Янтă çурта мĕншĕн куçмаççĕ?

28 Çĕртме, 2018

Урамра сивĕччĕ. Пит-куçне çуман, таса мар çи-пуçлă ачасем урамра вылятчĕç. Аллисем шăнса ĕнтĕркенĕ хăйсен. Сумкăран пĕр ывăç канфет кăларса тыттарсан йăпăр-япăр илсе çăвара хыпрĕç. «Анне килте çук, вăл автобуспа таçта ларса кайрĕ, хăçан килессине каламарĕ», — терĕ аслăраххи.
Çĕрпÿ районĕнчи Старак ялĕнче пурăнакан Люда шкул пĕтернĕ хыççăн тăван ялтах юлнă, алла специальноç илмен. Ун чухне амăшĕ вăй питти пулнă-çке: çитернĕ, тумлантарнă… Кĕçех Люда Энĕшкассине качча тухнă, умлă-хыçлă ача çуратнă. Чи асли халĕ — 17-ре, чи кĕçĕнни 4 çул тултарман-ха. Пурĕ çиччĕн. Качча тухсан Люда мăшăрĕ патне кайман, ăна хăйĕн тăван килне кĕртнĕ. «Упăшки Женя ун пекех кахалччĕ. Ĕçленине курсах кайман», — терĕç ял çыннисем. Женя малтанхи тăватă ачине çеç хăйĕн тесе йышăннă. Хĕрарăм ирĕклĕхе юратнă-мĕн, килĕнчен тухса кайса тăтăшах çухалса çÿренĕ. Юлашки вăхăтра Люда упăшкипе пĕрле пурăнмасть. Лешĕ тăван килне амăшĕ патне тухса кайнă. Ун хыççăн хĕрарăм пĕринпе, тепринпе явăçкаланă, анчах йĕркеллĕ çемье çавăрма май килмен. Ачисене вăл киле ертсе килнĕ арçынĕсене «атте» тесе калаттарнă.
Патшалăх Петровсене Чиричкассинче çурт хăпартса панă. Анчах янтăскер паянхи кун та темшĕн пушах ларать. Мĕн сăлтавпа? Старакран аякра вырнаçнипе-ши? Аслăрах ачисем унта куçасшăн мар тенине илтрĕмĕр-ха. Люда мĕн шухăшлине пĕлеймерĕмĕр. Ун патне темиçе хутчен те шăнкăравларăмăр. Опекăпа попечительлĕх органĕнчен хăранипе вăл палламан номерсене тытмасть тесе малтанах пире асăрхаттарчĕç-ха.
Людăн пиччĕшĕ Андрей арăмĕнчен уйрăлнă. Инсульт хыççăн ĕçе вырнаçайман вăл. Çуллахи вăхăтра лаçра кун кунлать Андрей. Кунта шав çук, лăпкă, ачасем чупмаççĕ, ашкăнмаççĕ. Пурăнмалли кĕтесе шкап, телевизор, диван вырнаçтарса хăтлăлатнă. «Людăн пĕр арçынне те киле кĕртместĕп текех, кирлĕ мар. Вăт, шăпăрлансене ниепле те итлеттерейместĕп, тухса тараççĕ те ял тăрăх чупаççĕ, мана итлесшĕн мар», — терĕ Андрей. Инсульта пула тытăнчăклă калаçать вăл, чир хыççăн вăйĕ хавшанă унăн. Людăна кĕтсе илесси пулмарĕ. Килте ытла тирпейсĕр теме çукчĕ, çапах хĕрарăм алли çитейменни сисĕнет. Урайне те тахçанах сăрламан, верандăра хăтлăх курăнмарĕ. Шкапсенче апат-çимĕçĕ туллиехчĕ-ха: хутаçра макарон-вермишель, сахăр, çăнăх-кĕрпе пурччĕ. Шалу вырăнне ĕçрен панă-мĕн. Çĕр улмине те кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах лартнă.
Хальччен ниçта та ĕçлемен Люда юлашки вăхăтра фермăна дояркăна вырнаçнă. Ачасен ашшĕ Женя — Мускавра шапашра. Вăл укçаллă килсен тĕпренчĕкĕсене пулăшма тăрăшать-мĕн.
Люда — çемьере чи кĕçĕнни. Тепĕр тăваттăшĕ тĕрлĕ çĕре саланнă. «Амăшĕ Нина Петровна пур чухне пирĕн чунра та лăпкăччĕ. Унăн яланах вĕри апат пурччĕ, хуçалăхри мĕн пур ĕçе йĕркелесе, ачасен çи-пуçне çуса, тирпейлесе тăратчĕ. Шел, тăрук чирлерĕ те вилчĕ. Людăна калани усси çук, килте чиперех пурăнать те тăрук кайса çухалать», — палăртрĕ Тавăшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Соловьев.
«Икĕ хутлă пысăк çурта ятарласа кайса куртăмăр. Пÿрчĕ хитре, çутă, пластик чÿречеллĕ, газ пур, канализаци çеç кĕртменччĕ. Савăнса çеç пурăнмалла та çав керменте. Патшалăха тав тумалла уншăн», — терĕ ял тăрăхĕн специалисчĕ Нина Сюкрина. Хальхи вăхăтра пÿрт çĕклеме мĕн тери йывăр. Янтипе те юрама çук çав хăшĕ-пĕрне. Саккунпа килĕшÿллĕн, ялти çурта шыв кĕртсе памасан та, унитазпа ванна вырнаçтармасан та юрать. Нумай ачаллă çемьене пÿртре шыв çукки хăратнă-ши? Кирлех тĕк ку ĕçе хăйсем те тăвĕччĕç. Анчах упăшкипе арăмĕ ачисене пĕрле ÿстерес, пĕр хуçалăх тытас темен, уйрăм пурăнма тытăннă. Петровсене ăнăçсăр çемьесен шутне кĕртнĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем вĕсене юлашки вăхăтра тĕрĕслесех тăраççĕ. Хуçалăхра сурăхсем пур, ĕне тытмаççĕ. Людăн пиччĕшĕ Андрей кăçал кроликсем ĕрчетме тытăннă. Хăй чирлĕ пулин те йăмăкĕн ачисемшĕн пăшăрханать, вĕсене тутă çÿретесшĕн.
Материала хатĕрленĕ вăхăтра Людăпа çыхăнас тесе темиçе хут та шăнкăравларăмăр. Анчах вăл телефона тытмарĕ. Тавăшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх, хĕрарăм ачисене пăрахса килтен тухса кайнă. Вăл ăçта çÿренине, кам патĕнче пурăннине никам та пĕлмен. Тĕпренчĕкĕсем юлашки вăхăтра хăйсем тĕллĕнех пурăннă. Тупнерти ачасен ашшĕ Мускавран шапашран таврăннă, аслисем кашни кунах велосипедпа ун патне çÿреççĕ-мĕн. Асламăшĕ мăнукĕсене вĕри апат çитермесĕр кăларса ямастех. Амăшĕ тухса кайнине кура çемьери асли, каччи патĕнче пурăнакан хĕрĕ, вăхăтлăха киле таврăннă. Юлашки вăхăтра йăмăк-шăллĕне вăл пăхать.
Статья вĕçĕнче пăнчă лартас умĕн икĕ эрне киле таврăнмасăр çухалса çÿренĕ Людăпа тепре çыхăнтăм. Тĕлĕнмелле те, вăл телефона тытрĕ! Ку таранччен ăçта, кампа çÿренине ним пытармасăр, ним вăтанмасăр каласа кăтартрĕ. «Эпир япăхах пурăнмастпăр. Манăн урăх арçын пур, Андрей ăна киле кĕртесшĕн мар. Вăл пĕр кунхине пырса мана илсе кайрĕ. Унпа малтан Чиричкассинчи çуртра пĕр эрне пурăнтăмăр, кайран Канаш районне хăйĕн тăван ялне илсе кайрĕ. Икĕ эрне çапла сисĕнмесĕрех иртрĕ. Унран ниçта та уйрăлас килмест манăн», — питĕ лăпкăн калаçрĕ Люда. «Канса» çÿренĕ хушăра çичĕ ачаллă хĕрарăм фермăри ĕç вырăнне çухатнă. Пĕри отпуска кайсан халь ун вырăнне тухас шухăшпа пурăнать. Ĕçлесен тем пекехчĕ те. «Çĕнĕ пÿрте куçас килет-ха, анчах укçа-тенкĕ çитмест, унта шалта тумалли ĕçсем юлнă: пÿлĕмсене уйăрмалла, газ пăрăхне сыпăнтармалла…» — палăртрĕ Люда.
Люда икĕ эрне хушшинче ачисем шăнкăравласан та телефонне тытман. Вĕсем амăшĕ çуккине хăнăхма та тытăннă, киле таврăнманнине йĕркеллех йышăнаççĕ. Кăçал 9-мĕш класран вĕренсе тухса шкулпа сыв пуллашакан ывăлĕн кĕçех професси пĕлĕвĕ илме каймалла. Ачаран техникăпа кăсăкланаканскер автомеханик пулас ĕмĕтлĕ. Хулана каяс тăк ун валли çĕнĕ тумтир, укçи-тенки те пайтах кирлĕ. Ачисен пуласлăхĕ пирки мĕн шухăшлать-ши хăй яваплăхĕпе тивĕçĕ пирки манакан амăшĕ? Телефонпа вăл кун пирки шарламарĕ, хăйне йĕркеллĕ те лайăх çемьесен йышнех кĕртрĕ.
Елена МИХАЙЛОВА.
Чиричкасси ял тăрăхĕн администрацийĕн сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.