Ял туризмĕ Курма та, канма та килĕç

21 Раштав, 2015

Тăвай районĕнче çитĕннĕ пĕртăван Василий, Петр тата Олег Восторгинсен тăван халăх валли çуралнă тăрăхра кану вырăнĕ тăвас шухăшĕ çулсем иртнĕçемĕн çирĕпленсех пынă. Пилĕк çул каялла проектпа паллаштарма район администрацине пынă. Вăрманалла тăсăлакан Паçнер шывĕ хĕрринчи усă курма пăрахнă çĕр лаптăкне харпăрлăха куçарса çав вырăнта кану тăрăхĕ йĕркелесси çинчен пĕлтернĕ.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев иртнĕ шăматкун Тĕмер ял тăрăхĕн территорийĕнчи «Паснерка» ял усадьбин пĕрремĕш тапхăрне уçма пырсан çакăн çинчен кăмăллăн аса илчĕ. Ун чухне Юрий Егорович район администрацине ертсе пынă. Тăван енре тĕрлĕ обьект ытларах пултăрччĕ тесе тăрăшнăскер пĕртăвансен пархатарлă шухăшĕпе тÿрех килĕшнĕ.

- Усламшăн çунакансем ĕçре пĕр-пĕр йывăрлăхпа тĕл пулсанах пăрахса каяççĕ. Кусем тарса ан кайччăрах, çакăнта кану хутлăхĕ пуласса хăйсем ĕненеççĕ-ши тетĕп. Эпĕ кăлăхах иккĕленнĕ иккен. Восторгинсем - çирĕп шухăш-кăмăллă çынсем. Сăмаха çилпе вĕçтермеççĕ, пĕр тытăнсан ĕçе вĕçне çитереççĕ. Кунта бизнес ăнăçлă аталанасса çирĕп шанатăп, - терĕ Юрий Егорович.

Савăнăçлă уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Иван Иванов,Тăвай районĕпе администрацийĕн пуçлăхĕсем Александр Шакинпа Владимир Ванерке, сумлă ытти çынсем хутшăнчĕç. В.Ванерке кану тăрăхĕн пĕрремĕш тапхăрне хута ярассишĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă строительсене район администрацийĕн Тав хучĕпе чысларĕ.

- Усă курма пăрахнă çĕр лаптăкĕ калама çук илемлĕ тăрăха çаврăнни мана шутсăр савăнтарчĕ, - хĕллехи вăрман асамлăхĕнчи кермен евĕр тăпăл-тăпăл çуртсем ачалăхри юмаха таврăнма май панăшăн Алла Леонидовна питĕ хĕпĕртенĕ. - Кунта Шупашкартан та, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен те туристсем курма тата канма килеççех.

Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасем пĕртăван Восторгинсене - Василийпе Олега, Петрпа Зинаидăна - ырă та пархатарлă ĕçшĕн чĕререн тав турĕç.

- Хальлĕхе 90 çын валли вырăн хатĕр. Обьекта йăлтах хута ярсан харăсах 220 çын канса сывлăхне çирĕплетме пултарĕ. Ресторан, хăна, сиплев, культура çурчĕсем, сауна, утар, ытти те - мĕн кирли йăлтах пур. Çырма тăршшĕпех - кÿлĕсем. Иккĕшĕ – шыва кĕмелли, ытти - пулă тытмалли, - проект епле пурнăçланнипе паллаштарчĕ Василий Восторгин.

Хăнасемпе районтан пухăннă халăха «Уяв» пултарулăх ушкăнĕ /илемлĕх ертÿçи - Тăвайсен ентешĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Эдуард Кириллов/ юрă-ташăпа савăнтарчĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: