Ячĕсем Эльбрус çине çырăнчĕç
Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем Эльбрус çинче Асăну хăми вырнаçтарнă.
Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче полицейскисем Эльбрус çинче служба тивĕçĕсене пурнăçласа пуç хунă ĕçтешĕсене асăннă. Эльбрус тăвĕ çывăхĕнчи Терскол поселокĕнче, халăх йышлă çÿрекен сукмак хĕррине, альпинист полицейскисем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă юлташĕсен ячĕсене çырнă Асăну хăми вырнаçтарнă. Экспедицие хутшăнакансем пĕлтернĕ тăрăх — ку акци туристсене питĕ кăсăклантарса янă. «Чылайăшĕ пирĕнпе сăн ÿкерттерчĕç, хăйсем хисеп тунине пĕлтерсе пире алă тытса саламларĕç», — тенĕ ăста альпинистсенчен пĕри, РФ ШĔМ Шупашкар хулинчи управленийĕн эксперт-криминалистика пайĕн специалисчĕ Сергей Петров.
Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсен Эльбрус таврашĕнчи экспедицийĕ çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче пуçланнă. Полицейскисем ту тăррине хăпарса çитсен ведомство тата Чăваш Республикин ялавĕсене вырнаçтарнă.
Комментари хушас