World Skills Russia лапамĕнче - сварщиксем

3 Раштав, 2015

Асăннă чемпионат Чăваш Енре черетлĕ хут раштавăн 1-мĕшĕнче старт илчĕ. Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин "Сварка технологийĕсем" тата "Токарь ĕçĕсем" компетенцисемпе ăмăрту еплерех пынипе лапамсене çитсе паллашрĕ.

Чи пултаруллă сварщиксем электромеханика колледжĕн 3-мĕш корпусĕнче икĕ кун - раштавăн 2-3-мĕшĕсенче "вăй виçрĕç". Унта професси пĕлĕвĕ паракан 6 вĕренÿ организацийĕнчен 10 çамрăк хутшăнчĕ.

Станок çинче металран темĕн те ăсталаса кăларма пĕлекен йĕкĕтсем электромеханика колледжĕн 1-мĕш корпусĕн лабораторийĕнче тупăшрĕç. Технологи процесĕсене автоматизацилесси - чемпионатри ыйтусенчен пĕри пулчĕ.

Новости по теме