Йăла тени çумрах çÿрет

5 Раштав, 2013

«Кашни йăлан майĕ пур», - теççĕ халăхра. Мĕн авалтан пыраканскерсене пирĕн аслă ăрурисем çирĕп пăхăнма тăрăшнă. Паян вара çамрăксем те çак калама çук хаклă йĕркесене чылăй чухне пăхăнас ĕмĕтлĕ. Пахи кунта - вĕсен ку енĕпе туртăм пурри, ăна сÿнме парас мар тени.

Ял шкулĕсенче вĕренекенсем кăна мар, хуларисем те тăван халăхăмăр йăли-йĕркипе çыхăннă тĕрлĕ уява хаваспах хутшăнаççĕ. Кăмăлтан тума тăрăшаççĕ çак ĕçе. Чылай чухне ачасем хăйсен вĕрентекенне тăван халăхăн вăл е ку йăли-йĕркипе çыхăннă пĕр-пĕр уяв ирттерме сĕнни пушшех те хавхалантарать. Ара чылай ачан ашшĕ-амăшĕ ялтан-çке е аслашшĕ-пе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ те унтах тĕпленнĕ. Кану кунĕсенче е каникул вăхăтĕнче аслисем патне каяççĕ те çак нимрен хаклă йăла-йĕрке тĕнчине кĕрсе ÿкеççĕ. Хăйсен тăрăхĕнчисене кăна мар, ыттисенне те пăхăнма тăрăшаççĕ.

Шупашкар 39-мĕш шкулти виççĕмĕш «ю» класс вĕренекенĕсем чылăйранпа ĕнтĕ чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă уявсене хаваспах хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть ак вĕсен класс ертÿçи Елена Петровна Воронцова ачасене тăван халăх кун-çулĕпе паллаштарчĕ, Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Ачасем те парăмра юлмарĕç: юрларĕç те ташларĕç, сăвă-юмах каларĕç, вăйă вылярĕç. Кашни уяв вĕренекенсене килĕшни вĕсен пит-куçĕнчен те аван палăрать. Шăпăрлансен йăл кулли, хаваслăх çиçни питех те хаклă-çке.

Владмир ТОСКИНЕЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.