Выльăх-чĕрлĕхе – ешĕл апат

Çĕрĕпех çумăр лÿшкенĕрен çĕр типсе те ĕлкĕреймен-ха. Хĕвел ăшшипе пăсланса выртать вăл. Хăватлă техника вара ир-ирех уй-хирте, нумай çул ÿсекен курăк лаптăкĕнче.

- Юлашки вăхăтра чарăна пĕлмесĕр çумăр тăкать, - теççĕ Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхра. - Ĕç те вăраха кайрĕ.

Анлă лаптăк чаплă кавирпе витĕннĕ тейĕн, чечеке ларнă клевертан таврана ырă шăршă сарăлнă. 150 гектар йышăнать вăл. Курăк хытиччен хăвăртрах çулса пуçтарасшăн ĕçченсем.

- Çуркунне çанталăк сивĕ тăнипе клевер часах вăй илеймерĕ. Халĕ çумăрлă та ăшă çанталăкра хăвăрт хăпарса кайрĕ, анчах йĕркеллĕ ĕçлеме çук, çĕр путать, - пăшăрханать хуçалăхăн тĕп агрономĕ Петр Никитин.

Çапах ĕçченсем йывăрлăха пăхмасăр кăçал выльăх-чĕрлĕх валли апат ытлă-çитлĕ хатĕрлесшĕн.

- Хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксем 1500 гектар йышăнаççĕ. Хальхи вăхăтра 500 тонна ытла утă типĕтнĕ. Палăртнине ирттерсех пурнăçланă темелле. Сенаж-силос та 3500 тонна ытла хатĕр ĕнтĕ. Лапракасси фермине ешĕл апатпа туллин тивĕçтернĕ. Халĕ Хурамалтине хыватпăр, - каласа парать Петр Константинович. - Унсăр пуçне 160 гектар куккурус та аван çитĕнет. Унран 3 пин тоннăран кая мар сĕтеклĕ апат тухмаллах.

Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать. Мăйракаллă шултра выльăх кăна 700 пуç, çав шутра сăвăнаканни - 300. Апла паха апат та самай кирлĕ. Хĕлле кивçене чупаймăн.

Çăра та парка çитĕннĕ курăка «Полесье», «Дон» комбайнсем çулса вĕтетеççĕ, машина çине тиеççĕ. Александр Макаровпа Константин Алексеев механизаторсем хăватлă техникăпа нÿрĕ лаптăкра асăрханса ĕçлеççĕ - путса ларсан тухса та пĕтеймĕн çав. Акă, «Дон» комбайн пĕр рет тухнă хыççăн лапам вырăна çулмасăрах пăрахса хăварчĕ. Техника чупса хытарнă çул çине тухма васкарĕ темелле.

- Путать пулас, çулаймасть. Кăнтăр тĕлнелле типсе çитĕ-ши? - ăнлантарчĕ агроном. - Çумăрĕ те кирлĕ-ха, анчах пылчăка пула ешĕл апат самай юрăхсăра тухать.

Хуçалăх сенаж-силос хранилищисене бетон сарса хытарманран симĕс курăк пылчăкпа вараланнине пăшăрханса пĕлтерчĕ вăл. Тăрăшса ĕçлени харама кайнăнах туйăнать капла. Апат пахалăхĕ те чакать. Ăна кура вара - сăвăмĕ. «Икĕ пин тонна хывмалли хранилищĕне бетон сараççĕ-ха. Апла унта йĕркеллех пулĕ», - каласа парать ÿсен-тăран специалисчĕ.

Комбайн чарăнмасăрах типĕрех вырăнта çулма пикенчĕ. Çакна сăнаса тăракан водительсем машинисене хускатрĕç. Кузов вĕтетнĕ ешĕл çимĕçпе хăвăрт тулать. Алексей Фадеев, Сергей Смирнов, Михаил Иванов, Михаил Смирнов тата ытти водительсем ака-сухаран пуçласа вырма пĕтичченех уйран кĕме пĕлмеççĕ.

- Лаптăка пушататăн кăна, каю çĕкленет. Ăна та вăхăтра çулса илмелле. Вырмана тухасси те нумай юлмарĕ, - терĕ водительсенчен чи асли Михаил Иванов.

Хуçалăхра 45 çул вăй хурать вăл. Куллен руль умĕнче. Тивĕçлĕ канăва тухсан та хăнăхнă ĕçĕнчен уйрăлма васкамасть-ха. Ывăлĕ Александр та кунтах тăрăшать. «Тăван ялтах çурт-йĕр çавăрчĕ, çемьеленчĕ. Халĕ КАМАЗ-па ĕçлет, - савăнса пĕлтерчĕ ĕç ветеранĕ. - Шалу вăхăтра параççĕ. Мĕншăн аякра ĕç шыраса çÿремелле?»

«Ленинская искра» хуçалăхра ĕçченсене уй-хире тухса кунне икĕ хут апат çитерессине йĕркеленĕ. «Йÿнĕ, тутлă. Выçă хырăмпа камăн ĕçлес килтĕр?» - терĕç водительсем.

Тулли машинăсем пĕрин хыççăн тепри ферма еннелле çул тытрĕç. Вĕсем вырăнне теприсем çитсе чарăнчĕç, комбайн патне черете тăчĕç.

- Сенаж пĕтеричченех вырмана тухма тивĕ. Тырă пиçсе çитнĕпе пĕрех, - сарă тинĕс пек хумханса ларакан юнашарти лаптăка сăнаса пăхрĕ агроном. - Тепĕр икĕ эрнерен комбайнсене кăлармаллах.

Техника вырмана тухма хатĕр. Пурĕ пилĕк уй-хир карапĕ «ишеве» тухмалла. Вырмалли лаптăксем пĕр пин гектар ытла. Чи малтан вара «Московский-39» кĕрхи тулла пуçтарса кĕртмелле. Тулли пучахĕсем пуçĕсене уснă.

- Вырмана яланах районта чи малтан вĕçлекенччĕ-ха. Çулсерен ытти хуçалăхсене те пулăшнă. Кăçал та кая юласшăн мар, - терĕç ĕçченсем.

Лариса НИКИТИНА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Лариса Никитина

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.