Вырăнти бюджетсем, хăрушсăрлăх тата çырăнтару

3 Чÿк, 2015

Вырăнти бюджетсене йĕркелесси тата пурнăçласси, кĕрхи-хĕллехи тапхăрта çынсене шыв обCекчĕсенче тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, пичет кăларăмĕсене çырăнасси - шăпах çак ыйтусене сÿтсе яврĕç юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ видеоканашлура. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçличчен республика Пуçлăхĕ Çĕмĕрле хулинчи лару-тăрупа кăсăкланчĕ. Унта пĕр кун маларах хутса ăшăтмалли тытăмри аварие тата магистраль трубопроводне юсанине пула Горький урамĕнчи çуртсем ăшăсăр тата вĕри шывсăр тăрса юлнă - пĕтĕмпе нумай хваттерлĕ 42 çурт тата 3 ача сачĕ. Çĕмĕрле хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Туличева яваплă службăсем ăшă трасси çинчи юсав ĕçĕсене питĕ хăвăрт вĕçленине, ăшă пĕтĕм çуртра тата ача сачĕсенче пуррине пĕлтерчĕ. Михаил Игнатьев хваттерсенчи сывлăш температури çинчен ыйтрĕ те - "Халăхран нимĕнле çăхав та çук", - терĕ Елена Петровна. Михаил Васильевич авари сиенне пĕтерме хутшăннисене тав турĕ, çапах лару-тăрăва хальлĕхе тĕрĕслесех тăмалли çинчен асăрхаттарчĕ.

ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина вырăнти бюджетсене мĕнле йĕркелени тата пурнăçлани çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл кăçалхи 9 уйăхра районсемпе хуласен хыснине кĕнĕ хăйсем тунă тупăш 5187,9 млн тенкĕпе танлашнине /пĕлтĕрхи çак тапхăрăн 96,3:/ пĕлтерчĕ. Кунашкал тупăш уйрăмах Муркаш, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче чакнине палăртрĕ. Министр муниципалитетсен бюджечĕн тупăш пайне ÿстермелли меслетсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ. Михаил Игнатьев сĕннипе Шупашкар, Улатăр хулисен, Муркаш район администрацийĕсен пуçлăхĕсем вырăнта налуксем пухас лару-тăрупа паллаштарчĕç, çак ĕçе лайăхлатас тесе мĕн туни çинчен каласа кăтартрĕç.

Михаил Игнатьев вăл е ку налука пухас енĕпе чылай çитменлĕх тупса палăртни, вĕсене хăвăртрах пĕтермелли çинчен каларĕ. Тупăш пайне ÿстермелли резервсене тишкермелле, комплекслă анализ ирттермелле терĕ. "Финанс министерствин сĕнĕвĕсене тĕпе хурса цифрăсене тепĕр хут тĕплĕн тишкермелле, хыснана пуянлатмалли меслетсемпе тухăçлăн усă курмалла, ку ĕçе налук службине, прокуратурăна, ытти органа явăçтармалла", - пĕтĕмлетрĕ республика Пуçлăхĕ.

ЧР ГКЧС председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Павлов çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли мерăсем çинчен доклад турĕ. Вăл каланă тăрăх - пушарсен шучĕ çулсерен кăштах та пулин чаксах пырать, çапах маларахри çулсен опытне тишкерсен вут-çулăм алхасасси кĕрхи-хĕллехи тапхăрта ÿсни палăрать. Çанталăк сивĕтнĕрен ăшăтмалли хатĕрсемпе усă курнипе те çыхăннă çакă. Олег Евгеньевич пĕлтернĕ тăрăх - кăçал пирĕн республикăра юпа уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне 824 пушар тухнă, пĕлтĕр çак тапхăрта - 838, урăхла каласан 1,8: сахалрах. Шел, çын вилесси кăштах ÿснĕ: кăçал - 69, пĕлтĕр - 66. Вут-çулăмра пурнăçран уйрăлнă 66 çитĕннĕ çынран 36-шĕ ÿсĕр пулни палăрнă. Пушар алхасасси Улатăр хулипе районĕнче, Патăрьел, Вăрнар, Çĕмĕрле, Шăмăршă тăрăхĕсенче уйрăмах пысăкланнă. Канашлура Çĕмĕрле, Улатăр, Етĕрне райадминистрацисен пуçлăхĕсем хăйсен тăрăхĕнче пушар ытларах чухне мĕн сăлтавпа тухни, профилактика ĕçне еплерех йĕркелени çинчен каласа кăтартрĕç. Халăхпа тĕлпулусем ирттернĕ чухне вĕсене харпăр пурлăхне страхламаллине тăтăшах аса илтерме сĕнчĕ Михаил Игнатьев: инкек куçа курăнса килмест-çке.

Олег Павлов çынсене кĕрхи-хĕллехи тапхăрта шыв обћекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçсем туни çинче те чарăнса тăчĕ. Юханшывсемпе кÿлĕсем çÿхе пăрпа витĕнсен инкек тухма пултарассине, уйрăмах пулă тытма юратакансемпе, аса илтерчĕ. Михаил Игнатьев хăрушлăх кăларса тăратакан тата çуран çÿрекенсен, çавăн пекех транспортпа, кĕме юраман вырăнсенче асăрхаттару паллисем вырнаçтарас ĕçе хăвăртрах вĕçлеме хушрĕ.

Пичет кăларăмĕсене 2016 çулхи пĕрремĕш çур çул валли çырăнтарас ĕç еплерех пынипе ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов паллаштарчĕ. Вăл юпа уйăхĕн 15-25-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри çырăнтару акцийĕ иртнине, ун чухне хаçат-журнала чылай йÿнĕрех хакпа çырăнма май пулнине пĕлтерчĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан çырăнтару кăтартăвĕ 3,4: ÿснине палăртрĕ. Вăл çавăн пекех вырăнти ертÿçĕсен МИХсем валли уçă пулмаллине, кирлĕ чухне комментари памаллине аса илтерчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.