Вырма аван пырать, тухăç савăнтарать

5 Çурла, 2016

Федерацин Çĕрпÿ районĕнчи «Колос» патшалăх унитари предприятийĕн тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 3 пин гектар пухса кĕртмелле.

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне кĕрхи культурăсене пуçтарса илнĕ. Вĕсем кашни гектартан вăтамран 30 центнер тухнă.

— Кăçал вырмана иртнĕ çулхинчен маларах — утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчех — тухрăмăр, — терĕ ФПУП директорĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Эдуард Митрофанов. — Мĕншĕн тесен тырă пиçсе çитрĕ, тĕшĕри нÿрĕклĕх хисепĕ 11-12 процент. Чăн та, унăн клейковина кăтартăвĕ иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан пĕчĕкрех — 4 тата 5-мĕш классене çеç ларать. Тулли тĕшĕсем пулаймарĕç. Сăлтавĕ — тыр-пул тымарĕ патĕнчи нÿрĕк шайĕ пĕчĕкки.

Çапах та кăçалхи вырмара ертÿçе савăнтараканни ытларах. Тăватă комбайн сывлăм типсенех ĕçе пикенет те çĕрле тепре ÿкичченех вырса çапать. Тырă йĕтеме типĕ кăна кĕнĕрен электросушилкăпа усă курмаççĕ. Хуçалăх укçине перекетлеме май килнĕшĕн директор хĕпĕртенине пытармарĕ.

— Паян комбайнерсем çурхи культурăсен лаптăкĕсене куçаççĕ, — паллаштарчĕ Эдуард Лививич. — Вĕсен тухăçĕ те 30 центнертан кая мар. Кăçал тырă пĕлтĕрхинчен нумайрах пухса илетпĕр. Унăн сутлăх хакĕ лайăх. Республикăри ял хуçалăх организацийĕсенче тата ХФХсенче «Колос» тĕрлĕ культурăсен паха вăрлăхне хатĕрленине лайăх пĕлеççĕ. Йĕтем-кĕлетре шăпах çав ĕç пырать. Ку енĕпе квалификациллĕ специалистсем тăрăшаççĕ.

— Уйра техника пĕр минут та чарăнса тăмасть, — пĕлтерчĕ Надежда Порфирьева тĕп бухгалтер. — Дизтопливо-бензин вăхăтра туянассишĕн укçа ĕççине тухичченех куçарнă.

— Хуçалăха ăна çеç мар, саппас пайсемпе ытти материал кÿрессипе çыхăннă финанс ыйтăвĕсене бухгалтери вырмаччен маларах татса пачĕ, — терĕ директор. — Надежда Владимировнăпа, ытти специалистпа, коллективпа пĕрле хуçалăха çине тăрсах тăвалла туртатпăр. Ĕçлесе илнĕ укçана бухгалтери чи малтан производствăна ярать, налук, ĕç укçи тÿлеме куçарать. Ытти тăкака каярахпа саплаштарма палăртса хучĕ. Çак ыйтусене тĕп бухгалтерпа сÿтсе яватпăр. Вăл хăйĕн сĕнĕвĕсене уççăн калать. Çапла калаçса чăрмавсене пĕтерсе пыратпăр.

Бухгалтери коллектив членĕсене шалу вăхăтра парать. Ĕççи вăхăтĕнче вĕсене премилесе хавхалантармалли йĕркене çирĕплетнĕ. Вырмана хутшăнакансене апат тÿлевсĕр çитереççĕ.

Вăл еплерех пынине кăтартма ертÿçĕ Янтуш уйне илсе кайрĕ. Кунта икĕ комбайн кĕрхи туллăн юлашки гектарĕсене пухатчĕ. Александр Беляевпа ăна пулăшакан Александр Иванов, Олег Захаровпа Леонид Дмитриев комбайнсене апатланма тата дизтопливо тултарма çеç чараççĕ, уйран çур çĕр иртсен çеç таврăнаççĕ. Сергей Максимовпа Александр Ильин водительсем КамАЗсемпе турттарса ĕлкĕреççĕ. Йĕтемре ĕç кал-кал пырать. Пĕтĕмлетсе çакна калас килет: «Колосра» тыр-пула çухатусăр тата çанталăк пăсăличчен пухса кĕртессишĕн пĕтĕм вăя параççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.