Яла сÿнме паман хĕлхем
Культура

Паянхи ял... Мĕнлерех вăл? Ял-сала та тĕрлĕрен пулать-ха. Пĕри, хула е райцентр çывăхĕнче вырнаçни е ял тăрăхĕн тĕп усадьби шутланаканĕ, пур енĕпе те аталаннă. Тепри вара, халăхра каланă пек "шуйттан шăтăкĕнче лараканни", - тахçанах манăçа тухма пултарнă.

Нумаях пулмасть эпир çитсе килнĕ ял пирки тем каламалла: район центрĕнчен те инçех мар вăл, ял администрацийĕ те унтах. Анчах та вăл вăйлă, пур енĕпе те тĕслĕх шутланакан ял тенĕ пулмăттăм. Маларах, тен, ыттисен умĕнче "сăмсана каçăртма" хистекен пулăмсемпе палăрса тăнă та-и? Халĕ вара çав ретре маррине темиçе тĕслĕх илсе кăтартни те çителĕклĕ. Сăмахăм Çĕрпÿ районĕнчи Метикасси çинчен. Хăй вăхăтĕнче кунта шкул кĕрлесе тăнă, халĕ шăпăрлансене Чурачăка автобуспа турттараççĕ. Совхоз та сулмаклă утăмпа ярса пуснă. Икĕ ĕмĕр чиккинче кĕрĕслетнĕ "аслати" ял пурнăçне чăл-пар-р аркатса тăкнă. Ялта 1989 çулта культура çурчĕ çĕкленĕ. Унта, капмарскерте, тем те вырнаçнă пулнă: совхоз правленийĕ, клуб, ял администрацийĕ... Халĕ унта культура ĕçченĕсемсĕр пуçне почта уйрăмĕ, ял администрацийĕ хÿтлĕх тупнă. Тĕрĕссипе, питех ăмсанман пулăттăм вĕсене. Акă мĕншĕн: хĕллехи вăхăтра çуртри пÿлĕмсене кам мĕнле пултарать - çапла ăшăтать. Кунта хальлĕхе çут çанталăк газĕ çитмен-ха.

Çапах та Метикасси культура ĕçченĕсен пуçарулăхĕ, хастарлăхĕ, çаврăнăçулăхĕ тĕлĕнтерчĕ. Хăйсем палăртнă тăрăх - йывăрлăхсем вĕсене çирĕплетеççĕ, яваплăха ÿстереççĕ кăна иккен. Вĕсем - Метикасси культурăпа библиотека аталану центрĕн директорĕ Валентина Владимирова, Лина Спиридонова методист, Лариса Максимова администратор, Маргарита Александрова, Наталья Григорьева библиотекарьсем. Çакскерсем ял тăрăхĕнчи /унта 10 ял кĕрет, 900 ытла çын пурăнать/ культура, кану ĕçне, пурнăçне йĕркелесе пыраççĕ.

Валентина Ивановнăпа унăн пикисем хăйсен ĕç-хĕлĕ пирки каласа кăтартнине итлесе ларма кăмăллă пулчĕ.

Центр директорне культура учрежденине тытса тăрас ыйту ытларах хумхантарать. Хальлĕхе ăна тĕслĕх шая çитермен-ха. Пĕлтĕр çурт çи виттин пĕр пайне улăштарнă, мĕншĕн тесен маччаран çумăр, юр шывĕ кайса тертлентернĕ. Кăçалхи тĕллев: çурта çут çанталăк газĕпе тивĕçтермелли проекта хатĕрлесе çирĕплетесси. Малалла вара ытти ĕç - газ кĕртесси, юсавсем пулĕç. Пурнăçламалли нумай. Хĕллехи вăхăтра хальхи пек электрокăмакапа пĕчĕк пÿлĕмре хĕсĕнсе ларни хыçа юлĕ. Паянхи кун мероприятисен пысăк пайне вулавăшра ирттереççĕ. Репетицисене вара директор пÿлĕмне пуçтарăнаççĕ. Метикассисен мăнаçĕ - "Пилеш" фольклорпа эстрада ансамблĕ. 2002 çулта чăмăртаннă вăл. Çак тапхăрта коллектив йышĕ чылай улшăннă. Халĕ унта ытларах аслă çултисем. Вĕсем çулĕсене кура мар харсăр. Акă Розăпа Иван Яковлевсенех илер. Хăй вăхăтĕнче иккĕшĕ те Шупашкарта троллейбус водителĕсем пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан тăван ялне таврăннă. Хулара та юрă-кĕвĕ тĕнчипе çывăх тăнăскерсем репетицисене пĕр сиктерми çÿреççĕ.

Зоя Спиридонова вара çамрăкранах ялта пурăнать, совхоз директорĕ те пулнă. Сăмах май, культура çуртне те вăл ертÿçĕ чухне туса лартнă. Римма Константинова строитель - асăннă çуртăн прорабĕ. Лидия Григорьева пенсионерка шкулта поварта ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та хĕрÿлĕхĕ сÿнмен вĕсен. Акă Римма Степановна пултарулăх коллективĕ валли çĕнĕ тум çĕлесе панă. Чăваш хĕрарăмĕсен пуç хатĕрĕсене пурте пĕрле ăсталанă. Центр директорĕ Валентина Владимирова та ал ĕçне тиркесе тăмасть. Сцена тумне те - чаршава - хăех çĕленĕ. "Пилеш" ансамбльпе пĕр ятлă юрра шăрантарнă чухне ансамбль ятарлă тумпа - пилеш çырлиллĕ саппунпа тухнă. Вĕсене те Валентина Ивановнах çĕленĕ. Юррине вара Лина Спиридонова çырнă. Сăввисем те унăнах.

Лина Витальевнăпа тĕплĕнрех паллашар-ха. 2010 çулта вăл "Районти чи лайăх культура ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Темиçе çул каялла район шайĕнчи семинар Метикассинче иртнĕ. Ун чухне Лина Витальевна автор концерчĕ йĕркеленĕ. Канашри педагогика училищинче музыка уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕскерĕн сасси уçă. Купăспа, баянпа лайăх калать. Чунĕпе кĕвĕ-çемĕ тĕнчине çывăхскер паллă сăвăçсемпе темиçе юрă çырнă: "Асанне", "Аннеçĕм, анне" /сăмахĕ Р.Сарпин/, "Парăмра эп ялан" /сăмахĕ З.Свекловăн/ тата ытти те. Лина Спиридоновăн ашшĕ те калемпе туслă пулнă иккен. Унăн упранса юлнă "Юрату епле пулать-ши?" сăвă йĕркисене хĕрĕ кĕвĕпе илемлетнĕ, хăйĕн репертуарне кĕртнĕ. "Пилеш" юрра вара пирĕн валли шăрантарма та ÿркенмерĕ.

Лина Витальевна чăваш эстрада юррисен "Кĕмĕл сасă" фестиваль-конкурс дипломанчĕ те.

Центрта ытти кружок-секци те ăнăçлă ĕçлет. Акă Шалчакасси ял депутачĕ Роза Андреева "Сывлăх фабрики" кружока ертсе пырать. Çуллахи вăхăтра ял уявĕсене йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Пĕлтĕр Калиновка 85 çул тултарнине ял тăрăхĕнчи халăхпа паллă тунă. Кăçал хăнасене Анчăккассисем йышăнасшăн.

Культура çулталăкĕнчи тĕллевсем, палăртнă ĕçсем сулмаклă. Пуш уйăхĕнче районта вырăнти агитбригадăсен "Культурăна мухтатпăр - района мухтатпăр" конкурсĕнче Метикассисем виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çывăх вăхăтрах тăван ял сăнне уçса паракан сăн ÿкерчĕксен "Эпĕ кунта çуралнă, çак хутлăх маншăн питĕ хаклă" конкурсне уçма хатĕрленеççĕ. Ял тăрăхĕнчи ал ĕç ăстисен куравĕсем те пултаруллисене пĕр ушкăна явăçтарма пулăшĕç. Ку енĕпе Метикасси хĕрарăмĕсем питĕ маттур. Сăмахран, Зоя Евдокимовăнах илер. Ун килĕ чăннипех тĕрĕ ăшĕнче. Ал шăллипе сĕтел çиттинчен пуçласа стена çинчи картина таранах Зоя Анатольевнăн ылтăн алли витĕр тухнă. Нумаях пулмасть тата тепĕр ĕçпе кăсăкланма пуçланă - çăм атă дизайнĕпе. Яка çĕвĕпе тата вĕтĕ шăрçапа тĕрлесе илемлетнĕ çак хатĕрсене ют çĕр-шыв хăнисем уйрăмах килĕштерсе туянаççĕ иккен.

Ирина Федотова та - тĕрĕ ăсти. Иван Федорова та асăнса хăварасшăн. Иван Федорович 80 çул урлă каçнă, апла пулин те юратнă ĕçне халĕ те алран ямасть. Вăл çăпата тăвас тĕлĕшпе районта çеç мар, республикăра палăрнă. Район Акатуйĕнче тата Çĕрпÿ ярмăрккинче уява пынисем валли хăйне евĕрлĕ ăсталăх класĕ те ирттерет. Иван Федоров çавăн пекех Мускаври фольклор ушкăнĕсене те çăпатапа тивĕçтернĕ. Вăл та, ыттисем те тăван ялĕн, районĕн ятне, сумне çĕклеме, несĕлĕсен ал ĕç культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварма, малалла аталантарма пулăшаççĕ.

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.