XXII Олимпиада пире мĕнпе тĕлĕнтерĕ?

6 çул та 7 уйăх кĕтрĕмĕр ăна эпир, Раççейре пурăнакансем. Пĕрремĕш хут, 1980 çулхи çуллахи Олимпиадăна шута илмесен, куçа-куçăн тĕл пулатпăр хĕллехи Олимп вăййисемпе. Мĕнпе савăнтарĕ пире Сочи, мĕнле çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтерĕ.

Олимп кун-çулĕ
2006 çулта Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕ 2014 çулта хĕллехи Олимп вăййисене ăçта ирттермеллине палăртас тĕллевпе конкурс пуçарнă. Унта 7 çĕр-шыв хутшăннă, çав шутра Раççей те. Финала виçĕ хула - Сочи, Зальцбург /Австри/, Пхенчхан /Корея/ - тухнă. 2007 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн Гватемалăра иртнĕ черетлĕ сессийĕнче Олимпиадăн тĕп хулине суйланă, чи нумай сасă пухса Сочи çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Çав кунах РФ Олимп комитечĕн президенчĕпе Леонид Тягачевпа МОК ертÿçи килĕшÿ алă пусса çирĕплетнĕ. 2010 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Ванкуверта иртнĕ Олимпиада вĕçленнĕ кун, Олимп комитечĕн президенчĕ Жак Рогге Сочи хулин мэрне Анатолий Пахомова Олимп ялавне панă. Çавăн чухнех тĕнчене Сочипе - Олимпиадăн тĕп хулипе - паллаштарнă.
 
Олимп керменĕсем
Сочи ăмăртăва хатĕр - çапла çирĕплетнĕ йĕркелÿçĕсем. Чăн та, темиçе çул каялла хулана кайса курнисем паян ăна палласа та илеймĕç пулĕ. Чăн-чăн спорт хули пулса тăнă вăл. Мĕнле кăна кермен çĕклемен ларман пулĕ унта. Акă 40 пин çын вырнаçакан «Фишт» Олимп стадионĕ хăех пĕр-пĕр крепоç евĕр курăнать. Унтах пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерсе Олимп вăййисем пуçланнине халалланă чаплă уяв иртрĕ. «Шайба» тата «Пысăкки» пăр керменĕсенче хоккеистсен тупăшăвĕсене 19 пин çын курма пултарать. Коньки спорчĕпе туслисене тата пăр çинче эрешлесе ярăнакансен ăсталăхĕпе кăсăкланакансене «Айсберг» тата «Адлер-Арена» хапăлласа йышăнать. «Пăр куб» керлинг центрĕ, биатлонçăсемпе йĕлтĕрçĕсен «Лаура» комплексĕ, сăрт-ту йĕлтĕрçисемпе фристайлçăсен «Роза Хутор» центрĕ, бобслеистсен «Çунашка» кермен тата ытти обьект çĕкленсе ларнă темиçе çул хушшинче. Псехако тăвĕ çинче вырнаçнă Олимп ялĕ вара поселока аса илтерет.

 

Олимп паттăрĕсем
XXII хĕллехи Олимп вăййисенче 88 çĕр-шывăн 2800 яхăн спортсменĕ старта тухĕ. Вĕсем спортăн 15 енĕпе /биатлон, бобслей, сăрт-ту йĕлтĕрçисен спорчĕ, керлинг, конькипе чупасси, йĕлтĕрçĕсен чупăвĕ, трамплин çичен сикесси, çуна спорчĕ, скелетон, сноуборд, пăр çинче эрешлесе ярăнасси, фристайл, хоккей, икĕ енлĕ кĕрешÿ, шорт-трек/ медальсен 98 комплекчĕшĕн тупăшĕç. Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче 223 спортсмен, вĕсенчен 4-шĕ - Олимп чемпионĕсем /Евгений Плющенко, Ольга Зайцева, Евгений Устюгов, Никита Крюков/, 49-шĕ - спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕсем. Чи çамрăкки - 15-ри фигуристка Юлия Липницкая. Танлаштарма, 2010 çулта Ванкуверта иртнĕ вăйăсенче 82 çĕр-шывран 2574 спортсмен хутшăннă. Кăçалхи Олимпиадăн çĕнĕлĕхĕсем, пĕрремĕш хут хĕрарăмсем трамплинран сикĕç, биатлонçăсем хутăш эстафетăра тупăшĕç, фигуристсен команда ăмăртăвĕсем иртĕç. Çавăн пекех программăна фристайлри «хафпайп тата слоупстайл» дисциплинăсене, çунашкаçăсен эстафетине, сноубордистсен икĕ тĕсне - слоупстайл тата слалом - кĕртнĕ.
 
Олимп талисманĕсем
2010 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Сочи - 2014» йĕркелÿ комитечĕ Олимп тата Паралимп талисманĕсен конкурсне ирттерессине пĕлтернĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тата ют çĕр-шывра пурăнакансенчен пурĕ 24048 ĕç тăратнă. Вĕсенчен 13-шĕ финала тухнă, çĕнтерÿçĕсене палăртас тĕллевпе ятарлă сайтра сасăлав йĕркеленĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе виçĕ сăнара Олимп талисманне суйланă,
  • Леопард /барс/. Унăн авторĕ - Находка хулинчи Вадим Пак.
  • Мулкач. Авторĕ - Сильвия Петрова /Чăваш Ен, Тăвай районĕ, Çĕнĕ Пуянкасси/.
  • Шурă упа. Авторĕ - Олег Сердечный /Сочи/.
  • Шевлепе юр пĕрчи - Паралимп талисманĕсем.
  •  
Олимп каларăшĕ
2012 çулта «Сочи - 2014» йĕркелÿ комитечĕ Олимп вăййисен тĕп каларăшне çирĕплетнĕ, «Хĕрÿллĕ. Хĕллехи. Санăн» /«Жаркие. Зимние. Твои»/. Мĕншĕн çапла янăрать-ха вăл. Çак виçĕ сăмах Раççейĕн хăйне евĕрлĕхне палăртать имĕш. Хĕрÿллĕ тени Сочире ăшă çанталăк пулнине систерет тата ăмăртусем хĕрÿ тупăшура иртеççĕ. «Хĕллехи» сăмах çулталăк вăхăтне пĕлтерет, ют çĕр-шыв çыннисене Раççейре сивĕ пулнине аса илтерет. Санăн - Олимпиада тĕнчери кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ.
 
Олимп медалĕсем
Медальсен дизайнне 2013 çулхи çу уйăхĕнче палăртнă. Пĕр енне Олимп ункисене ÿкернĕ, тепĕр енче – логотип тата акăлчан чĕлхипе çырнă спорт тĕсĕ. Медальсен виçи - 460-531 грамм. Паралимп вăййисен наградисем кăшт йывăртарах - 585-686 грамм. Пурĕ 1300 медаль хатĕрленĕ.
 

Андрей МИХАЙЛОВ

хатĕрленĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.