Яланлăхах çухалнă лапамсем

17 Çурла, 2018

ВЦИК тата РСФСР Халăх комиссарĕсен канашĕн декречĕпе 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче йĕркеленнĕ Чăваш облаçĕн хутлăха Советсен съездне пухиччен, 1920 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕччен ертсе пымашкăн туса хунă ревкомĕн йышăнăвĕпе Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра — Хресчен çурчĕ, «Майăн 1-мĕшĕ» садра — облаçе йĕркеленĕ ятпа — палăк, патшалăх университечĕ тата театр уçма, облаç центрне Мускав-Хусан чукун çулăн Шăхран станцийĕпе çыхăнтарма, Шăхран станци ятне «Канашпа» улăштарма, Шупашкар — Канаш чукун çула Коммуна линийĕ тесе çирĕплетме палăртнă.

«Хĕрлĕ хапха»

Асăннă тĕллевсене пурнăçланă паллах, чăн та, тĕрлĕ вăхăтра: Хресчен çуртне 1928 çулта çĕкленĕ, Хĕрлĕ лапамра мар, Атăл хĕрринче. Патшалăх театрĕ купсан курăс склачĕ пулнă çуртра 1920 çулхи çурла уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Чукун çул юппине 1940 çулта хута янă, университета Мускав энергетика институчĕн Атăлçи филиалĕн никĕсĕ çинче 1967 çулта уçнă.
Чăваш автономине йĕркеленĕ ятпа 1924 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче йывăç палăк та çĕкленĕ. Ăна валли садра мар, Хĕрлĕ лапамра çĕр уйăрнă. Халăхра «Хĕрлĕ хапха» е «Триумфаллă арка» (сăн ÿкерчĕкре) тенĕскер, Ача-пăча тата Н.К.Крупская паркĕсен хушшинче вырнаçнă. Вăл пĕр-пĕринпе балкон евĕрлĕ хушăпа çыхăнтарнă икĕ башньăран тăнă, вĕсем çийĕн шĕвĕр тăрăллă икĕ енлĕ шăнкăрч йăвиллĕ витĕ-шатер пулнă. 1926 çулта çаврака чÿречин ани çине хулара чи малтан сасă вăйлатакан тытăмлă репродуктор вырнаçтарнă. Радио, çав вăхăтри тĕлĕнтермĕш техника, пурне те илĕртнĕ паллах. «Хĕрлĕ хапха» патне çывхарнă май иртен-çÿрен уттине чакарнă, лаша çинчисем учĕсен тилхеписене пушатса Мускав сассине итленĕ. Пуçтахраххисем башня тăррине хăпарса репродуктор ăшĕнче кам «пытаннине» пĕлесшĕн çуннă.
Асăннă палăк лапама чĕрĕлĕх, уяв сăнĕ кĕртнĕ, праçниксенче унта хула çыннисемпе хăнисем пухăннă. Халăх балкона тухса калаçакан ораторсене итленĕ, юрăçсен пултарулăхĕпе киленнĕ.
Вăхăт иртнĕ май «Хĕрлĕ хапха» пĕлтерĕшне çухатнă, транспорта çÿреме чăрмантарма пуçланă. Çавна май унпа юнашар тепĕр хуралтă туса лартнă. Кÿлепипе вăл В.И.Ленинăн Мускаври мавзолейĕн пĕрремĕш тĕслĕхне аса илтернĕ. Шупашкарсем ăна «Мавзолей» ят панă. Пĕр хутлă çуртăн çÿлти пайĕн виçĕ енĕн периметрĕпе тăсăлакан трибунăсем демонстрацисемпе митингсем вăхăтĕнче уйрăмах кирлĕ пулнă. Çуртра хăйĕнче культура таварĕсемпе, кĕнекесемпе сутă тунă.
Çак икĕ хуралтăран пĕри те паяхи кунччен сыхланса юлман. Хапхана — иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш, мавзолее 30-мĕш çулĕсенче пăснă. Вĕсен проекчĕсен авторĕсем те паллă мар.

Симĕс хула

ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче Шупашкар йывăç айне путнă хула шутланнă. Юхан шыв çыранĕсенче, çырмасенче йăмрасем саркаланса ларнă. Хăвăрт аталаннăран, тымарĕ тĕреклĕ тата пăхса çитĕнтерме ансат пулнăран вĕсене шыв-шурпа ишĕлекен вырăнсене çирĕплетмешкĕн çулленех лартса хăварнă.
Хула çыннисем, уйрăмах йышлă çемьеллисем, улма- çырла сачĕсем ĕрчетсе хĕл кунĕсем валли тутлă çимĕç çителĕклĕ янтăлама пултарнă. Тĕрĕссипе, хула Раççейре сад ĕрчетеслĕхпе çурçĕр чикки шутланнă: Атăл леш енче хыр-чăрăш вăрманĕ е тайга пуçланнă та тундрăна çитичченех тăсăлнă.
Садсене шыв çывăхĕнчи тăвайккисенче чĕртнĕ. Астраханцевсен /Советсен çурчĕ/, Корытниковсен /Урицкий урамĕнчи ту çамки/ сачĕсем пысăк пулнă. Кушев купсан, Дроздов священникăн улма-çырла пахчисем те чаплисем шутланнă. Çемьепе уçăлса çÿремелли, кĕвĕ-çемĕ итлесе кăмăла çĕклемелли общество сачĕ çапах та хулара лартса ÿстермен. Чăн та, çынсене илĕртекен вырăн тупăннă паллах: Дряблов купса садĕнче шăматкун каçсерен вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ вылянă.
Хулана тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ĕçсем хăй еккипе пулса пынă: Чăваш автономийĕ йĕркелениччен — уесăн коммуналлă пайĕ, каярахпа совнаркомăн çул-йĕр тата строительство пайĕсем ертсе пынипе çырансене çирĕплетнĕ, кĕперсемпе каçăсене юсанă, çырмана анса хăпармалли, çăл куç патне çÿремелли вырăнсене хăтлăлатнă. Вĕсен штачĕсем пĕчĕк, пурлăхпа техника никĕсĕ чухăн пулнипе пысăк ĕçсене пуçăнма хевте çитереймен.
Чăн та, хула урамĕсем симĕссĕн курăннă-ха, çапах çак илем — хăй тĕллĕн йĕркеленнĕскер. 1930 çулччен вĕсене тирпей-илем кĕртессишĕн никамах та тăрăшман, мĕншĕн тесен çынсем хăйсен хуçалăхĕсенче тытакан тата урам тăрăх ирĕклĕн çÿрекен качакасем чăрмантарнă. Йывăçсене çак выльăхран сыхлас тĕллевпе Карл Маркс, Ленинград, Ярославль, Союз, Роза Люксембург, Чăваш тата ытти урамсенче çамрăк хунавсене ку тăрăхра пурăнакансене пăхса тăмашкăн çирĕплетсе панă тата йывăç тавра решетке тытнă, ăна хуп хурса çыхнă.

Шупашкар паркĕсем

Шупашкара симĕс тумпа капăрлатмашкăн чечек хуçалăхĕ тата сад-пахча шкулĕ пуçаруллă хутшăннă. 1926-1927 çулсенче Хĕрлĕ лапамра пуçласа чечек йăранĕсем йĕркелеме тытăннă. Çавсенчен пуçланнă та ĕнтĕ сад-пахча чĕртесси тата парксене вăй илтересси.
Ача-пăча паркне 1927 çулта хывса хăварнă. Малтанхи çулсенче вăл Октябрь 10 çул тултарнă ятпа хисепленнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн унта фонтан ĕçленĕ, ача-пăча валли вырнаçтарнă выляв павильонĕсем пулнă.
Çав çулах тепĕр парк йĕркеленĕ, ăна Надежда Константиновна Крупская ятне панă. Унта В.И.Ленинăн хулари пĕрремĕш палăкне çĕклес ыйтăва темиçе хут та сÿтсе явнă, 1925-1926 çулсенче Шупашкар хула ĕçтăвкомĕн планĕнче палăк проектне туса хатĕрлеме палăртнă. Унăн авторĕ Мускав скульпторĕ Лавров пулнă, илем кĕртекенĕ — Моисей Спиридонов ентеш.
Никĕсне Октябрьти революци 10 çул тултарнине халалланă савăнăçлă уяв вăхăтĕнче янă. Малтанхи пилĕк кирпĕче П.Литвинов рабочи хунă. Вăл 1905 çултанпа парти членĕ шутланнă. Палăка 1930 çулта туса пĕтернĕ, чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçнă.
1960 çулта ăна шыв айне пулмалли зона тесе палăртнă çĕртен Чапаев поселокне куçарса завод территорине вырнаçтарнă.
Çав паркрах Н.К.Крупскаян пысăках мар постамент çине лартнă бюсчĕ те пулнă. Вăрçă хыççăн ăна Карл Маркс урамĕн пуçламăшĕнчи лапама куçарнă, 1979 çулта — «Электрик» клуб çывăхне.
Паркри «çуллахи эстрада» текен вырăнта республикăн музыка культурине аталантарма пулăшакан Пĕтĕм чăвашсен пултарулăхĕн пĕрремĕш тата иккĕмĕш олимпиадисен концерчĕсем иртнĕ. Тĕслĕхрен, 1916 çулта Шупашкарта Ф.П.Павлов ертсе пыракан, йышĕ час-часах улшăнса тăракан тата 40 юрра яхăн репертуарлă пĕртен-пĕр хор кăна пулнă тăк, иккĕмĕш олимпиада тĕлне пултарулăхăн вун-вун ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Чăваш автономине туса хунăранпа 10 çул çитнине уявламашкăн Чулхуларан тата Мускавран оркестрсем килнĕ пулсан, 1935 çулта чăваш музыка искусстви хĕлĕхлĕ тата вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕпе пуянланнă.

Митинг вырăнĕ кăна мар…

Хĕрлĕ лапам митинг-демонстраци йĕркелемелли вырăн кăна мар пулнă. Спорт мероприятийĕсене те кунта ирттернĕ. Республикăн географи тĕлĕшĕнчи вырнаçăвĕ автомобиль тата шыв спорчĕсене аталантармашкăн ырă витĕм кÿнĕ.
Хĕрлĕ лапам витĕр «Мускав-Каракум-Мускав» авточупу колоннисем, Союзри пĕрремĕш глиссер тата аэроçуна маршручĕсем иртнĕ.
Çак вырăна чылай хушă малалла аталантарман — Атăл шывĕн шайне çĕклессе кĕтнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.