Выльăхран чир ан ертĕр

1 Ака, 2016

Çĕрпÿ районĕнчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци ĕçченĕсем Африка мурĕ сыснапа пĕрле Çавал тăрăхне ан килтĕр тесе куллен тăрăшаççĕ.

— Хамăр района кÿршĕ регионсенчен чĕрĕ сыснапа таврăннă чухне тиесе килекенĕн ветврач панă 1-мĕш номерлĕ свидетельство пулмалла. Унта пичет çаптармалла, ветврача алă пустармалла, ÿт температурин, клиника тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсене, выльăха мĕнле вакцинаци тунине палăртмалла, — терĕ учреждени пуçлăхĕн заместителĕ Игорь Иванов. — Çав документсăр района та, республикăна та выльăх турттарса килме юрамасть. Ульяновск облаçĕпе юнашар Пенза тăрăхĕнче Африка мурне тупса палăртнă. Пенза Чăваш Енрен инçе мар. Хăрушă чиртен сыхланас тĕллевпе районтан федераци субъекчĕсене кайса çÿрекенсемпе, сысна усракансемпе калаçатпăр, амака мĕнле профилактикăламаллине вĕрентетпĕр.

— Ял тăрăхĕсенчен хуласене сутма аш мĕнле йĕркепе турттармалла?

— Выльăха пусиччен ветврача кăтартмалла. Вăл ÿт температурине виçет, пăхса сыввине е чирлине, тирне сÿсен какайне пăхса çиме юрăхлине е юрăхсăррине палăртать. Ăна сутлăха яма тивĕçлĕ свидетельство парать. Çак ĕçре тимлĕ эпир. Этеме ерекен чирлĕ выльăх ашне çиме, сутлăха кăларма юрамасть.

— Сăмахран, урнă выльăх ашне. Çапла-и?

— Тĕрĕс. Уртаракан амак тискер чĕрчунран выльăха, унран этеме куçма пултарать. Ан ертĕр тесе профилактика ĕçне кашни ял тăрăхĕнчех ирттеретпĕр. Мĕнпур харпăрлăхри выльăх-чĕрлĕхе вируса пĕтерекен эмелпе çуллен вакцинăлатпăр. Чир ертекен тилĕсен йышне пĕчĕклетрĕмĕр. Ветстанци тăрăшни усса кайрĕ: пĕлтĕр чĕрчун урнă тĕслĕхе районта тăваттă çеç палăртнă. Амак выльăха, этеме пĕрре те ермен. Ертсе пыракан ветврач Сергей Алексеев çине тăнипе профилактика ĕçне хастар йĕркелетпĕр.

— Республикăн патшалăх ветслужби çын пурăнакан вырăнсенче килсĕр йытă-кушака тытса хупмалли йĕрке хатĕрлерĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕ çирĕплетрĕ. Ăна ял тăрăхĕсенче епле пăхăнаççĕ?

— Иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан хальхи вăхăтра çапкаланчăк йыт-качка тата вĕсемпе кăмăлсăрланакан çынсен çырăвĕ сахалрах. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем ятарлă организацисене сăнчăртан вĕçертсе общество вырăнĕсенче вĕçĕмсĕр çÿретекен йытă-кушака тыттарса яраççĕ. Вĕлерме пирĕн пата илсе килеççĕ. Ертсе пыракан ветврач Надежда Васильева сывă йыт-качкана вакцинацилет.

— Ветстанци тата унăн уйрăмĕсем тăрăшнипе килти хуçалăхсенчен пухакан сĕт пахалăхне лайăхлатнине пĕлетĕп. Продукцие камсем тĕрĕслеççĕ?

— Ветеринари-санитари экспертизин лабораторийĕн заведующийĕ Оксана Матвеева, Галина Григорьева /Тавăшкасси/, Галина Никитина /Патăрьел/, Мария Ильина /Михайловка/, Татьяна Сергеева /Чиричкасси/, Надежда Чебоксарова /Вăрманкасси/. Пахалăха лайăхлатассишĕн Республика Пуçлăхĕ ветстанцисенчен çирĕп ыйтма тытăннăранпа ĕç малалла кайрĕ. Çапах продукцие шыв хушакансем чылаййăн-ха.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.