Ял пурнăçĕ - пир çинче

27 Утă, 2015

Профессионал художниксен Алексей Кокель ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери 9-мĕш пленэрĕ утă уйăхĕн 8-21-мĕшĕсенче Патăрьел районĕнчи Турханта иртрĕ. Утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче Турханти шкулта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, çавăн пекех Украинăпа Беларуçран килнĕ талантлă сăрă ăстисен пĕтĕмлетÿллĕ куравне йĕркелерĕç.

Художниксем çак кунсенче Турхан таврашĕнчи вырăнсемпе кăна мар, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ытти яла та çитсе курнă, чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе, пурнăç шайĕпе паллашнă, тавралăх илемне, чăвашлăха пир çине куçарнă. Çак кĕске тапхăрта Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи пурнăç» музея та, Андриян Николаев космонавтăн тăван çĕршывне çитсе курма та ĕлкĕрнĕ, Ишлĕ Шетмĕре иртнĕ Патăрьел район кунĕнче савăнма та вăхăт тупнă художниксем. Пултаруллă сăрă ăстисем Турханти шкулта вĕренекенсем валли ăсталăх сехечĕсем йĕркеленĕ. Республикăри паллă художниксем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Пленэра савăнăçлă лару-тăрура хупнă çĕре Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ пулнă, халĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи Лев Кураков академик, пленэр ертÿçи, культурологи докторĕ Владимир Васильев, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Сымов, Турхан шкулĕн директорĕ Владимир Иванов, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, Кокель мероприятийĕсене пуçарса яраканĕсенчен пĕри Валентин Сергеев, ял çыннисем, шкул ачисем хутшăнчĕç. Вĕренкенсем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

9 çул хушшинче пленэра 118 художник хутшăннă. Çак хушăра вĕсем чылай чаплă картина ÿкернĕ. Асăннă ĕçсен пĕр пайĕ Чăваш патшалăх ÿнер тата Алексей Кокель музейĕсене, Турхан шкулне юлать. Картинăсенче - чăваш ялĕн пурнăçĕ. Кунта кивĕрех пÿртсемпе хура мунча, утă капанĕсем, вутă шаршанĕ, вĕллесем...

Елена ГЛУХОВА.

Рубрика: 
Теги: