Ял-йыш полигон тăвассине хирĕç

3 Ака, 2014

Комсомольски районĕнчи Александровка ял тăрăхĕнче пурăнакансем. Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Киров поселокĕ патĕнче йăлари хытă каяш полигонĕ тăвас тата ăна уйăракан предприяти йĕркелес ыйтăва сÿтсе явма Александровкăри культура çуртне пуçтарăннă. Унта халăх итлевĕ иртнĕ.

Пухăва ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Е.В.Юшин хутшăннă, республикăри кашни темиçе район валли пĕр полигон тума тĕллев лартнине, кăнăш-канăша унта пухса çĕртессине пĕлтернĕ.

ЧР Строительство тата Çут çанталăк ресурсĕсен министерствисем Канаш тата Комсомольски районĕсен пĕрлехи полигонне Çĕрпÿ-Чĕмпĕр автоçултан 400 метрта, хĕвел анăçĕнчи 10 гектар йышăнакан лаптăкра, Киров поселокĕнчен инçе мар йĕркелеме сĕнеççĕ.

Итлевре ял-йыша калаçтаракан ыйтăва хĕрÿллĕн сÿтсе явнă. Унта хутшăннă 147 çынран 143-шĕ Киров таврашĕнче полигон тăвас проекта сивленĕ.

Рубрика: