Ялсенче кино кăтартĕç

10 Çурла, 2015

Чăваш Республикинчи электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕ наци культурине упраса хăварас тата аталантарас тĕлĕшпе хастар ĕçлет. Грант выляса илни ăна çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме пулăшать.

Нумаях пулмасть архив ĕçченĕсем общество пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе йĕркелекен конкурсăн регион шайĕнчи тапхăрне хутшăннă. Жюри членĕсем Чулхула, Владимир, Вологда облаçĕсенчи, Чăваш, Мари, Мордва республикисенчи организацисем сĕннĕ 276 проекта пăхса тухнă. Республикăри электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕ хатĕрленĕ "Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине тата Литература çулталăкне халалланă литература произведенийĕсемпе паллаштаракан ял тăрăхĕнчи кинофестиваль" пултарулăх проект çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.

Архив фондĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен ÿкернĕ илемлĕ тата документ фильмĕсем упранаççĕ. Вĕсене куракансем хапăлласа йышăнни куçкĕрет. Грант укçипе архив çĕнĕ кинолентăсем туянасшăн. Фондри ĕçсене ял тăрăхĕсене илсе çитересшĕн. Хальлĕхе çакăнти фильмсене Шупашкар халăхне кăна кăтартнă. Çакă, паллах, çителĕксĕр. Кĕçех ятарлă оборудовани вырнаçтарнă "Киномобиль" культура центрĕ çула тухĕ. Вăл электричество çук вырăнта та фильм кăтартма май парĕ.

Кинофестивале юпа уйăхĕнче ирттересшĕн. Архив фондĕнчи фильмсене тÿлевсĕр кăтартĕç.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Рубрика: