Выльăх - тупăш никĕсĕ

30 Пуш, 2017

Выльăх усраса пурнăç турăмăр теме пултараççĕ Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿелти Сапожниковсем. Ялта вĕсем пек йышлă ĕне усракан çук. Хальхи вăхăтра хушма хуçалăхра — 6 пуç. Пăрăвĕсем те çителĕклĕ. Вĕсене Раиса Витальевна пăхать. Мăшăрĕ Сергей Порфирьевич ĕнесемшĕн яваплă. Иккĕшĕ кулленхи тивĕçсене çапла уйăрнă.

Хĕрĕсем тĕп йăваран тухса кайнă ĕнтĕ, çемьеллĕ. Анчах пулăшмалла чух ашшĕ-амăшĕ патне инçетрен те çитеççĕ. Выльăх пурнăç тыткăчи пулнине ăнланаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ калашле, тăрăшсан пуйма та пулать. Кун пек чух, паллах, канăç çинчен манатăн. Ĕмĕрĕпех ялта пурăнакан çын тертленмесĕр тупăш илеймĕ.

Сапожниковсем те ĕççи тапхăрĕнче çур çĕр çитеспе кăна пушанаççĕ. Кĕркунне çĕрулми, выльăх кăшманĕ кăларнă чух 3-4 сехет кăна тĕлĕрсе илни те пулнă-тăр. "Çур ĕмĕре пурăнса çитетпĕр ĕнтĕ. Малашне выльăх шутне чакарма та тивĕ. Ачасем те нушаланса çитĕ тесе калаççĕ", — палăртать Раиса Витальевна. Хăнăхнă йăларан тÿрех уйрăлма çăмăлах мар пулĕ. 15 çул картиш тулли выльăх усраççĕ Сапожниковсем. Йыша 1-2 ĕнерен ÿстерсе пынă. Пĕрремĕш çул ăнман вĕсене, сĕт нумай антаракан ĕнесем лекмен. Пĕлекен çынран туянсан кăна ĕрчеме тытăннă.

Сапожниковсем сĕт укçиллĕ пулас тĕллевпе выльăха хĕлле пĕтĕçтерме тăрăшман. Ку ĕçе вăхăт çитнине кура туса пынă. Çавăнпа ĕнесенчен çулла пăрулакан та пур.

Вĕсене аппаратпа сăваççĕ, анчах пур чухне те мар. Сăмахран, пăруланă хыççăн кил хуçи хĕрарăмĕ выльăх çиллине пĕр уйăх алăпа туртать. Малтанхи вăхăтра пур ĕнене те çапла сунă. Анчах шкулта учительре ĕçлекенскере ĕлкĕрсе пыма йывăр.

Раиса Витальевна 30 çул ытла шкулта ачасене физкультурăпа вĕрентет. Тен, спортпа туслă пулни те хĕрарăма килти йывăрлăха чăтма пулăшать.

Хушма хуçалăхра техника пулмасан йышлă выльăх валли çителĕклĕ апат хатĕрлесе ĕлкĕреймĕн. Сапожниковсен ку тĕлĕшпе утă туса илмелли пĕтĕм хатĕр пур: çулаканни, тавăраканни, пуçтараканни, тĕркеме хываканни. Тырă вырма комбайна паллакан фермертан, Тутар Йăвашкелри Владимир Казаковран арендăна илет кил хуçи. Иккĕшĕ пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеççĕ. Сăмах май, ял çыннисене те пахча сухалама, çĕрулми лартма, курăк çулма, техникăпа ытти ĕçе пурнăçлама пулăшать вăл. "Килте ĕçлемелле чух та çынна кайса ырă тума ыйтатăп. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç вĕт. Кирлĕ чухне хамăрăн та вĕсен куçĕнчен пăхма тивет", — тет Раиса Витальевна. Хĕл умĕн икĕ пысăк путвал тымар çимĕçпе /кăшман, çĕрулми, кишĕр тата ытти те\ тулать.

Мăйракаллă шултра выльăха вырнаçтарасси чăрмавлă мар. Сапожниковсене нумайăшĕ пĕлет, туянакансем ăна киле пырсах илсе каяççĕ.

Унсăр пуçне чăх-чĕп, хур-кăвакал çитĕнтерме те вăхăт тупаççĕ вĕсем. "Сывлăх кăна пултăр", — тет Раиса Витальевна. Сĕнÿ-канашпа пулăшакан инкĕшĕ Клавдия Сапожникова килте выльăх усрани вăрăм укçа шыраса инçете тухса кайни мар тет. Унтан е тупăшпа таврăнăн, е пушă алăпа. Хушма хуçалăхра вара çын хăй пĕлнĕ пек ĕçлет, выльăх шанăç панине туять.

Ирина ПАВЛОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.