Ял спортсменĕсем тупăшаççĕ

29 Çĕртме, 2018

Паян Вăрнарта республикăри ял спорт вăййисем старт илчĕç. "Химик" стадиона 21 районтан 700 ытла спортсмен пуçтарăннă. Вĕсем яланхи пекех кире пуканĕ йăтас, вĕрен туртас, лапталла, теннисла выляс енĕпе тупăшаççĕ. Çавăн пекех армрестлинг, волейбол, масс-рестлинг, баскетбол, çăмăл атлетика лапамĕсенче вăй виçеççĕ. Сĕт сăвакансемпе механизаторсем, çемье командисем уйрăм турнирсенче ăмăртаççĕ.

Спорт уявне уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Вăл чи пултаруллисене çĕнтерме, тăрăшуллисене мала тухма, пĕрремĕш утăм тăвакансене хастар пулма сунчĕ.

Владимир ТИКИНЕВ, Вăрнар районĕ:

- Паян эпир йăмăкăмпа Эльвирăпа механизаторсен ăмăртăвĕнче тупăшатпăр. Çемье командисен хушшинче те пĕрре мар хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Спорт пире ĕçлеме вăй-хал хушса тăрăть. Хамăр ачасене те спортпа туслă пулма вĕрентетпĕр.

Сергей ОРЛОВ, Комсомольскинчи спорт шкулĕн ĕçченĕ:

- Пирĕн спортсменсем тĕрлĕ ăмăртура район чысне хÿтĕлеççĕ. Акă пирĕн команда лапталла выляса виççĕмĕш вырăн йышĕнчĕç. Армспорт турнирĕнче пĕрремĕш пулчĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас