Ял илемĕ

14 Кăрлач, 2015

Культура учрежденийĕ пирки пĕр иккĕленмесĕрех çапла калама пулать. Унта ĕçлекенсем пĕтĕм вăй-халне ялта тĕпленсе пурăнакан çынсен пурнăçне кăсăклă, тулли, илĕртÿллĕ тăвассипе çыхăнтарнă. Паллă пĕр-пĕр пулăма та, пĕлтерĕшлĕ саманта та асăрхамасăр хăвармаççĕ. Тепĕр чух пĕчĕк сăлтавпа та пулин ял халăхне пысăк савăнăç парнелеççĕ.

Çак сăмахсене Елчĕк районĕнчи Яманчÿрелĕнчи культурăпа кану центрĕн хастарĕсем - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ираида Ермакова библиотекарь, Ольга Саврасова директор тата пултарулăх ертÿçи Надежда Обожгеева - çинчен каланăнах туйăнать. Кирек хăçан та вĕсем халăхпа пĕрле. Уявсенче çеç мар, ĕççире те, вырмара та ял çыннисен кăмăлне çĕклеççĕ: агитбригада йĕркелесе уй-хире, йĕтем çине çитсе килççех. Юрри-ташшипе савăнтарнисĕр пуçне тĕнче хыпарĕсемпе те паллаштарма ĕлкĕреççĕ.

Яманчÿрелсен мухтавĕ - "Эткер" фольклор ансамблĕ. Юлашки вăхăтра унăн ячĕ-сумĕ тата та ÿсрĕ, ăна ытти çĕрте те пĕлме пуçларĕç. Пысăк уявсене те чĕнеççĕ халĕ. Виçĕмçул, сăмахран, коллектив Пĕтĕм чăвашсен Шупашкарта иртнĕ пĕрремĕш Акатуйне хутшăнма тивĕçнĕччĕ, тепĕр çулхине Чĕмпĕр облаçĕнчи йăхташсен Акатуйнех çитсе килчĕç. Культура çулталăкĕнче тунă çитĕнĕвĕсем татах пур-ха: Чăваш наци радиовĕ ирттернĕ "Чăваш Ен çăлкуçĕсем" радиоконкурса хутшăнса финала тухнисен концертне хутшăнма тивĕçнĕ. Вăл çывăх кунсенчех иртмелле.

Культура ĕçченĕсем - аваллăх управçисем те. Тăван ялпа çыхăннă пур пулăма та историе, пулас ăрусем валли хăварма ăнтăлаççĕ. Акă, иртнĕ ĕмĕрĕн варринче Яманчÿрел хăйĕн чÿлмек завочĕпе тивĕçлипех мухтанма пултарнă. Сăра, сĕт, шаркку, мăрье, чечек валли тăм савăтсем хатĕрлесе йĕри-таврари ялсенче сутă тунă. Канаш, Пăва пасарĕсене те çитнĕ. Коля тете, Тамара, Валя, Вера аппасен алли витĕр тухнă чÿлмексем чылай çемьере паян та упранаççĕ-ха. Ялти культурăпа кану центрĕн "Аваллăх кĕтесĕнче" те пур вĕсем.

К.В.Иванов çулталăкĕнче ял илемĕн ăстисем чун илемĕшĕн ытларах ĕçлеме тĕв тытнă. Халăха, уйрăмах çамрăксене, вулав культурипе çывăхлатмаллине лайăх ăнланаççĕ вĕсем. Ăнăçса пыччăр эппин вĕсен пархатарлă ĕçĕсем.

 

Надежда СМИРНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ

сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.