Вячеслав БОРИСОВ: Пирĕн тивĕç – таса конкуренцие хÿтĕлесси

11 Чÿк, 2016

Совет саманинче экономика планпа килĕшÿллĕн аталаннă. Мĕнле тавар тата мĕн чухлĕ туса кăлармалла, мĕн хакпа сутмалла, хăш лавккана ăсатмалла — йăлтах патшалăх планĕ татса панă. Çавна май çав çулсенче пĕр-пĕриншĕн конкурент пулса тăракан производство кирлĕ пулман. Иртнĕ ĕмĕрĕн

90-мĕш çулĕсенче Раççей рынок экономики çине куçрĕ. «Рынок алли хаксене хăех йĕркелет», — тенĕ Шотланди экономисчĕ Адам Смит. Анчах чăн пурнăçра яланах апла пулса пымасть. Кирек хăш коммерци тытăмĕ те ытларах тупăш илессишĕн тăрăшать. Пĕрисем паха тавар кăларса пысăк укçа ĕçлесе илме ăнтăлаççĕ. Теприсем вара монополист пулса тăраççĕ, ыттисене хăйсен ирĕкне пăхăнтарма, хăйсен хакне сĕнме пуçлаççĕ. Çакăн йышшисен «хапсăнăвне» пусарас тĕллевпе 26 çул каялла çĕршыв ертÿлĕхĕ ятарлă орган — Монополипе кĕрешекен политика тата çĕнĕ тытăмсене пулăшакан патшалăх комитетне — туса хунă. Регионсенче комитет ĕç-хĕлне туса пыма территори органĕсене йĕркеленĕ. Малтанхи вăхăтра пур субъектра та пулман-ха вĕсем. Пирĕн республикăра вара ку тытăм пирвайхисен шутĕнче никĕсленнĕ. Раççей Федерацийĕн Монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленине 1991 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче уçмалла тесе йышăннă. 25 çул Конкуренци хуралĕнче тăракан орган ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнĕвĕсемпе йывăрлăхĕсем çинчен управлени ертÿçипе Вячеслав Борисовпа калаçрăмăр.

— Вячеслав Аркадьевич, ман шутпа, хаçат вулаканĕсем Монополипе кĕрешекен служба ĕçченĕсемпе час-часах тĕл пулмаççĕ. Çавăнпа управлени тивĕçĕсемпе тĕллевĕсем çинчен тĕплĕнрех каласа парсан аванччĕ.

— Малтанхи çулсенче пирĕн службăшăн «Конкуренцие хÿтĕлесси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн хăй тĕллĕн пулса пыракан монополисем хак тăвассипе çыхăннă ĕç-хĕлне сăнаса тăрасси тĕп тивĕç шутланнă. Хальхи вăхăтра ФАС /Федерацин монополипе кĕрешекен служби/ полномочийĕсен шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ. 2006 çулта патшалăх тата муниципалитет органĕсем вăл е ку япалана сутăн илнине тĕрĕслеме пуçларăмăр. Каярахпа «Суту-илÿ ĕç-хĕлне патшалăх йĕркелесе тăрасси çинчен» саккун пирĕн полномочи шутне кĕчĕ. 2012 çулта уйрăм юридици сăпачĕсем /унитари, автономи учрежденийĕсем, патшалăх компанийĕсемпе корпорацийĕсем/ япала туяннине сăнама тытăнтăмăр. Пĕлтĕр патшалăх оборона саккасĕсене тĕрĕслессине тата федераци шайĕнче Тариф службин полномочийĕсене ФАСа пачĕç. Ĕç калăпăшĕ управленире тăрăшакан 21 çыншăн пĕчĕк мар.

— Çулталăк пуçламăшĕнче «Тăваттăмĕш антимонополи пакечĕ» вăя кĕчĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх — вăл служба ĕç-хĕлне хăшпĕр улшăну кĕртрĕ, яваплăх мерисене «çемçетрĕ»…

— Вунă çулта тăватă пакет йышăнчĕç. Кашниех вĕсем çĕршыври антимонополи ĕç-хĕлне вăл е ку майлă улăштарчĕç. «Пĕрремĕш пакет» штрафсем кĕртрĕ. «Иккĕмĕш пакетпа» килĕшÿллĕн чиновниксен капиталлă строительство об±екчĕсене конкурс ирттермесĕр тара е урăх тĕллевпе усă курмашкăн пама ирĕк çук. «Виççĕмĕш пакет» договор тума килĕшмен е усăсăр договор тума хистекен монополисене асăрхаттару памалли полномочипе тивĕçтерчĕ. Саккуна пăснине курсан асăрхаттаратпăр, йăнăша тÿрлетеççĕ, çапла майпа çăхавсенче палăртнă ыйтусене кĕске вăхăтра татса паратпăр. 2012 çултанпа пыракан çак практика асăрхаттару институчĕ пур еншĕн те ăнăçлă пулнине кăтартрĕ. Çакна тĕпе хурса саккун кăларакансем «Тăваттăмĕш пакет» йышăнчĕç, вăл антимонополи саккунĕн чылай статйи тĕлĕшпе асăрхаттару парас йĕркене çирĕплетет. Каласа хăварам: ку пакет пĕр йышши предприятисене пĕрлештерсе тунă монополиллĕ союзсем йĕркелекен пысăк хаксем тата ăс-хакăл харпăрлăхĕнчи таса мар конкуренцие пырса тивмест.

«Тăваттăмĕш пакет» ăнăçлăхне пирĕн ĕç кăтартăвĕсем те лайăх çирĕплетеççĕ. Акă пĕлтĕрхи тăхăр уйăхра конкуренци йĕркине пăснăшăн влаç органĕсем тĕлĕшпе 39 ĕç пуçарнă, вĕсенчен 38-шĕ саккуна пăснине çирĕплетнĕ. Кăçалхи çак тапхăрта 57 ĕç асăрхаттару панипе тата ăна пурнăçа кĕртнипе вĕçленнĕ.

«Тăваттăмĕш пакет» çавăн пекех тавар рынокĕнчи монополистсен реестрне туса пырассине пăрахăçларĕ. Паян эпир çакăн йышши хуçалăх суб±екчĕсене тупса палăртас тĕллевпе анализ тумастпăр. Çавăн пекех çак саккунпа килĕшÿллĕн монополистсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăлсăр уйрăм çынсен çăхавĕсене ÿлĕмрен эпир пăхса тухмастпăр. Ку полномочисене Роспотребнадзора панă.

— «Антикризис пакечĕн» хăйнеевĕрлĕхĕ вара мĕнре?

— Ку саккуна РФ Патшалăх Думи кăçал виçĕ çуллăха йышăнчĕ. Унпа килĕшÿллĕн 400 миллион тенкĕрен сахалрах тупăш илекен пĕчĕк предпринимательлĕх суб±екчĕсене, вĕсем монополиллĕ вырăн йышăнаççĕ пулин те, ФАС тĕрĕслесе явап тыттарма пултараймасть. Анчах хăй тĕллĕн пулса пыракан монополи предприятийĕсем, юридици сăпачĕсем никĕсленĕ организацисем ку саккун хÿттине лекмеççĕ.

Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодекспа килĕшÿллĕн антимонополи органĕсен кăна мар, тĕрĕслекен ытти тытăмăн та пĕчĕк бизнес суб±екчĕсене саккуна пĕрремĕш хут пăснăшăн штраф вырăнне асăрхаттару памалла. Çулталăк хушшинче çак субъект тепĕр хутчен йăнăшсан вара административлă майпа айăпламалла.

— Капла ФАС явап тыттаракан органтан вашават тытăма çаврăнса пырать мар-и?

— Тĕрĕслекен органсен мĕнпур нормине пĕлсе тăрас тесен штатра пысăк квалификациллĕ юрист кирлĕ. Анчах бизнес пуçлаканăн ун валли ăçтан укçа пултăр? Саккунсене пĕлменрен е çĕнĕ çын ĕç йĕркине хăнăхса çитейменрен, е тата яваплăха туйманран — ятарласа мар — йăнăш тăвасси пулать. Контрольлекен органсем вара вĕсене асăрхаттарса йăнăша хăйсене тÿрлетме май параççĕ. Паян, чăнах та, пĕчĕк бизнес ĕç-хĕлне сăнаса-йĕркелесе тăнинче айăплав тĕп вырăн йышăнмасть. Ытларах, тен, вĕрентсе, кăтартса пырать. Çавна май асăрхаттару институчĕ пуриншĕн те — пирĕншĕн те, конкуренци прависене пăснă монополистсемшĕн те, влаç представителĕсемшĕн те — усăллă тата меллĕ.

— ФАС пăхса тухма тивĕç ĕçсене вăхăт тĕлĕшĕнчен чикĕленĕ-и?

— Швецири пĕр ĕçтеш каласа кăтартнăччĕ. Вăл икĕ хулана ăшăпа тивĕçтерекен котельнăй, хаксене сăлтавсăр виçĕ çул ÿстернĕскер, тĕлĕшпе пуçарнă ĕçе тĕрĕсленĕ, тĕрлĕ экспертиза ирттернĕ. Анчах пилĕк çул иртсен те вăл монополист полномочисемпе киревсĕр тĕллевпе усă курни пирки иккĕленсе ĕç вĕçне «пăнчă» лартайманччĕ. Паллах, пирĕн пĕр ĕç валли ун чухлĕ вăхăт çук, антимонополи тĕрĕслевĕсем ирттерсе йышăну çирĕплетме тăхăр уйăх уйăрнă. Пирĕн йышăнупа килĕшмесен енсем суда параççĕ. Çапла тата çур çул, çулталăк иртет. Суд йышăнăвĕсĕр вара пирĕнтен пулăшу ыйтнă çын прависене тÿрре кăларма пултараймастпăр. Ансатраххисене 1-3 уйăхра пăхса тухма пулать.

— Юлашки çулсенчи уйрăмах кăткăс ĕçсен шутĕнче хăшне асăнма пултаратăр?

— «Росгосстрах» страхлакан компанипе предпринимательсен хушшинчи тĕрĕслев питĕ кăткăс пулчĕ. Вĕсем тĕлĕшпе ĕç пуçаричченех нумай вăй хума тиврĕ. Транспорт хатĕрĕсен диагностикине тăвакан предпринимательсем пирĕн пата ыйтупа тухрĕç: «Росгосстрах» диагностика карттисене йышăнмасть иккен. Вĕсен хăйсен шаннă çыннисем пур, ОСАГО тума пынă водительсене çавсем патне кăна яраççĕ. Чи хăрушши акă тата мĕн: страхлакан агент хăех пичет лартса алă пуснă диагностика карттине те, полис та парать. Çакна эпир «Росгосстрахăн» пĕр районти офисĕнче тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Çапла майпа компани конкуренцие сирет, ыттисене страховани рынокне çул памасть. Капла майпа ĕçлесе вĕсем антимонополи саккунне çеç мар, страховани йĕркине, çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене те пăсаççĕ. Саккуна хирĕçле ĕç-хĕле пăрахăçлама хушса предписани хăвартăмăр. Анчах оппонентсем пирĕн йышăнупа килĕшмесĕр суда пачĕç. Иккĕмĕш инстанцири суд пирĕн майлă пулчĕ.

— «Росгосстрах» компанин тепĕр ĕç-хĕлĕ — ОСАГО тума пынă водительсене пурнăçне, пурлăхне тата ыттине те вăйпа тенĕ пек страхлаттарни — саккунпа килĕшсе тăрать-и тата?

— Компани кунашкал мелпе çĕршывĕпех ĕçленĕ. Мускавра тата темиçе регионта çеç конкуренци пысăкран ку ĕç-хĕле тума пултарайман. Чăваш Енри монополипе кĕрешекен управлени территори органĕсен хушшинче чи малтисен шутĕнче 2014 çул вĕçĕнче тĕрĕслев пуçарнăччĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн ОСАГО полисне илме килнĕ çынсене компанин ирĕксĕр хушма страховани тутарма юрамасть. Ку ĕç-хĕле пăрахăçлама хушрăмăр. Кунпа килĕшмесĕр вĕсем суда тавăç тăратрĕç. Малтанхи икĕ инстанцири суд пирĕн йышăнупа туллин килĕшрĕ. Чулхулари кассаци сучĕ вара предписанин пĕр пайне — пурне те хушма страхованишĕн тÿленĕ укçана тавăрса парассине — пăрахăçларĕ. Кассаци 200 çынна /ФАСа çăхав çырнисене/ çеç укçана тавăрса пама йышăнчĕ, ыттисен çав укçана илессишĕн хăйсен тĕллĕн суда каймалла. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх — чылайăшĕ пирĕн йышăнăва тĕпе хурса судлашма пуçланă. Тата çакна каласа хăварас килет: ФАС, Раççей Тĕп банкĕ тата Раççейри автостраховщиксен союзĕ ятарлă схема шухăшласа кăларнă. Вунă кун иртиччен хушма страховкăна пăрахăçлаттарма май пур. Страхлакан компание кун çинчен пĕлтерсе тата укçана вăл е ку счет çине куçарма ыйтса заявлени çырмалла.

— Паян республикăра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсен хакĕсем тивĕçлĕ шайра-и?

— Ку тытăмри хаксене патшалăх йĕркелесе тăрать. Чи пысăк хака Федерацин антимонополи служби палăртать. Чăн хака вара республикăри Тариф служби çирĕплетет. Хаксене сăлтавсăр ÿстерсе ярасран патшалăх чарса тăрать. Çапах та ку енĕпе пирĕн служба куракан çивĕч самантсем те пур-ха. Паян тариф политикинче хаксем тумалли йĕрке вăйсăртарах, вăл «тăкак хушас…» /компанин мĕнпур тăкакне шута илнĕ хыççăн ун çумне тупăш нормине хушаççĕ/ мелпе пулса пырать. Çавна май монополистсем хăйсен тăкакĕсене сăлтавсăр ÿстерме тăрăшаççĕ. Тăкак пысăкрах тăк — тупăшĕ те пысăкрах. ФАС тариф йĕркелемелли урăх меслет çине куçма сĕнет.

Инфляцие ÿстерекенсем камсем тетĕр? Монополистсем. Вĕсем çулсерен тарифсем урлă инфляци шайне хăпартаççĕ. Çавна май чи малтан монополистсен тарифĕсене пĕчĕклетмелле. ФАСăн «инфляци кăларас…» концепцине Экономика аталанăвĕн министерстви те ырласа йышăнчĕ. Пĕлтĕртенпе тĕп монополистсен /Раççей чукун çулĕсем, ыттисем/ тарифĕсене çак йĕркепе çирĕплетеççĕ.

— Служба тивĕçĕсене пурнăçланă май мĕнле йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ?

— Çивĕч ыйту яланах пур, анчах вĕсене кирек хăçан та татса пама пулать. Влаç органĕсен представителĕсем пирĕн ĕç-хĕле ăнланман тапхăр та пулнă. «Мĕн тăватăр эсир? Пире ĕçлеме чăрмантаратăр!» — тетчĕç. «Пирĕн тивĕç — таса конкуренцие хÿтĕлесси. Чăрмантармастпăр, Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн тĕрĕс ĕçлемеллине çеç кăтартатпăр», — малтанхи вăхăтра час-часах çапла калама тиветчĕ. Каярахпа пĕр-пĕрне ăнланма пуçласан республика тата муниципалитет влаçĕсемпе ĕçлеме самаях çăмăлланчĕ.

Хăй тĕллĕн пулса пыракан монополисемпе вара нихăçан та ансат мар. Тĕслĕхрен, конкуренци тăвас тĕллевпе пĕр çурт патне икĕ пăрăх хураймастăн-çке. Икĕ котельнăй пĕр çурта ăшă парса тăраймасть-çке. Кунашкал монополистсем пысăк квалификациллĕ юристсен ушкăнне тытса тăма та хăват çитереççĕ. Уйрăмах тин бизнес пуçлакан предпринимательсене, саккун йĕркине тĕплĕ пĕлменрен, кунашкал монополистсемпе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме йывăр. Час-часах монополистсем кун йышшисене тĕрлĕ сăлтав тупса электричество линийĕсене, ăшă, шыв пăрăхĕсене çыхăнтарма чарса тăраççĕ е вĕсене тухăçсăр килĕшÿсем тутарттараççĕ. Предприниматель хăй йăнăш тунине ăнланса илсен ФАСран пулăшу ыйтать. Ăна хÿтĕлесси, паллах, пирĕн тивĕç. Анчах чылай чухне судра вĕсене пулăшма питĕ йывăр. Мĕншĕн тесен предприниматель килĕшĕве хăй ирĕкĕпе алă пуснă, ăна никам та хистемен, аллине пăрман. Суд çакна тĕпе хурать те… Çавăнпа, манăн шухăшпа, патшалăх шучĕпе предпринимательсене бизнес пуçлама, ăна йĕркелесе пыма вĕрентекен тытăм кирлĕ. Хăшпĕр регионта кунашкал шкулсем ĕçлеççĕ.

— Вячеслав Аркадьевич, управлени мĕнле çитĕнÿсемпе мăнаçланма пултарать?

— Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленийĕ Хисеп грамотине тăватă хутчен тивĕçрĕ. Федераци служби ăна ĕç кăтартăвĕсемпе территори органĕсен хушшинче пĕрремĕш вунă вырăна йышăннăшăн парать. Çĕршыври 84 территори органĕ йышĕнче эпир темиçе çул лайăххисен шутĕнче. Çакăнпа пирĕн управлени чăннипех мăнаçланма пултарать.

— Сирĕн ĕç малашне те ăнăçлă пултăр!

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.