Ял ĕçченĕсем ăмăртаççĕ

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 29-30-мĕ¬шĕсенче Вăрнар районĕнче çуллахи ял спорчĕн республика вăййисем иртмелле.
Хальхи вăхăтра паллă мероприятин хатĕрленÿ ĕçĕсене вĕçленĕпе пĕрех: ăмăрту ирттермелли вырăнсене йĕркене кĕртнĕ, хăнасене вырнаçтарассине, апат çитерессине тата ытти ыйтăва татса панă. Ăмăртусен тĕп судйи Михаил Мурзин каланă тăрăх, программăна Пĕтĕм Раççейри ял спорчĕн вăййисене тĕпе хурса хатĕрленĕ. Унта волейбол, баскетбол, армрестлинг, кире пуканĕ, массрестлинг, çăмăл атлетика, полиатлон тата ыт. те кĕртнĕ. Республика ăмăртăвĕсен кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командине йĕркелĕç. Вăл вара регион чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлĕ. Ку ăмăрту çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Курск хулинче иртмелле.
Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртекен Сывлăхпа спорт кунĕнче ял-хулара пурăнакансем физкультурăпа спорт керменĕсенче, бассейнсенче сывлăха тÿлевсĕр çирĕплетме пултараççĕ. Çак кунах, 14 сехетре Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Пĕтĕм Раççейри Олимп кунĕ пулĕ.
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.