- Чăвашла верси
- Русская версия
Ял тухтăрĕ
Алевтина Журавлева Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хурать. Унăн ĕç стажĕ - 42 çул. Çак професси ăна амăшĕнчен куçнă. Вăл та ĕмĕрĕпех медицинăра тăрăшнă.
Ял тухтăрĕ ватти-вĕттин сывлăхне пăхса тăрать. Тин çуралнă ачасен сывлăхĕшĕн те яваплă вăл. Унсăр пуçне çамрăк ăрăва республикăра иртекен «Белая ромашка», «Я помогаю победить туберкулез» уйăхлăхсене явăçтарать. Шкулта ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче тĕрлĕрен темăпа тухса калаçать.
Пушă вăхăт тупăнсанах «Пилеш» фольклор ансамбльне çÿрет. Алевтина Гурьевна чăваш юрри-кĕввине питĕ кăмăллать.
Хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçланăшăн ăна çулсеренех Хисеп хучĕсемпе чыслаççĕ. Маларах вара вăл «Районти сывлăх сыхлавĕн чи лайăх ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.
Комментари хушас