Ядерлă медицина усал шыçăран хăтăлма пулăшĕ-и?

Усал шыçă — хальхи самана инкекĕ. Унпа пĕтĕм тĕнче кĕрешет. Хăрушă чир серепине çакланнă çынсене çăлас тĕллевпе ăсчахсем сиплевĕн çĕнĕ мелĕсемпе имĕсене шухăшласа кăлараççĕ, шанчăка çухатнисен кун-çулне тăсассишĕн, медицина пулăшăвĕн витĕмне ÿстерессишĕн тухтăрсем куллен тăрăшаççĕ. Паянхи кăларăмра ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ-онкологĕ Сергей АГАФОНКИН асăннă служба аталанăвĕпе паллаштарать.

Диагностикăран пуçласа реабилитаци таран

Республикăри онкологин клиника диспансерĕ — усал шыçăпа нушаланакансене хальхи вăхăтра пысăк квалификациллĕ пулăшупа тивĕçтерекен çĕнĕ йышши ятарлă сиплев учрежденийĕ. Унăн тытăмĕнче — хирургин икĕ стационарĕ, поликлиника, диагностика тата радиологи корпусĕсем. Çуллен унта 10 пин ытла пациент сипленет, 70 пин çын консультацие тивĕçет. Паянхи кун тĕлне сыватмăшра диспансеризаци учетĕнче тăракансен йышĕ 25 пинрен иртет.

Хăрушă амака аталанăвăн пуçламăш тапхăрĕнчех тупса палăртсан хальхи саманара медицина унран хăтарма пултарать. Республикăра пациентсене пулăшмалли витĕмлĕ тытăм — малтанхи диагностикăран пуçласа реабилитаци тата паллиативлă хÿтлĕх таранах — туса хунă, унăн çитĕнĕвĕсем курăмлă. Усал шыççа вăхăтра тупса палăртни, сиплев пахалăхне ÿстерни, малта пыракан технологисемпе усă курни, вăл шала каяссинчен профилактикăлани пациентсен кун-çулне тата пурнăçне лайăхлатма май параççĕ.

Больница комплексне юлашки çулсенче çĕнетсе улăштарни медицинăн пысăк технологиллĕ пулăшăвне вăй илтерчĕ, ятарлă сиплеве çĕнĕ шая çĕклерĕ. Çакă, паллах, Чăваш хутлăхĕнчи демографи лару-тăрăвне те ырă витĕм кÿрет.

2016 çулта хирургин çĕнĕ корпусне ĕçе кĕртнĕ хыççăн пысăк технологиллĕ пулăшупа сиплевпе диагностикăн пĕрлехи комплексĕнчи çĕнĕ те хăтлă условисенче тивĕçтерме тата операцисем ытларах тума пуçланă.

Тухтăрсем кăткăс аппаратурăпа тата малта пыракан технологисемпе усă курса пациентсене тĕнче шайĕнчи пулăшупа тивĕçтерме пултараççĕ. Тĕслĕхрен, операци тунă вăхăтра васкавлă лабораторире шыçăсене тишкерсе вĕсем усалли е ырри шутĕнчине уçăмлатса хирургсен ĕçне тĕрĕс йĕркелеме пулать. Реанимаци уйрăмĕнче кăткăс мониторинг тытăмĕ, кашни пациентăн пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ функцийĕсене сăнаса тăракан тĕп станци вырнаçтарнă. Реабилитаци технологийĕсем те — паянхи самана ыйтнипе пĕр килекеннисем, палатăсем — пĕр тата икĕ вырăнлă, кашнинчех — душ пÿлĕмĕ, санузел.

Сăмах май, ултă хутлă корпусра хирургин виçĕ — торакоабдоминаль, колопроктологи, гинекологи — уйрăмĕсем вырнаçнă. Операци пÿлĕмĕсене сиплев ĕçне фиксацилекен тата кăтартусене Интернет уçлăхĕ урлă çитерекен курав тытăмĕн техникипе пуянлатнă май йывăр пациентсем тĕлĕшпе çийĕнчех Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççей онкологин ăслăлăх центрĕн специалисчĕсемпе канашлама тата диспансер никĕсĕ çинче хирурги енĕпе мастер-класс тата вĕрентÿ проекчĕсем йĕркелеме пулать.

Учрежденири телемедицина тата наукăпа консультаци центрĕсем урлă çÿлерех асăннă ăслăлăх центрĕн врачĕсемпе консультаци, пĕрлехи консилиум /çав шутра рентген ÿкерчĕкĕ, КТ/МРТ кăтартăвĕ енĕпе, эндоскопи тишкерĕвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе, гистологи тата цитологи ыйтăвĕсемпе/ ирттереççĕ.

Çĕнĕ корпус уçни диспансера йышăнупа диагностика тата онкологи пациенчĕсене реабилитацилекен уйрăмĕсемпе пуянлатрĕ тата унăн пĕлтерĕшне ÿстерчĕ: сиплев учрежденийĕ медицинăн пысăк технологиллĕ мелĕсене пурнăçа кĕртекен территорисен хушшинчи центр тивĕçне пурнăçлать, Чăваш хутлăхĕнчи пациентсене кăна мар, Мари Элран, Мордва Республикинчен, Ульяновск, Киров, Чулхула облаçĕсенчен килнисене те йышăнать.

Клиника диспансерĕ пуçарулăха ÿстерсе профилактика проекчĕсене ăнăçлă ĕçлеттерме пултарнине кура усал шыçăн çĕнĕ йĕркеленĕвĕсене пуçламăш тапхăрта тупса палăртасси малтанхи çулхинчен 0,3 процент ÿссе 55-пе танлашнă /2015 çулта — 54,7/. Чиртен сипленнĕ хыççăн пилĕк çултан ытларах пурăнакансен хисепĕ пĕлтĕр 56,2 процентпа танлашнă /2015 çулта — 55,4/, урăхла каласан, 14178 çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă.

Онкологин юлашки тапхăрти амакне тупса палăртнин кăтартăвĕ курăмлă пулнине те асăнмалла: иртнĕ çул ку кăтарту малтанхи çулхинчен 0,5 процент чакса 19,9 юлнă.

Изопоп чирпе тĕллевлĕн кĕрешет

Онкологи пулăшăвне çĕнетсе улăштармалли тепĕр тапхăр — Ядерлă медицинăн регионсен хушшинчи центрне уçни.

Паллă тунă изотопсем пулăшнипе диагностикăламалли меслет — хальхи вăхăтра чи тĕрĕссисенчен тата çĕннисенчен пĕри. Çын организмĕн мĕнпур тытăмне тишкернĕ чухне унпа анлă усă кураççĕ: юнпа тивĕçтерекен органсене, ват метаболизмне, пÿре, шăк хăмпăвĕн, щит евĕрлĕ парăн ĕçне тĕпчеççĕ. Çĕнĕлĕх — тĕрлĕ енлĕ диагностикăн вăл е ку органра улшăну пуçланас умĕнхи самантрах тытăм кăлтăкне тĕп-тĕрĕс палăртакан мел. Онкологин /1-2 тапхăрсенчи/, унсăр пуçне кардиологи тата неврологи чирĕсене маларах диагностикăланипе асăннă меслет амаксенчен вăхăтра тата пĕр тикĕс сиплевпе тивĕçтерме май парать.

Ядерлă медицина мелĕпе усал шыçăн çĕнĕ йĕркеленĕвĕсемпе — арлăх, щит евĕр парсен ракĕпе, шăмă шыççипе — кĕрешнĕ чухне тухăçлă усă кураççĕ. Клиника практикинчи хальхи сиплев меслечĕсенчен чылайăшĕ, тĕслĕхрен, хими е пайăрка терапийĕ, ракпа сиенленнĕ клеткăсене кăна мар, сыввисене те витĕм кÿрет. Изотопсем вара радионуклидлă эмел хатĕрне палăртнă вырăна пайăркаламашкăн шыçăпа сиенленнĕ органа тĕллевлĕн илсе çитереççĕ.

Специалистсем шантарнă тăрăх — çакăн йышши малашлăхлă технологисене алла илсен хăрушă амакран сыхланса юлнисен йышне çуллен 250 çын чухлĕ пысăклатма, çапла арлăх органĕсен шыççинчен сипленин кăтартăвĕсене ÿстерме, чире аталанăвăн малтанхи вăхăтĕнчех тупса палăртассине /1-2 тапхăрсем/ лайăхлатма, шала кайнă рак кăтартăвне /4 тапхăрта, визуаллă локализацисем тĕлĕшпе — 3-4 тапхăрсенче тупса палăртнисен тÿпине/ пĕчĕклетме, сипленĕ хыççăн пилĕк çулран ытларах пурăнакансен йышне пысăклатма тата усал шыççа пула çут тĕнчерен уйрăлакансен хисепне чакарма май килĕ.

Валентина СМИРНОВА

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.