«Йăхран хушамат çеç мар, кăмăл-сипет, шухăшлав та куçать»

16 Кăрлач, 2016

Кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче прокуратура ĕçченĕсем професси уявне паллă турĕç. Кăçал саккунлăх хуралĕ йĕркеленнĕренпе 294 çул çитрĕ. Çак сăлтавпа эпир те Шупашкарти Мускав район прокурорĕпе Александр Толстовпа курса калаçрăмăр.

- Эсир кăçал «Прокуратурăн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçрĕр. Çакна сирĕн ĕçе хакланă пек е хушма яваплăх тиенĕ пек йышăнатăр?

- Халăхра «награда хăйĕн хуçине тупрĕ» теççĕ. Паллах, çакă манăн кулленхи ĕçе хакланине палăртать. Çав вăхăтрах шаннине те тÿрре кăлармалла. Лайăхрах, кăсăклăра ĕçлемелле. Йĕркене, граждансен правине пăснине вăхăтра асăрхамалла.

- Саккунпа, йĕркелĕхпе çыхăннă май сирĕн ĕç типĕрех пек туйăнать. Кăсăкли пур-и вара?

- Ĕç чăннипех кăсăклă, мĕншĕн тесен кивĕ йĕркесенчен çĕннисем çине куçмалла. Халĕ пур çĕрте те модернизаци пырать. Саккунсем те улшăнсах тăраççĕ. Шаблон майĕпе ĕçлеме çук, пурнăç улшăннă май пирĕн те унпа тан пыма тивет. Компьютер технологийĕсем, Интернет аталаннă май халăх та ăсланать.

- Çĕнĕ технологисем пĕр енчен пурнăçа çăмăллатаççĕ-ха. Интернет анлă /сарăлни вара сирĕн ĕç калăпăшне те ÿстерет-çке/.

- Паллах. Чылайăшĕ шăпах тĕнче тетелĕнче экстремизмла, террорла материалсем вырнаçтарать. Наркотик сарасси пирки те Интернетра информаци нумай. Çавăнпах тимлĕхе пĕр самантлăха та çухатма юрамасть.

- 2015 çул мĕнпе асра юлчĕ?

- Чи малтанах Калинин район прокурорĕнче 9 çул ытла ĕçленĕ хыççăн Мускав район прокуратурине куçнипе. Кунта халăх та йышлăрах пурăнать. Ку ĕç маншăн çĕнĕ мар-ха, анчах урăх коллектив. Çакă иртнĕ çул асра юлакан пĕрремĕш пысăк пулăм. Ĕçри кăтартусем те аван. Çакна шута илсех пысăк наградăпа хавхалантарчĕç те кăçал.

- Право хуралĕнчи сирĕн ĕç мĕнрен пуçланнине аса илсен те юрать пулĕ.

- Шкул пĕтерсен 1988 çулта Саратоври юридици институтне вĕренме кĕтĕм. 1993 çултан пуçласа Шупашкарти Ленин районĕнчи прокуратурăра следователь, аслă следователь, Шупашкар прокурорĕн аслă пулăшуçи, Ленин район прокурорĕн заместителĕ, Калинин район прокурорĕ пулса ĕçлерĕм.

- Следовательтен пуçланă эсир. Унăн ĕç тĕллевĕ раснарах. Каçарăр та, прокурор е следователь ĕçĕ кăсăклăрах?

- Следователĕн ĕçĕ урăхларах: тĕрĕслев ирттермелле, ĕç пуçармалла, тĕпчемелле. Прокурорăн ĕçĕ анлăрах, яваплăрах. Следстви ĕçĕпе çеç çырлахмастпăр-çке, пурнăçăн мĕнпур сферине пырса тивекен саккунсем епле пурнăçланнине тĕрĕслемелле, йĕркесĕрлĕхе сирмелле. Пурне те курмалла-асăрхамалла.

- Час-часах аса килекен самантсем те сахал мар ĕнтĕ.

- Асра юлаканнисем, чăн та, пур. Шутлă вĕсем. Ытларах пысăк инкексем-тĕр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, эпĕ следовательте тăрăшнă чухне, виçĕ тантăш хăйсен çул çитмен тусне вĕлернĕччĕ. Юлташĕн амăшĕ кĕрĕкне сутасса пĕлсен укçине вăрлама тĕв тунă вĕсем. Вĕлернĕ йĕкĕтĕн амăшĕ тĕрмене 9 çуллăха хупнăскерне тухасса кĕтсе укçа пухса пăшал туяннăччĕ. Кÿренĕвне, чун ыратăвне каçарайман вăл, миçе çул йăтса çÿренĕ...

Иккĕмĕшĕ те 20 çул каяллах пулнăскер. 38 çулти хĕрарăмпа унăн 2 çулти ывăлĕн виллине тупнăччĕ ун чухне. Хĕрарăм нумай çул ача çуратаймасăр асапланнă хыççăн çеç «анне» ята илтме пултарнă. Уголовлă ĕçе тишкернĕ хыççăн преступление ача ашшĕ туни палăрнăччĕ. Юлташĕпе иккĕшĕ эрех ĕçнĕ хыççăн хĕрарăма çаратма шут тытнă, çав тĕллевпех ăна пăвнă та. Ача йĕме тытăнсан ан шавлатăр тесе, ăна та минтерпе хупланă. Ытларах чухне çакăн пек инкексем асра юлаççĕ те, лайăххи сĕвĕрĕлет.

- Эсир çитĕннĕ вăхăтра кашни каччă салтакра пуласси тĕп тивĕçĕ тесе шухăшланă. Ăна пурнăçланă эсир. Ун чухне прокурор пуканне йышăнма ĕмĕтленнĕ-и?

- 1968 çулта çуралнă эпĕ. Ачалăх çăмăл çулсенче килмен. Ĕçпе пиçĕхнĕ эпир. Анне фермăра ĕçлетчĕ, атте те колхозраччĕ: малтан электрик, каярах бригадир. Ун чухне эпир прокуратура пуррине те пĕлмен. Ĕçленĕ. Аттепе аннене пулăшнă, каникулсенче те уй-хиртен тухма пĕлмен. Пĕрремĕш тĕллев, чăн та, салтака каясси пулнă. Пурин те. Унсăрăн хăяккăн пăхатчĕç. Пирĕн ялтан, Элĕк районĕнчи Атмалкассинчен, республикăри ШĔМре Леонид Шленский ĕçлетчĕ. Шăпах вăл Саратоври юристсен институтне вĕренме кĕме сĕнчĕ те. Кĕтÿ пăхнă май кĕнекесем вуларăм та экзаменсене ăнăçлă тытса студент пулса тăтăм.

- Çемье пирки те пĕлес килет.

- Анне Людмила Никандровна сывă-чиперех пурăнать-ха, кăçал 73 тултарать. Чăх-чĕп тытать. Май тупăнсанах хăнана çитсе ăна пулăшма тăрăшатпăр. Аттене Иван Алексеевича 2001 çулта пытартăмăр. Тăватă ачаран çемьере асли эпĕ. Икĕ шăллăмпа йăмăк пур, вĕсем урăх сферăра тăрăшаççĕ. Хамăн ывăл çитĕнет, 3-мĕш курсра юридици пĕлĕвĕ илет, тăрăшать, ашшĕ çулĕпе каяс кăмăлне палăртать.

- Династи пулать эппин?

- Династи тĕрĕс те сумлă тесе шухăшлатăп эпĕ. Йăхран хушамат çеç мар, кăмăл-сипет, шухăшлав та куçать. Ачасен пирĕнтен лайăхрах пулмалла, ырă та пархатарлă ĕç ытларах тумалла. Çакăн пирки ĕмĕтленетĕп те: вăрçă ан пултăр та ачасем пирĕнтен лайăхрах пурăнччăр.

- Пушă вăхăт пулать-и сирĕн?

- Ăна тупма пĕлмеллех. Унсăрăн ĕçре тымарланса ларатăн та йĕри-тавра мĕн пулса иртнине курма пăрахатăн. Хушăран юлташсемпе те тĕл пулмалла, пулни-иртнине хавасланса аса илни те хавхалану хушать. Çемьене те тимлĕх уйăрмалла. Пурте виçеллĕ пулмалла. «Вăхăт çук» тенине йышăнмастăп. Кăмăл çеç кирлĕ.

- «Ачасен пирĕнтен лайăхрах пурăнмалла» терĕр. Людмила Никандровна та сирĕн çитĕнĕвĕрсемпе савăнать-тĕр?

- Чи малтанах, паллах, ку уншăн пысăк парне. Вăл питĕ хĕпĕртет.

- Калаçушăн тавах сире.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.