Яланах асăрханмалла

12 Çурла, 2014

Уя тухсан мĕн сас лайăх? Машин-трактор сасси лайăх, тесе юрлатчĕç пулас пĕр юрăра. Техника кĕрлет, апла хуçалăхра ĕç пырать. Куншăн савăнмалла. Механизатор ăна йĕркене пăхăнса ĕçлеттернине нимĕн те çитмест.

Шел те çулсерен "Трактор" ятпа иртекен профилактика уйăхлăхĕнче патшалăх техника сăнавĕн тата çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн тăрăшакан инспекторсем йĕркене пăснă тĕслĕхсене чылай тупса палăртаççĕ. "Трактор" операци республикăра çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пырать. Ăна тракторсен, вĕсен прицепĕсен, строительствăра усă куракан машинăсен юсавлăхне сăнакан патшалăх инспекцийĕпе Шалти ĕçсен министерстви пĕрле ирттерет. На первом месте у меня стоит игра в самолет , так как там сделано все очень реалестично

Юсавлă техникăпа пĕлсе ĕçлени çĕр çинчи чи хаклă мула – пурнăçа – упрама пулăшать, çут çанталăк та хур тумасть, çулпа çÿрекене те инкек кăтартмасть.

Машина-трактор рульне тытса пыракансен яланхи йĕркене нихăçан та манмалла мар. Маннă пулсан аса илтерер: инспекторсем уйăхлăх вăхăтĕнче машина юсавлăхне, ăна техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнине, агрегат номерĕсем регистрациленĕ хут çинчипе пĕр килнине, ытти документа кирлĕ пек упранине тĕрĕсленипе пĕрлех трактор прицепĕ çинчен те манмаççĕ. Çула тухма механизаторсен тĕплĕ хатĕрленмелле. Час-часах вĕсен машинăсемпе прицепсене регистрациленине, юсавлăха тĕрĕсленине, вăл е ку категорипе çÿреме ирĕк панине ĕнентерекен документ, çул хучĕ çук е кабинăра тата прицеп çинче çынсене лартса çÿреççĕ. Рейса тухас умĕн вĕсен сывлăхне никам та тĕрĕслемен. Капла инкеке лекесси куç кĕрет, вăл куçа курăнса килмест тени вырăнсăр.

Евгений Еландаев,

Чăваш Республикинчи патшалăх техника сăнав инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ.

 

Рубрика: