Йăх ылханĕ

3 Раштав, 2016

Хăш-пĕр йăха темиçе сыпăк таран ылхан хăвалать тейĕн... Калăпăр, Кеннедисен, Романовсен йăх-тымарĕ пĕтсе пынине урăхла ăнлантарма та çук — инкек вĕсен ура йĕрне пуссах пынă.

Çын пурнăçне татни, ăнланмалла мар вилĕм, эрех-сăра, наркотик... Мĕн ку? Ăнсăртран тÿр килни-и е ылхан-и? Инкеклĕ йăхсене тишкерсе тухар-ха.

Кеннеди

Ирланди-Америка йăхĕн пуçĕнче 1858 çулта çут тĕнчене килнĕ Патрик Джозеф Кеннеди тăнă. Унăн аслă ывăлĕн тăхăр пăхаттир çуралнă. Вĕсенчен тăваттăшĕн пурнăç ирех татăлнă, çав шутра — АПШ 35-мĕш президенчĕн Джон Кеннедин: ăна Далласра 1963 çулхи чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче персе пăрахнă. Темиçе çултан унăн тăванĕ Роберт Кеннеди те çакăн пекех вилнĕ — вăл президент суйлавне кандидат пулса хутшăннă. Çамрăк ăру та инкек çулĕпех утнă — Джон тата Жаклин Кеннедисен тăватă ачинчен иккĕшĕн кун-çулĕ пĕчĕклех татăлнă. Виççĕмĕшĕ авиакатастрофăран чĕррĕн тухайман.

Онассис

Джон Кеннедин тăлăха юлнă арăмне Жаклина качча илсен Аристотель Онассиса еркĕнĕ Мария Каллас ылханнă теççĕ. Апла-и, капла-и, 1973 çултанпа Онассис çемйи трауртан тухайман: Аристотель ывăлĕ Александрос авиакатастрофăра вилнĕ, малтанхи арăмĕпе хĕрачи хăйсем çине алă хунă. Йăх пуçĕ хăй те 1975 çулта чир шала кайнипе питĕ хăвăрт вилсе кайнă — ăна ÿпке шыççинчен хăтарса хăварайман.

Романовсем

Сас-хура тăрăх, патшапа унăн йăхне Марина Мнишек ылханĕ çитнĕ. Хăй вăхăтĕнче унăн ывăлне Романовсен йăхне пуçарнă Михаил хушнипе çакса вĕлернĕ. Çакăнтан пуçланнă та Романовсен нумай ĕмĕре пынă инкекĕ — патша керменĕнчи пăлхавсем, каварлашусем, çын вĕлернисем... Вырăс юлашки патшине II Николая çемйипех персе вĕлернĕ.

Хемингуэй

Çак йăх темиçе ĕмĕр депрессие пула асапланнă. Ку амак вĕсемшĕн чăн инкеке çаврăннă. Паллă писателĕн ашшĕ Эрнест Хемингуэй çемьере телей тупнă темелле, çывăх çыннисемпе питĕ аван хутшăнса пурăннă. Апла пулин те каярахпа пурнăçпа хăйĕн ирĕкĕпе сывпуллашнă.

Эрнест хăй те çак чире парăнтарайман — 61 çула çитсен хăй çине алă хунă. Писателĕн аппăшĕпе пиччĕшĕ те çак мелпех хăйсен ĕмĕрĕсене татнă. Çакăн хыççăн тăвансем пĕр вăхăт чиперех пурăннă. Анчах та темиçе теçетке çултан амак татах хăй çинчен аса илтернĕ — Эрнест Хемингуэй хăй çине алă хунă кун çитиччен талăк маларах унăн мăнукĕ Марго пурнăçпа сывпуллашма çак меслетех суйласа илнĕ.

Брандо

Паллă актер Марлон Брандо çемйинче инкек-синкек тĕлĕнмелле тăтăш пулса иртнĕ. Кун пек чухне йăх ылханĕ çинчен мар тăк урăх мĕн çинчен калаçмалла?

Марлонăн амăшĕ тата пĕрремĕш арăмĕн пурнăçĕсем эрех ĕçнине пула татăлнă. Актерăн ывăлне йĕплĕ пралук леш енне пилĕк çуллăха ăсатнă — йăмăкĕн савнине вĕлернĕшĕн. Савнă çыннине çухатнине Брандо хĕрачи чăтса ирттереймен — унăн шизофрени пуçланнă. Кĕçех вăл хăйĕн текех пурăнас килменнине пĕлтерсе тĕллевне пурнăçа кĕртнĕ.

Ли

Çапăçу меслечĕсен мастерĕ, паллă киноактер Брюс Ли 33 çулта ăнланмалла мар сăлтавсене пула вилнĕ. Сас-хура тăрăх, арçын пуç ыратнинчен эмел ĕçнĕ. Анчах та çакна пула унăн пуç мими шыçса кайнă, актер питĕ хăвăрт вилсе выртнă.

Анчах та Брюс Лие пĕлекенсем çакна ĕненмеççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, ăна хăйĕн ĕçтешех тĕп тунă.

Ли ывăлĕ Брэндон ашшĕн çулне те пурăнса çитеймен, унăн кун-çулĕ “Ворон” фильма ÿкернĕ чухне татăлнă. Сюжет тăрăх, унăн сăнарне пистолетран пемелле пулнă. Ÿкерÿ ушкăнĕ асăрхаса çитереймен теççĕ — пистолет юсавсăр пулнă. Каччă хăйĕн туйĕччен 17 кун пурăнса çитереймен.

Гиннесс

XVIII ĕмĕрте Артур Гиннесс пысăках мар сăра завочĕ уçнă. Бизнес йĕркеллех аталанса пынă. Анчах та йăх пирки çакна калаймăн — Гиннесăн 21 еткерçинчен 10-шĕ пурнăçпа ирех сывпуллашнă. Завод хуçин кун-çулĕ татăлнă хыççăн унăн еткерçисен шăпи тĕрлĕрен аталаннă — пĕрисем çука юлнă, иккĕмĕшсем ăсран тайăлнă, виççĕмĕшсем ĕçке ярăннă. Тĕнче иккĕмĕш вăрçи вăхăтĕнче Гиннессен тĕлĕшпе те йăх ылханĕ пирки калаçма пуçланă. Çак тапхăрта вĕсен тата икĕ тăванне вĕлернĕ. Вилĕмсен шучĕ вăрçă шăв-шавĕ лăплансан та чарăнман. Автокатастрофа, наркотиксем, хăйсем çине алă хуни — çак сăлтава пула Гиннесс йăхĕ тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа чакнă.

/Ledi.mail.ru/.

Сăнÿкерчĕксем: rex/Fotodom.ru, Legion-media.ru, Eastnews.ru.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.