Ял хуçи

26 Авăн, 2015

Куславкка районĕнчи Пишенкассинчи Владимир Пименова хисеплесе çапла чĕнеççĕ çынсем. «Пĕчĕккисем те чупса пырсах сывлăх сунаççĕ», - тет вăл. Пĕччен пурăнаканскерне çакă та хăпартлантарать. Шел, мăшăрĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнă. Çапах хĕрĕ, мăнукĕсем, мăнукĕн ачи яла пырсах çÿреççĕ. Вĕсем арçына тунсăхлама памаççĕ. Владимир Иванович вăхăта усăсăр ирттерме хăнăхман. Тивĕçлĕ канура яла куçнăскер авă епле çурт хăпартса лартнă. Йĕри-тавра хуралтă çавăрнă. Пÿрт умĕнчи, пахчари темĕн тĕрлĕ чечек хĕм сапнăнах туйăнать. Пÿлĕмсенчи ÿсен-тăран та çеçке çурнă.

«Çак телевизора эпĕ лотерейăпа выляса илнĕ. Ун чухне пÿрт тăрри валли тимĕр виткĕч илнĕччĕ. Строительство хатĕрĕсем туянакансене билет пачĕç. Шăпах мана ăнăçрĕ», - каласа кăтартать Владимир Иванович. Кил хуçалăхне çĕнетсе пынипе çырлахмасть арçын. Владимир Пименов йĕри-тавралăха йĕркене кĕртессине те хăй çине илнĕ. «Çакнашкал çынсем пулăшса пынăран пире ĕçлеме çăмăл», - палăртать Энтри Пасар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алиса Скворцова. Ахальтен мар ял старостине Владимир Ивановича общество ĕçне тата ял таврашне хăтлăлатма хастар хутшăннăшăн Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысланă.

Ял старости тăрăшнипе халăх çырмари çÿп-çапа тасатнă та йывăç лартса хăварнă. Хунавсем тахçанах вăй илнĕ, тÿпенелле кармашаççĕ.

Владимир Пименовăн килĕнчен тухсанах пысăк пĕве курăнать. Ăна та нумаях пулмасть пĕвеленĕ. Унта хур-кăвакал ырлăх курать. Ирĕн-каçăн арçынсем пулă тытма анаççĕ.

Масар çинче пÿрт лартнă. Вăл та ял халăхне кĕрсе тухмашкăн кирлех. Арçынсем хăйсемех хăма çуртарнă, саваланă.

Халĕ шыв башни те лайăхах ĕçлет. Владимир Иванович ăна та куçран вĕçертмест. Шыв укçине хăех пуçтарса парать. Килех шыв кĕрсен, таса марри юхса тухсан мĕнешкел лайăх! Ун пирки кашни кил хуçи арăмĕ ĕмĕтленет.

Пишенкассисен ял хапхи те вĕр çĕнĕ. Ку та çакăнта чăн хуçа пуррине çирĕплетет. Урамра пылчăк ан çăрăлтăр тесе вĕтĕ чул сарнă.

Ял старости патне ватăсем пулăшу шыраса пыраççĕ. Тĕслĕхрен, вĕсен больницăна кайса килмелле, тухтăртан канаш ыйтмалла. Владимир Пименов хăйĕн машинипе район центрне е хулана леçнине хăнăхнă тивĕçлĕ канурисем.

«Ял çыннисем савăнса пурăнччăр. Вĕсем хăйсене хăтлă туйниех мана хавхалантарать», - тавралăх илемне сăнаса кăмăллă калаçать арçын.

Ял тăрăхĕн депутатне те суйланнă Владимир Пименов. Ăна халăх шанать. Малашне те Пишенкассисен нумай ыйтăвне татса парĕ вăл.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.