Ялхуçалăх валли - тĕпчевсем
12 May, 2015 | Ял хуçалăхĕ

Раççей Федерацийĕн ертÿçисем пĕлтернĕ тăрăх - аталанма май паракан тĕпчевсем ирттерекен "Сколково" центр хăйĕн ĕçне анлăлатать. Унта биотехнологипе çыхăннă тĕпчевсем те йĕркелесшĕн. Чи малтанах вĕсем ялхуçалăхне пырса тивнине палăртнă.

Малашне çак тытăмра усă курма май паракан тĕпчевсем пулмалла вĕсем. "Ген инженерийĕпе" мĕн патне çитесси пирки хальлĕхе никам та шарламасть.

Хальхи вăхăтра "Сколково" центрта ытларах пилĕк енпе тĕпчев ирттереççĕ. Çав шутра - информаци технологийĕ, биомедицина тытăмĕ, энергетикăри çĕнĕлĕхсем тата ядерлă технологи. Ăсчахсем палăртнине шута илсен "Сколково" çывăх вăхăтра Раççей экономикин тухăçлă полигонĕ пулса тăма пултарать.

Биотехнологи ĕçĕсем ирттерме ятарлă лаборатори йĕркелĕç, унăн лаптăкне вырăссем калашле "акрпа" виçмелле пулĕ.