Япăх куракансем валли — вĕренÿ хатĕрĕсем

3 Çурла, 2015

Республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче Чăваш Ен географине вĕренмелли кĕнекесем пур. Вĕсенчен шкул ачисем хамăр тăрăхри çутçанталăк, хуçалăх, экологи, халăхсен уйрăмлăхĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлме пултараççĕ. Шел, пурте мар. Сăмахран, япăх куракансемшĕн çакнашкал май çук. Малашне ку çитменлĕх Чăваш Республикинчи вĕренекенсемшĕн сирĕлĕ.

Наци библиотекинче "Уçă Чăваш Ен" социаллă проект еплерех хута кайнине пĕтĕмлетсе пресс-конференци иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ Пĕтĕм Раççейри суккăрсен обществин Чăваш Енри уйрăмĕ пулчĕ. Çак мероприятие Тутарстан делегацийĕ те хутшăнчĕ. Сăмах май, Раççей географи обществине суккăрсем валли вĕренÿ кĕнекисем хатĕрлеме чи малтан асăннă регионран ыйтса çырнă.

Çÿлерех асăннă çивĕч ыйтăва "Уçă Чăваш Ен" проектпа татса памашкăн май килнĕ. Çак ĕçе пуçарнинче Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Юрий Сергеевăн тата республикăри куç курманнисен Л.Н.Толстой ячĕллĕ ятарлă библиотекин директорĕ Лилия Васильевăн тÿпи пысăк. Проект авторĕсенчен пĕри Зоя Трифонова пресс-конференцире шантарнă тăрăх - япăх куракан шкул ачисем патне çитес вăхăтра ятарлă мелпе /мăкăрăлчăк пăнчăсемпе/ хатĕрленĕ карттăсем те çитрĕç. Карттăсăр тарăн географи пĕлĕвĕ илеймĕн. Проектпа килĕшÿллĕн карттăллă вĕренÿ кĕнекисĕр пуçне географипе паллаштаракан аудиоуроксем те хатĕрлесе кăларма палăртнă. Дисксене республикăри библиотекăсенче, чăваш наци-культура центрĕсенче туянма май пулĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсем, волонтерсем япăхрах куракан ачасем валли экскурсисем, семинарсем ирттерĕç. Проект авторĕсен шухăшĕ уçăмлă: куç вăйĕ хавшакраххисемпе лайăх куракансен хушшинче çыхăну тачă пулмалла, çакă социаллă тĕрлĕ ушкăнри çынсене ырă витĕм кăна кÿрĕ.

Тутарстан хăнисенчен пĕри Наиль Сафаргалиев пресс-конференцире тухса калаçнă май "Уçă Чăваш Ен" проект çÿллĕ шайра пурнăçланса пынине палăртрĕ.

- Япăх куракан ачасен реабилитацийĕ çинчен мар, абилитацийĕ çинчен калаçмалла. Вĕсем обществăран, çутçанталăкран уйрăм пурăнма тивĕç мар, çавăнпа та вĕсене сывă çынсемшĕн хăнăхнă вырăнсене, пулăмсене май пур таран явăçтармалла, - терĕ Тутарстанри япăх куракансен ятарлă библиотекин директорĕ.

Тутарсем Раççей географи обществи пулăшнипе хăйсен республикин çутçанталăкĕ, историйĕ, культури, тĕп хули, географи тĕрлĕ объекчĕсем çинчен уйрăм 15 кĕнеке кăларма май тупнă. Кĕнеке кăларас ĕçе суккăрсене хăйсене те явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕç кÿршĕсем. Тутарстанри ĕçтешсен курăмлă ĕçĕсене Раççей географи обществи пысăка хурса хакланă. Малашне вĕсем хăйсен республикин территорийĕнче вырнаçнă заповедникпа çыхăну йĕркелесе социаллă проекта малалла тăсасшăн.

Пресс-конференцие пухăннисем икĕ регион хастарĕсен ырă пуçарăвĕсем малашне те ăнăçлă аталанса пырасса шаннине палăртрĕç.

С.КРАСНОВА

Рубрика: 
Автор: