Йăлтăркка уланкă

6 Нарăс, 2016

Ăçта мĕнле те, Шупашкар районĕнчи Атайкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем пушă вăхăта усăллă та савăнăçлă ирттерме тăрăшаççĕ. Кăшарни сиввисем пуçлансан Йăршшусем хăнăхнă йăлапа коньки сырса ял çумĕнчи пĕвене хоккей выляма тухрĕç. Сархурăнсем вара хĕллехи сивĕ çанталăк «çемçелнине» сиссенех вырăнти тата кÿршĕ ялсенчи пулăçсене çуллен ирттерекен пысăк уява йыхравларĕç. «Пулăç пулăçа аякран курать» конкурса кăçал тăватă теçетке ытла вăйпитти арçын хутшăнчĕ.

- Сархурăн плотини пире Сарапакасси, Лапсар, Кăшавăш, Çĕньял Покровски ял тăрăхĕсемпе чикĕлесе çыхăнтарать. Паян кунта Ишлейрен, Çĕньял Покровскирен килнĕ хăнасем пурри чуна савăнтарать, туслăх кĕперне çирĕплетет. Малашне çак ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ тата ÿсессе, кунта çĕнĕ хăнасем хаваспах килессе шанатăп, - терĕ Атайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Башкиров пулăçсене уявпа саламланă май. Вĕсене ăнăçупа савăк кăмăл, хавхалану сунса тĕп судья ăмăрту пуçланнине пĕлтерчĕ.

Арçынсем тимĕр пăрисемпе хыпалансах вак касма тытăнчĕç. Ку енĕпе çиçĕмле хăвăртлăхпа ĕçлекенни Атайкассинчи Дмитрий Сапожников пулчĕ, темиçе çеккунтрах виçĕ шăтăк пăраласа хатĕрлерĕ. Александр Польковпа Алексей Петров та правурлăхпа палăрчĕç. Хăшĕ-пĕри йĕркеллĕ вырнаçса ларма та ĕлкĕреймерĕ-ха, Качакассинчи Алексей Константинов йăлтăркка уланкă туртса та кăларчĕ. Вăл çекĕлне майласа тепре вакка чăмтарчĕ çеç - каллех туртать! Ăнать те иккен: вăлтана тата пысăкрах уланкă çакланнă! Ун хыççăнах Атайкассинчи Владимир Еруминпа Юрий Иванов та пĕрер пулă тытрĕç. Вĕсен ăнăçăвĕшĕн савăнса сар хĕвел те тÿпере йăл кулчĕ.

Киле пысăк тупăшпа таврăнма ĕмĕтленекенсен хушшинче Качакассинчи Владимир Соколов тавçăрулăхпа палăрчĕ. Мĕн ачаранпах вăлтапа туслăскер ентешĕсенчен уйрăлса тахăш самантра шыв юххи çывăхне çитсе ларма ĕлкĕрнĕ. Кунта юлташсен хаваслă шăв-шавĕ чăрмантармасть, шывра ишекене улталама та ансатрах. Çур сехетрех 15 пулă шурă юр çине тухса выртрĕ. Александр Батраковпа Алексей Константинов та тимлĕхпе палăрчĕç, вĕсен кутамкки те самаях йывăрланчĕ. Пулăçсен пухмачĕсене тĕрĕсленĕ май жюри чи пысăк уланкă Сархурăнти Дмитрий Бондарев вăлтине лекнине палăртрĕ. Атайкассинчи Сергей Никитин та илĕртÿллĕ шултра карас тытнă-мĕн.

Конкурс йĕркелÿçисем çĕн-терÿçĕсене пулă тытмалли тата унран шÿрпе пĕçернĕ чухне усă курмалли хатĕрсемпе чысларĕç. Атайкассинчи Владимир Иванова чи пĕчĕк йăпăлтак çаклатнăшăн тĕп судья лупа парнелесе хавхалантарчĕ. Аслисенчен ăсталăха вĕренсе юлма ăнтăлакан чи çамрăк пулăçсене - Качакассинчи 6 çулти йĕкĕреш Антонпа Даниил Петровсене тата Атайкассинчи 8 çулти Даниил Едифанова - пĕчĕк хунарсемпе савăнтарчĕ. Тулăх сĕтел янтăлама ÿркенмен хастарсемпе конкурс йĕркелÿçисем те çак кун парнесене тивĕçрĕç. Уява хаваслă ирттерме укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн Юрий Владимирович вырăнти депутатсемпе усламçăсене чĕререн тав турĕ. Пĕве хĕрринче кăвайт чĕртсе пысăк хуранта пĕçернĕ çăрттанпа çуйăн шÿрпи шăнса кайнă пулăçсемшĕн чухах пулчĕ, вĕсен мăшăрĕсемпе ачисем те техĕмлĕ яшкана юратсах ас тиврĕç. Сархурăн клуб заведующийĕ Наталия Пулькова, ку уява пиллĕкмĕш хут ирттерекенскер, кăçал конкурса ытти чухнехинчен чаплăрах йĕркелеме пулăшнăшăн ял халăхне тав турĕ.

Лина МАКАРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.