Ялта ырă ятлă

Муркаш районĕнчи Итакачкассинчи Клавдия Потянова ĕмĕр тăршшĕпех шкулта ĕçленĕ. «Хамăр вĕрентекене Раиса Федоровнăна хисепленĕрен пĕчĕк чухнех педагог пулма ĕмĕтленнĕ. Халĕ çак çула çитсе учительсемпе килĕштерсе ĕçлени аса килет», - калаçăва пуçлать хĕрарăм. Виçĕ хĕрĕ ашшĕсĕр çитĕннĕ. Амăшĕ тĕпренчĕкĕсене пылак çимĕçпе иртĕхтереймен. Те çавăнпа канфет-пĕремĕк çиекен Раиса Федоровна вырăнĕнче пулас килнĕ унăн? Вĕрентекен вĕсене те пылак çимĕçпе сăйланă.

Ача чухнех тантăшĕсемпе урок ирттернĕ вăл. «Тухтăрсем нихăçан та чирлемеççĕ. Куçлăхлă çынсем пурте - министрсем», - çакнашкал шухăш тĕвĕленнĕ пĕчĕк Клавăн пуçĕнче. Темшĕн çакă яланлăхах ăс-тăнĕнче çырăнса юлнă. «Халĕ хам та куçлăхлă, министр пекех», - йăл кулать хĕрарăм.

Малтан Ярапайкасси, унтан Оринин шкулĕсенче пĕлÿ илнĕ вăл. Алла аттестат илсенех Шупашкар районĕнчи Çĕньялта аслă пионервожатăйра ĕçлеме пуçланă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче куçăмсăр майпа пĕлĕвне тарăнлатнă. Çав вăхăтрах Ярапайкасси шкулне кĕçĕн класс ачисен вĕрентекенне вырнаçнă. Ял тăрăх депутатне, комсомол, парти организацийĕн секретарьне суйланă хастар хĕре. Ачасемпе пĕрле колхоз ĕçне те хутшăннă вĕрентекен. Анчах сасартăк вăйлах чирленĕ Клавдия Никифоровна. Телее, вăхăтра сипленни çĕнĕрен вăй илме пулăшнă ăна.

Качча тухсан Шупашкар районĕнчи Çÿлтикасси вăтам шкулĕнче биологи учителĕнче тата библиотекарьте ĕçленĕ. Ачасене кĕнеке нумай вулаттарнăшăн районти конкурссенче малти вырăнсене йышăннă.

Тĕрĕслеме килекенсене Клавдия Никифоровнăн урокне итлеттернĕ. «Санран лайăх учитель пулать», - шкул директорĕ те хавхалантарсах тăнă çаврăнăçуллă вĕрентекене.

Концертсене хутшăнмашкăн ачасем валли çĕнĕ костюм çĕлеттернĕ. Кашни мероприятие тĕплĕ хатĕрленни çĕнтерме пулăшнă вĕсене.

Клавдия Никифоровна ял хуçалăхĕнчи бригадăсен хушшинче йĕркелекен концерт сценарийĕсен авторĕ те. Çак ăсталăхшăн та ялта ырă ятлă вăл.

Клавдия Потянова хăйĕн уçă сассипе такама та тыткăнлать. Ярапайкасси клубне репетицие час-часах пуçтарăнаççĕ çак тăрăхри юрă ăстисем.

Амăшне пăхма килнĕскер çуралнă ялтах юлнă. Хăйĕн ĕçне чунран пурнăçланăшăн Хисеп хучĕсене, Тав çырăвĕсене, медальсене тивĕçнĕ хĕрарăм. Унăн вĕренекенĕсенчен нумайăшĕ юратнă учителĕн çулне суйласа илнĕ.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Клавдия Потянова шкулсемпе çыхăну тытать. Ăна тĕлпулусене тăтăш чĕнеççĕ, хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа кăтартма ыйтаççĕ.

Мария РОМАНСКАЯ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Мария РОМАНСКАЯ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.