Вырăна тухса пулăшаççĕ

Республикăри ĕçлев службин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - патшалăх пулăшăвĕпе граждансене тивĕçтерессине ÿстересси. Çак задачăна ăнăçлă татса парас тесе иртнĕ çул Чăваш Енре халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен мобильлĕ 12 офисĕ ĕçленĕ.

2013 çулта вĕсем 551 хут тухса çÿренĕ

Аякра вырнаçнă ялсенче çапла майпа усă курса йĕркеленĕ 640 мероприяти вăхăтĕнче 7708 çынна ĕçе вырнаçас тĕлĕшпе консультаци тата пулăшу панă.

Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисенчи, çавăн пекех Патăрьел, Вăрнар, Куславкка, Йĕпреç, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче мобильлĕ офиссем сусăрсене «пĕр чÿрече» мелĕпе тăтăшах йышăнаççĕ. Çакăн йышши мероприятисене халăха социаллă хÿтлĕх паракан органсен, социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрсен, Пенси фончĕн представителĕсемпе, медицинăпа социаллă экспертизăн Чăваш Республикинчи тĕп бюровĕн врач-эксперчĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ. Иртнĕ çулта кунашкал йышăнусене 78 хут ирттернĕ, специалистсен консультацийĕпе пулăшăвне 347 инвалид илнĕ.

Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче мобильлĕ офиссемпе усă курса 34 мини-ярмăркка пухнă, вĕсене 507 çын хутшăннă. Çапла вара ĕçпе тивĕçтерекен 152 çынна хăйсене кирлĕ кадрсем суйлама пулăшнă.

Ĕçпе тивĕçтерекен центрсен мобильлĕ офисĕсен мелĕпе Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче, Вăрнар, Куславкка, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче граждансене професси ориентацийĕ, ĕçсĕр çынсене психологи хÿтлĕхĕ тата социаллă адаптаци парас тĕллевпе информаципе консультацин 129 кунне йĕркеленĕ.

Вырăна тухса çынсемпе хутшăннин усси пысăккине пурнăç çирĕплетет. Мобильлĕ офиссен пулăшăвĕпе пĕлтĕр республикăра пурăнакан çĕр-çĕр çын усă курнă. 2013 çулта вĕсем Канаш /1241 çын тивĕçнĕ/, Улатăр /1088/ хулисенче тата Куславкка районĕнче /990/ ăнăçлă ĕçленĕ. 2013 çулта мобильлĕ офиссем урлă професси консультацийĕсене 4,5 пине яхăн çын тивĕçнĕ, мĕне пултарнине, туртăма, пурнăç тĕллевне палăртас тĕллевпе 1652-ĕн тест витĕр тухнă.

Çирĕплетнĕ йĕркепе ĕçсĕр тесе йышăннă граждансене паракан социаллă тÿлев пирки служба центрĕсен специалисчĕсенчен 2,5 пине яхăн çын ыйтса пĕлнĕ. Ваканси çинчен информаци 2336 гражданина панă. Ĕçе вырнаçма тепĕр çĕре каймашкăн тата ытти региона куçмашкăн патшалăх пулăшăвне илессипе çыхăннă консультацие 1620-ĕн, обществăн тÿлевлĕ ĕçĕсем пирки пĕлтернине - 2404, харпăр хăй ĕçне йĕркелесси çинчен 2430 çын тивĕçнĕ.

Мобильлĕ офиссемпе усă курнипе 2013 çулта 1362-ĕн ĕçе вырнаçнă. Вĕсенчен 300-е яхăн - пĕлÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсем, 20 инвалид, ачана 3 çула çитиччен пăхакан 9 амăшĕ тата ытти.

Мобильлĕ офиссен мелĕпе Канаш хулинче /343 çынна вырнаçтарнă/, Çĕрпÿ /271çын/, Вăрмар /178 çын/ районĕсенче тухăçлă усă кураççĕ.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.