăмăр. Хăшне- пĕрне тепĕр хут аса илсе, илемлетсе репертуара çĕнĕрен кĕртрĕм, — терĕ ертÿçĕ. — Малалла аталанас тĕлĕшпе пирĕн Зинаида Козловăран тата вăл ертсе пыракан «Уяв» халăх ансамблĕнчен, студентсен «Юрай» ушкăнĕнчен пĕлÿ илмелли пайтах. «Унта çитнĕ те кунта пулнă» тесе мухтанас йăла çук манăн, яланах вĕренмелле, пултарулăха ÿстермелле. Эпĕ Зинаида Алексеевна патне çĕр-çĕр ыйтупа пынă, Халăх пултарулăх çуртĕнче ĕçленĕ Светлана Лаврентьевăна та канăç паман. Вĕсем — манăн вĕрентекенсем, канашçăсем.
Репертуарта — тĕрлĕ юрă: вăйăра шăрантарнисенчен пуçласа салтак, ĕç, тăлăх арăм юррисем, Çăварни, çăнăхта тата ытти йăла çаврăмĕсем таранах. «Ырă ĕç ырă çимĕç кÿрет», — тесе ахальтен каламан пирĕн ватăсем. Владимир Павлов ертсе пыракан «Каçал» ансамбль мĕнле кăна наградăна тивĕçмен-ши? Асăнса тухма хут та çитмĕ. Çапах иртнĕ çулхи çитĕнÿсене те пулин палăртса хă-варар: 16 фестиваль-конкурсран çĕнтерÿпе таврăннă. Вĕсен шутĕнче — халăх пултарулăхĕн «Фе-стивальсен фестивалĕ» республика конкурсĕн лауреат дипломĕ /«Фольклор пултарулăхĕ» номинаци/, Куславкка районĕнче иртнĕ «Выля, хут купăс, янра, такмак!» уçă фестиваль-конкурсăн гран-прийĕ, наци инструменчĕсем калакансен регионсен хушшинчи «Уйнагыз, гармунар» фестиваль- конкурсĕн 1-мĕш степень лауреачĕн дипломĕ...
Владимир Павловича 2013 çулта «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Тепĕр тăватă çултан вăл Раççей Правительствин «Раççей чунĕ» премине /«Йăлари халăх культури» номинаци/ тивĕçнĕ. Общество ĕçĕнчен те пăрăнмасть Владимир Павлов — Чăваш наци конгресĕн Комсомольски районĕнчи уйрăмне ертсе пырать. Çавна май «Каçал» та ЧНК ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнать. Нумаях пулмасть кăна икĕ проект пурнăçланă — чăваш туй йăли- йĕркине тата салтака ăсатнине. Ăна, Асанкассинче ĕлĕкхи çуртра кăтартнине, Чăвашкино, Самарти патшалăх телекуравĕ, Шупашкарти «ЮТВ» ÿкернĕ. Çак ĕç 100-200 çул иртсен те çухалмĕ. Çакна шута илсе Владимир Павлович халăхра паянччен упранса юлнă кашни йăла-йĕркенех çапла майпа сыхласа хăварма ĕмĕтленет. «Ĕмĕрсем каялла пулсан та ĕмĕтсем малаллах» чĕнÿпе ĕçлет вăл. Хальлĕхе куракан патне вĕсене концерт мелĕпе çитерет. Йăлапа çыхăннă программăра юрăсем кăна мар, ташăсем те пур. Сăмахран, Комсомольски районĕнче ытти тăрăхра тĕл пулман «вĕтĕлле» ташша ташлаççĕ, теприсем ăна «ясар ташши» теççĕ. Ку тăрăхри ултă тĕслĕ ташша тĕпченĕ Владимир Павлович. Вĕсене пурне те концерт программине кĕртнĕ.
— Районта кашни ял тăрăхĕнчех фольклор ушкăнĕсем пур. Унсăр пуçне унта кĕрекен ялсенче те йышлă. Вĕсем пирĕнтен тĕслĕх илеççĕ, эпир те вăл е ку енĕпе ĕçтешсенчен вĕренетпĕр, — палăртрĕ Владимир Павлов. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.