Выльăха чиртен ăнăçлă хÿтĕлеççĕ
Комсомольски районĕнчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станцин - 5 ветуйрăмпа 4 ветпункт. Вĕсенче - 37, вăл шутра 12-шĕ - аслă, 8-шĕ ятарлă вăтам пĕлÿллĕ, тĕп тĕллевсене пурнăçлама пулăшакан ытти специалист вăй хурать.
Коллективра 23 хĕрарăм /пĕтĕм йышăн 57:/. Кадрсем нумай çул улшăнмаççĕ, вĕсен вăтам стажĕ 22 çулпа танлашать. Çакăнтан ытларах вăй хуракансем те пур. 4-шĕ - 40, 5-шĕ - 35, 9-шĕ 25-35 çул тăрăшаççĕ. Учреждение специалистсем çитмеççĕ. 2 ветврачпа 1 фельдшер паянах кирлĕ. Ĕçлекенсен вăтам ÿсĕмĕ - 48,5 çул, чи кĕçĕнни 37 çулта. Ветеринара вĕреннĕ çамрăксем района ĕçлеме таврăнасшăнах мар. «Выльăха сиплеме, профилактика тума йывăр, уншăн ĕç укçи сахал тÿлеççĕ, ветеринар паянхи пурнăçра илĕртÿллĕ специальноç мар», - теççĕ. Кадр ыйтăвĕ çивĕчленсех пырать пулин те коллектив хăйĕн умĕнчи тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлать.
«ВЫЛЬĂХА СИПЛЕМЕ, ПРОФИЛАКТИКА ТУМА ЙЫВĂР, УНШĂН ĔÇ УКÇИ САХАЛ ТŸЛЕÇÇĔ, ВЕТЕРИНАР ПАЯНХИ ПУРНĂÇРА ИЛĔРТŸЛЛĔ СПЕЦИАЛЬНОÇ МАР», - ТЕÇÇĔ. КАДР ЫЙТĂВĔ ÇИВĔЧЛЕНСЕХ ПЫРАТЬ ПУЛИН ТЕ КОЛЛЕКТИВ ХĂЙĔН УМĔНЧИ ТĔЛЛЕВСЕНЕ ĂНĂÇЛĂ ПУРНĂÇЛАТЬ |
---|
- Пирĕн çул çинче шăтăк-путăк нумай, - тет учреждени ертÿçи Рустем Велимухаметов. - Апла пулин те йывăрлăхсене пĕтеретпĕр. Патшалăх хушăвне пурнăçласа кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ерекен чиртен хÿтĕленес тĕллевпе 62645 мероприяти, çав шутра 21469 диагностика тĕпчевĕ ирттернĕ тата 41176 профилактика прививки тунă. Ку ĕçсене этеме те, чĕрчуна та ерекен 13 тĕрлĕ чиртен /вăл шутра урнинчен, туберкулезран, бруцеллезран, лептоспирозран, Çĕпĕр шыççинчен/ тата чĕрчунсен 27 тĕрлĕ инфекцийĕнчен /мăйракаллă шултра выльăх лейкозĕнчен, лаша сапĕнчен, сысна мурĕнчен, Ньюкасл амакĕнчен, кайăк-кĕшĕк грипĕнчен, ытти чиртен/ пурнăçланă. Тепĕр чухне пирĕн ветпунктсемпе уйрăмсене çынсем ал-урана тĕрлĕ чĕрчун çыртса сусăрлатсан пыраççĕ. Чи малтанах пирĕн специалистсем: «Этеме суранланă кушак, тилĕ е йытă урман-ши?» - тесе ветстанцие илсе килеççĕ. Читлĕхре темиçе кун тытса сăнатпăр, вăл сыввине е чирлине хăйне еплерех тытнине пăхсах палăртма тăрăшатпăр. Пирĕн пата чĕрчунсен виллине илсе килсен республикăн ветлабораторине çийĕнчех ăсататпăр.
Ветспециалистсем ерекен чир-чĕр инфекцине, вĕсем санитари-ветеринари ыйтнине еплерех тивĕçтернине палăртас тĕллевпе чĕрчунсене хупса усракан 77 вырăнпа килти хуçалăха тишкернĕ.
Районта уртаракан чир ан сарăлтăр тесе кушаксене, йытăсене, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе, лашасене çулран-çул нумайрах вакцинацилеççĕ.
Çавăн пекех учреждени тивĕçĕсен шутĕнче - выльăхпа ÿсентăранран туса илекен апат-çимĕçе ветеринари-санитари экспертизи витĕр кăларасси, патшалăх ветсăнавĕ тĕрĕслекен продукцие ял тăрăхĕнчен, районтан турттарса кайнă чухне ветеринари докуменчĕсем çырса парасси, дезинфекци, дезинсекци, дератизаци, ытти ĕç тăвасси. Ветеринарсем çак ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ учрежденин чылай специалистне августăн 31-мĕшĕнче паллă тунă Ветеринари ĕçченĕн кунĕ ячĕпе наградăсем парса хавхалантарнă. Чĕчкен уйрăмĕн фельдшерĕ Найлэ Тухветуллина - ЧР Ялхуçалăх министерствин, учрежденин ветеринари-санитари экспертизин лабораторийĕн заведующийĕ Минзелия Хамбикова тата Чĕчкен уйрăмĕн заведующийĕ Рамиль Зейдуллин - ЧР Ветеринарин патшалăх службин Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Служба ертÿçи Йăлмахва уйрăмĕн фельдшерне Светлана Ефремовăна, станци водителĕсене Владимир Хораськинпа Владимир Ефремова Тав хучĕ пачĕ. Александровка уйрăмĕн ветсанитарне Юрий Красновпа учреждени хуралçине Минзает Фарахиева район администрацийĕн Хисеп хучĕпе наградăланă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Комментари хушас