Ялта ĕçлемесĕрех...

18 Авăн, 2014

Куславкка районĕн прокуратури тупса палăртнă ултав тĕслĕхĕ "Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ" нацпроекта пурнăçлама уйăрнă укçа тĕлĕшпе саккуна пăснипе çыхăннă.

Нацпроектпа килĕшÿллĕн пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче Тĕрлемес ял тăрăхĕн администрацийĕ, Куславкка районĕнче пурăнакан çын тата ăна ĕç паракан - ял хуçалăх продукцийĕ туса илес енĕпе ĕçлекен тулли мар яваплă общество - çамрăк çемьене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен калакан килĕшÿ тунă. Ăна тĕпе хурса ĕç паракан хайхи çынна ĕçпе тивĕçтерет, унăн вара ялта пилĕк çултан кая мар ĕçлемелле. Енсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçласан район администрацийĕ гражданина ялта çурт туянма укçа парать.

Виçĕ енлĕ килĕшĕве тĕпе хурса çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалла тесе йышăннă çемьене федераци, республика бюджечĕсен тата вырăнти бюджет шучĕпе 979 пин тенкĕ ытла тÿленĕ. Анчах тĕрĕслев çак çын асăннă тулли мар яваплă обществăра ĕçлеменнине çирĕплетнĕ. Унта ĕçлес кăмăлĕ те пулман, мĕншĕн тесен вăл хурал организацийĕнче тăрăшнă. Тĕрĕслев материалĕсене тĕпе хурса асăннă арçын тĕлĕшпе ултавшăн уголовлă ĕç пуçарнă.

Палăртса хăварни вырăнлă: килĕшÿ условийĕсем çине таянса ял тăрăхĕн администрацийĕн çын килĕшĕве пурнăçламаннине кура социаллă тÿлеве суд урлă шыраса илме ирĕк пур. Тĕрлемес ял тăрăхĕн администрацийĕ вара гражданинăн ĕç килĕшĕвĕн чăнлăхне тĕрĕслемен, бюджета кÿнĕ сиене шыраса илес ыйтăва та çĕклемен. Çавна май район прокурорĕ администраци пуçлăхĕн ячĕпе представлени çырнă.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.