Выляса юхтăрах Выла шывĕ
Элĕк районĕнчи Мăн Вылă ялĕн ячĕ ку тăрăхран выляса юхса иртекен Выл шывĕннипе пĕр килет. Шăпах çапла каланă Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çак тăрăха юратса. Юмахри пек илемлĕ вырăнта вырнаçнă кунта çуртсем. Шывĕ те, вăрманĕ те, улăх-çаранĕ те, çырми-çатри те пур. Пур енчен те пуян тăрăхра харсăр та хастар, тен, чăрсăртарах та, халăх пурăнать. Вĕри ĕçре те, кăмăл çирĕплĕхĕнче те палăрать çакă. Эпĕ яла пырса кĕнĕ чухне те вырăнти ял тăрăхĕн специалисчĕсем черетлĕ пăтăрмаха татса пама васкатчĕç.
Хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе
Тепĕр тесен, черетлĕ тени вырăнлах мар-тăр-ха, хĕрÿ ĕç çи вăхăтĕнче ватти-вĕтти пурте пахчара, вырăнти пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн йĕтемĕ çинче, хирте кĕштĕртетеççĕ. Пиçсе çитнĕ сарă ылтăна та, çĕр мăкăртса тухма хатĕрленнĕ иккĕмĕш çăкăра та вăхăтра пуçтарса кĕртмелле вĕт. Акă 85 çулти Лидия Михайлова та пахчана васканă. Капмар çуртра пĕчченех пурăнать вăл. Малашлăха шанса ывăлĕпе кинĕ çĕкленĕ-мĕн çĕнĕ пÿрте. Шел, яланах ĕмĕтленнĕ пек пулса пымасть, арçын çут тĕнчерен ирех уйрăлнă. Çавăнтанпа пĕчченех кăштăртатать кинемей. Тепĕр чухне кинĕ килсе каять хуларан. Ытларах чухне, паллах, ял çыннисем пулăшаççĕ. Вырăнти влаç предста-вителĕсем те хÿтлĕх кирлисене асăрхасах тăраççĕ, тĕрлĕ ыйтăва татса пама пулăшаççĕ. Шăпах çакăн пек самантра тĕл пултăмăр вĕсемпе.
Çанталăк шăрăх тăнине кура пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвне те куçран вĕçертмеççĕ кунта. Шăпах çак ыйтупа Мăн Вылă тăрăх тухнă та специалистсем. Çула май тимлĕх ыйтакан çемьесенчи лару-тăрусемпе те паллашнă. Сăмах май, çакăн пек рейда çитес вăхăтрах ку тăрăха кĕрекен ытти ялсенче те ирттересшĕн вĕсем. Сыхланакана Турă та сыхлать теççĕ вĕт. Ял тăрăх çÿрессине пĕлсен эпĕ те хаваспах вĕсемпе пĕрле çула тухрăм.
Социаллă хÿтлĕх
Лидия Михайловăпа тĕл пулнă хыççăн Чмековсен килĕ тĕлĕнче чарăнатпăр. Пилĕк ача çуралнă ку кил- йышра. Икĕ ывăлĕ авланса уйрăлса тухнă. Тепри салтак атти тăхăннă. Ашшĕ-амăшĕ сарăмсăр вилнĕ хыççăн кĕçĕннисене — икĕ арçын ачана — аслă ывăлĕн çемйи хăйĕн хÿттине илнĕ. Асли кăçал тăххăрмĕш класа кайĕ, кĕçĕнни — тăваттăмĕшне. Опекăна илнĕ çемьере те икĕ ача ÿсет. Шăпăрлансем пĕр чĕлхе тупасси иккĕлентермест. Тăлăхсемшĕн амăшĕ вырăнне пулса тăнă Татьяна Чмекова çинчен ырă сăмахпа кăна калаçрĕç ял çыннисем. Яла пырса кăна каяççĕ пулин те пÿрт умĕ — тап-таса, йăлт чечек ăшĕнче. Пĕр çум курăкĕ те, çÿп-çап та кураймăн кунта. Урамри тирпейлĕхе кура пÿртре шалта та çаплах пулнине çирĕплетрĕç специалистсем. Апла, вырăнти влаç представителĕсем те тăлăхсен пурнăçне куçран вĕçертмеççĕ. Вĕсем каласа кăтартнинченех çакă уçăмланчĕ. Ачасене татах та малалла аталантарас тĕллевпех шăпăрлансене кăçал хула шкулĕсене вырнаçтарнă. Малтанах шикленнĕ ачасене лăплантармалли тивĕçлĕ сăмахсем те тупнă хĕрарăм — репетитор тытĕç, малалла аслă шкула вĕренме кĕмешкĕн те çăмăлрах пулĕ капла.
Пирĕн ушкăна курса ялăн анат вĕçĕнче пурăнакан Вера Александрова сарлака урама хыпаланса тухрĕ. Татьянăпа Вера пĕртăвансем иккĕшех кун кунлаççĕ. Ĕне усрама нумай пулмасть кăна пăрахнă вĕсем. Сакăр вуннăран иртнĕскерсем хуçалăха тирпейлĕ тытаççĕ.
Нимĕнле ыйту та çуккине кура малалла хăпаратпăр. Вырăнти влаç тăрăшулăхне çирĕплетекен тепĕр тĕслĕх — кунран-кун тÿпенелле кармашакан икĕ хутлă хăтлă çурт. Ăна ятарлă программăпа килĕшÿллĕн нумай ачаллă Пшанковсен çемйи валли çĕклеççĕ. Кун пек пулăшăва темиçен те тивĕçнĕ çак ял тăрăхĕнче. Халĕ акă, хĕллехи сивĕсем пуçланиччен, черетлĕ çемье çĕнĕ пÿрте куçассине чăтăмсăррăн кĕтет. Пшанковсем — Валентинăпа Николай — 1993 çулта пĕрлешнĕ. Иккĕшĕ те кунтах çуралса ÿснĕ, пĕр-пĕрне ачаранах лайăх пĕлеççĕ. Мăшăр çичĕ ачана кун çути кăтартнă. Малтанах ывăлсем çуралса пынă. Арçын те арăмне хытă юратнă — хĕр парнелеме тилмĕрнĕ. Турă илтнĕ самант пулнă-тăр: тĕнчене умлăн-хыçлăн чиперуксем килме пуçланă. Паллах, вăл самантра патшалăхăн çакăн пек пулăшăвĕ пирки шухăшлама та, ĕмĕтленме те пултарайман нумай ача амăшĕ.
— Вырăнти влаçа тав сăмахĕ калас килет, — тет кил хуçи арăмĕ Валентина Пшанкова. — Çурт пулас вырăна та пĕрле шырарăмăр, хамăр кăмăла килĕшекеннине суйлама ирĕк пачĕç. Чăн та, кĕçех çĕнĕ пÿрте куçассине халĕ те ĕненес килмест. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Иванов строительсен ĕçне тĕрĕслесех тăрать, вăл килсе лару-тăрупа паллашмасăр пĕр кун та иртмест.
Строительсем капла та кал-кал вăй хуни курăнать. Шалта хăтлав ĕçĕсем пыратчĕç. Хулари хваттертен нимĕнпе те кая мар çурта куçассине чи пĕчĕккисем уйрăмах чăтайми кĕтеççĕ. Туалет та, ваннăй та шалтах пулĕ унта. Ку тăрăхра хальлĕхе кун пек условисене тивĕçтерекен çурт çукрах. Халĕ пурăнакан вырăнтан инçех мар çĕкленекен çурт патне туххăмрах вĕçтерсе кайса килеççĕ шĕвĕрккесем. Амăшĕ строительсене чăрмантарма юраманни пирки асăрхаттарни кăна кăшт чарса тăрать вĕсене. Иккĕмĕш хутри пÿлĕмсене те хăпарса суйласа илĕччĕç те — хальлĕхе унта улăхмашкăн картлашка хатĕр мар.
Асаттесен йăлипе
Элĕк тăрăхĕнче авалтан килекен йăла-йĕркене упрама тăрăшакан çынсем пурăнаççĕ. Мăн Вылăсем те — çав шутрах. Ял уявĕ ирттересси паян кун çуралнă йăла-йĕрке пулсан, кунта вара ял сăри вĕретесси те манăçа тухман-ха. Маларах ăна типĕ çул çумăр çутарма ыйтса кĕлĕ туса ирттеретчĕç. Килĕрен çăмарта, кĕрпе пухатчĕç, ăна мăн хуранпа пĕçерсе пурте пĕрле пĕр вырăн-та çиетчĕç. Сăрине вара кашни кил-йыш хăй рецепчĕпе хатĕрлетчĕ. Халĕ те çак йĕркепех иртет ял сăри. Анчах та ăна паянхи самана сĕмĕ те кĕртнĕ темелле. Нумай турра ĕненсе-пăхăнса иртекен йăлана халĕ чиркÿпе çыхăнтарнă. Пăтă пĕçермелли кĕрпене ваттисем чиркĕве кайса кĕлĕ туса тасаттарса килнĕ. Кăçал çак уява çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче ирттернĕ. Çавна май ял пăттипе çамрăксене хистесех сăйланă — шăпах экзаменсен вăхăчĕ вĕт, апла, таса пăтă ăнăçу кÿрĕ. Хĕрарăмсем ĕненеççĕ: шăпах çĕр улми лартса пĕтернĕ хыççăн çумăр çуни те, шкул ачисен пĕлĕвне тивĕçлипе хаклани те — Çÿл хăватсем вĕсен сăмахне илтни. Чунтан ĕненсе ыйтни пурнăçланать тесе психологсем те çирĕплетеççĕ вĕт…
Туя туй пек тăвар-и?
Мăн Вылăсен мăнаçланмалли сăлтав татах та пур. Нумай пулмасть кăна-ха ку тăрăхра туй тесен çĕр чĕтретчĕ, унăн хăватне туй арăмĕсен шутне кура палăртатчĕç: мĕн чухлĕ ытларах — çавăн чухлĕ лайăхрах. Хĕрарăмсем вара тум капăрлăхĕ енĕпе пĕр-пĕринпе тупăшатчĕç. Шильăк курма пынă кинемейсем вĕсен çи-пуçне тыта-тыта пăхсах пахалатчĕç. Халĕ нумай çĕрте чăваш туйĕнчен шăрши-марши те юлмарĕ. Кафере зал тара илсе тăван-пĕтене пухаççĕ, çамрăксен сывлăхĕшĕн-телейĕшĕн тулли черкке çĕклеççĕ те — пулчĕ туй! Кăçал Мăн Вылăра уйрăмах нумай çамрăк çемье çавăрнине палăртрĕç. Чи кирли, кунти яш кĕрĕмпе хĕр-упраçа хальхи йĕркепе хăна пухасси çырлахтарман, каллех аваллăхпа хальхи вăхăта пĕр тĕвве çыхма пултарнă вĕсем. Малтан, калăпăр, чăваш йăлипе хĕр илме каяççĕ. Туй çи-пуçĕпе, туй юрри янăратса. Ку тăрăхра шильăк пике килĕнче иртет. Унта çĕр çĕмĕрнĕ, туй юрри юрласа хĕр куçĕнчен куççуль кăларнă хыççăн çамрăк арăма каччă килне илсе килеççĕ. Çук-ха арăм теме васкамалла мар. Çакăн хыççăн çеç ЗАГСра официаллă майпа çырăнать мăшăр. Унтан вара тăван-пĕтенне хальхи йăлапа кафене йыхравлать. Тамада чĕнсе туй кĕрлеттерет. Чăн та, тăкакĕ ытларах капла. Анчах та сумĕ — вăйлăрах, тăван халăх йăли-йĕркине пăхăннине пула — сĕтеклĕрех, тепĕр тесен, туйĕ те — туй пекех. Çак кунсенче кăна ку тăрăхра темиçе хутчен те туй параппанĕ пантăртаттарнă. Александр Сергеев юнашарти Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Упăкушкăнь ялне хĕр илме кайнă. Юрий Краснов Тавăт тăрăхĕнчи пикепе мăшăрланнă. Малалла вулас...
Комментари хушас