Ялсенче - çĕнĕ ФАПсем

12 Утă, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2012 çулхи чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинчи ял халăхне медицинăпа санитарин малтанхи пулăшăвĕпе тивĕçтерессине çĕнетсе улăштармалли хушма мерăсем çинчен" 124-мĕш Указне пурнăçласа 2013 çулта пирĕн хутлăхра хальхи йышши 22 фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнă. Кăçал модульлĕ 5 ФАП уçнă, ыттисен строительстви малалла пырать. Çапла вара ял халăхне медицина пулăшăвĕ парас енĕпе палăртнă тĕллевсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ.

Етĕрне районĕнче паянхи кун тĕлне 28 ФАП ял çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшать. Чăваш Ен Пуçлăхĕн çÿлерех асăннă йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ çулхи çурла уйăхĕнче Уйкас Асламасра модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ туса лартнă. Кăçалхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче вара Лапракассинче те кун пек сиплев учрежденийĕ уçăлнă. Çав ятпа ирттернĕ савăнăçлă уява пухăннисене ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Наиля Зинетуллина саламланă.

Лапракассисемшĕн вăл хăтлă кăна мар, меллĕ те, мĕншĕн тесен малашне кунта çитĕннисемпе пĕрлех кăкăр ачисене те, çул çитменнисене те пахалăхлă сиплевпе тивĕçтереççĕ. Çамрăк ăрăва сыватмăш ĕçченĕ Олеся Федорова педиатр йышăнать.

Сăмах май, вăл "Земство тухтăрĕ" программăпа ялти сиплев учрежденине ĕçлеме килнĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ кунти пурнăçа суйласа илнин тĕллевĕ - çут çанталăкпа çывăхрах пуласси, пĕчĕк хĕрне экологи тĕлĕшĕнчен таса вырăнта пăхса ÿстересси.

"Лапракассинче вырнаçнипе кăмăллă эпир. Çĕнĕ ФАПра ĕçлеме тивни хавхалантарать. Çĕр-шывăн çамрăк гражданĕсен сывлăхне упрассишĕн хамран килнине пурне те тăвăп. Хĕрĕме те профессие хăнăхтаратăп - тепĕр чухне ĕçе пĕрле илсе çÿретĕп. Хăйне ятăн фонендоскоп та пур унăн", - тет педиатр.

ФАПа уçнă хыççăн Наиля Зинетуллина Етĕртнери тĕп больницăна çитсе курнă, унта пĕр харăс иртнĕ икĕ уява - сыватмăша уçнăранпа - 25, реанимаци уйрăмне хута янăранпа 20 çул çитнине паллă тума - хутшăннă. Наиля Хайрлисламовна ача-пăча реанимацийĕн уйрăмĕн, компьютер томографийĕн кабинечĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, больницăн тирпей-илемне тата учреждение оборудованипе пуянлатнине тивĕçлипе хакланă, сывлăх сыхлавĕн хастарĕсен пĕр ушкăнне РФ Сывлăх сыхлав министерствин Хисеп хучĕпе чысланă.

Сăмах май, медицина учрежденийĕ 28 пин ытла çыннăн ыйтăвне тивĕçтерет. Кунта суран, çавăн пекех усал шыçăллă пациентсене амбулатори мелĕпе диагностика пулăшăвĕ паракан территори центрĕсем йĕркеленĕ.

Асăннă Указа пурнăçласа Çĕрпÿ районĕнче хальлĕхе икĕ ФАП уçнă. Старакри пĕлтĕр ĕçлеме пуçланă, Анатри Кипекçĕри ял халăхне кăçалхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче йышăнма пуçланă. Ăна уçмашкăн ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов хутшăннă. Пухăннисене çав ятпа саламланă май Алла Владимировна ФАП пĕлтерĕшĕ ялта пурăнакансемшĕн уйрăмах пысăккине палăртнă, "Фельдшер тата фельдшерпа акушер пункчĕ пур тăк ачасем те, аслă ăру çыннисем те сывлăхпа çÿрĕç, хĕрарăмсем çут тĕнчене çĕнĕ кайăксем илсе килĕç. Çапла вара ял вăй илĕ, тĕрекленĕ", - тенĕ халăха ырлăх сунса тата фельдшер патне профилактика тĕллевĕпе кăна пырасса шаннине пĕлтерсе.

Фельдшерпа акушер пункчĕ ку тăрăхри 3 ял - Кайрикас, Малтикас тата Анатри Кипекçĕ - халăхне медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерсе тăрать.

Муркаш районĕнчи Тойкилтĕри фельдшерпа акушер пункчĕ халăха медицинăпа санитарин малтанхи пулăшăвĕ парассине çĕнетсе улăштармалли хушма мерăсем çинчен йышăннă Указпа килĕшÿллĕн уçма палăртнă 100 ФАПран паянхи кун тĕлне ĕçлеме тытăннисенчен - 22-мĕшĕ. Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче хута янăскер Платкасси, Шаптак тата Тойкилтĕ ялĕсенче пурăнакан 600 ытла çынна, çав шутра 120 ачана хăй хÿттине илнĕ. Халĕ кунта диспансер учетĕнче 108 çын тăрать. ФАПа Алена Петрякова акушер ертсе пырать. Сăмах май, çул çитмен çамрăксем йышлине кура унпа юнашар ача-пăча лапамĕ ăсталанă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.