Выльăх йышĕ çаплах чакать

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлассипе ĕçлекен Канашăн ларăвĕ иртрĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас, строительство министрĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Герасимов халăха йÿнĕ те хăтлă хваттерпе тивĕçтерес ыйтусемпе, сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Татьяна Богданова «Сывлăх», вĕренÿ министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов «Вĕренÿ» наци проекчĕсене епле пурнăçлани çинчен каларĕç.

2013 çулхи 10 уйăхра республикăра аш-какай туса илесси пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 5,4% чакнă, сĕт - 8,2%. Çакă аш-какай енĕпе - 8 район, сĕтпе 14 район начар ĕçленипе çыхăннă. Тĕслĕхрен, Çĕмĕрлесем - 31,3%, Сĕнтĕрвăррисем 41,7% сахалрах аш туса илнĕ. Куславккасемпе Вăрмарсем сĕт планне 51,1% тултарнă.

Кашни 100 ĕнерен пăру илессипе те кăтарту савăнтармасть - вăтамран 68 пуç. Вăрмар районĕнчи ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсем кашни 100 ĕне пуçне 47 пăру çеç илнĕ, Куславккасен тата та сахал - 36.

Выльăх-чĕрлĕх йышĕ кăçал татах чакнă. 15 районта - республикăри вăтам кăтартуран та пĕчĕкрех.

Михаил Игнатьев япăх ĕçлекен районсен администраци пуçлăхĕсенчен юлса пынин сăлтавне уçăмлатма, çитменлĕхсене хăçан пĕтерме пултарассине палăртма ыйтрĕ.

Халăха хăтлă та йÿнĕ хваттерпе тивĕçтерес енĕпе Чăваш Енĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ лайăх: кашни çын пуçне тивекен пурăнмалли тăваткал метрсем тăрăх шутласан эпир çĕр-шыври 83 регион хушшинче малти вунă вырăнтан пĕрне йышăнатпăр. «2013 çулта республикăра çурт-йĕр тăвассипе плана тултаратпăрах, анчах хăш-пĕр район палăртнинчен юлса пырать. 2014 çула йĕркеллĕ кĕресчĕ, çав тĕллевпе мерăсем йышăнăр», - терĕ Михаил Игнатьев район администрацийĕсен пуçлăхĕсене.

Демографи лару-тăрăвĕ республикăра çав-çавах çивĕч. Çуралакан ача йышĕ пĕлтĕрхинчен 0,7% чакнă, çав вăхăтрах çын 0,3% ытларах вилнĕ.

Республика Пуçлăхĕ Улатăрта ирттернĕ тĕл пулусене аса илчĕ. Чирлĕ пĕр хĕрарăм ансăр профильлĕ специалист патне тĕрĕс диагноз ларттармашкăн Шупашкара 12 хутчен кайса килнĕ, 12 пин тенкĕ тăкакланă.

«Мĕншĕн икĕ е виçĕ хут пулнипех специалист унăн кăмăлне тивĕçтермен?» - тĕлĕнчĕ Михаил Игнатьев. Эппин, сывлăх сыхлавĕнче лару-тăру йĕркеллех теме иртерех-ха.

Сергей Кудряшов шкул столовăйĕ пирки чарăнса тăчĕ. Хăш-пĕр районти шкулсенче ачасен 87% çеç вĕри апат çиет иккен, ытларах аслă классенче вĕренекенсем столовăя çÿремеççĕ. Ачасен сывлăхĕшĕн чи малтан ашшĕ-амăшĕн тăрăшмалла, апатшăн укçа-тенкĕ шеллемелле мар.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.