«Вуннă курнă, вунпĕрмĕш хут курма та хирĕç мар...»

19 Чÿк, 2014

Янкăлч шкулĕн музейĕ Раççей конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă.      Канаш районĕнчи Янкăлчри шкул ку тăрăхри пĕлÿ çурчĕсемпе танлаштарсан хăйне евĕрлĕхĕпе, вĕренÿ тытăмĕнче çĕнĕлĕхсемпе усă курнипе уйрăлса тăрать. Паян кунта 91 ача пĕлÿ илет. Кашни кунах шăнкăрав сасси 6 ял шăпăрланне пĕлÿ тĕнчине йыхăрать.

Шкул директорĕ Светлана Васильева пĕлтернĕ тăрăх - кунта кадет класĕ пур. Асăннă юхăм 2007 çултах йăл илнĕ. 16 арçын ачапа хĕрача пĕлÿ илнĕ унта. «Вĕсем вĕренсе тухнă ĕнтĕ. Питĕ маттур та пултаруллă пулчĕç хайхисем. 12-шĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕччĕ. 5-шĕ шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухрĕ. Тĕрлĕ конкурс-ăмăртура вĕсем пурĕ 266 грамота çĕнсе илнĕччĕ. Темĕн чухлĕ кубока тивĕçнĕччĕ. Республикăра çулсерен иртекен «Орленокпа» «Зарница» вăййисенче 4 çул çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышĕнче пулчĕç. Манăн шухăшăмпа, кадет класĕн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вăл ачасене аталантарма, вĕсен тавра курăмне ÿстерме пулăшать. Вĕсенчен пурте çар çынни пулмасан та ятарлă тумпа /икĕ тĕрлĕ вăл/ çÿрени дисциплинăллă пулма хăнăхтарать. Тем тесен те форма йĕркене пăхăнма, çирĕп кăмăллă пулма хистет. Дисциплина вара учителе те кирлĕ. Паян кадет класне 16 ача çÿрет. Вĕсем те сĕре маттур, малтанхисенчен пĕрре те кая юлмаççĕ. Кăçал «Сыны Отечества» ăмăртура 2 кубок çĕнсе илчĕç. Унта пурĕ 18 команда хутшăннăччĕ. Икĕ конкурсра 1-мĕш вырăна тухрĕç, «Чи лайăх команда» ята тивĕçрĕç. Унсăр пуçне вĕсем республикăра йĕркелекен тем тĕрлĕ тупăшу-ăмăртăва та, предмет олимпиадисене питĕ хастар хутшăнаççĕ, тăтăшах призерсен йышне кĕреççĕ»,- хăпартланăвне пытармарĕ Светлана Станиславовна.

Кадет класне физкультура предметне вĕрентекен Николай Егоровăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Директор каланă тăрăх кадет пулма çăмăл мар. Вунтăватă сехетчен вĕсем тĕп программăпа вĕренеççĕ. Ун хыççăн вара стройпа утма хăнăхаççĕ, вăй-хала çирĕплетеççĕ, риторика тата ытти предмета ăса хываççĕ, хăйсен культура шайне ÿстереççĕ. Вунçичĕ сехетре кăна пушанаççĕ вĕсем. Çав вăхăтрах пултаруллă та ăста ачасем шкулта иртекен нумай-нумай мероприятие хутшăнаççĕ. Кадет класĕнчен вĕренсе тухнисем вара çар çынни кăна пулмаççĕ, тĕрлĕ профессие суйлаççĕ.

Янкăлч шкулĕн вĕренекенĕсен пĕлÿ шайне аталантармалли тепĕр çăлкуç - музей. Ахальтен мар эпир ăна аваллăх управçи тетпĕр. Аваллăхсăр малашлăх çук. Çамрăк ăрун тăван халăх, ял историне, унăн пултаруллă çыннисене, наци йăли-йĕркине пĕлмеллех.

«Çар тата ĕç мухтавĕн музейĕн историйĕ вара акă еплерех пуçланчĕ. 2006 çулта Янкăлч ялĕнчен тухнă Николай Гаврилов генерал шкула вертолет парнелерĕ. Пирĕн патăмара вара пĕрмаях хăнасем килме пуçларĕç. Вĕсем вертолет курнипех çырлахасшăн марччĕ. «Сирĕн кунта вертолет та пур ĕнтĕ», - тетчĕç хайхисем. Аваллăх управçи кирлех тесе тĕв турăмăр. Хамăрăн шухăш-кăмăла Николай Федоровича та систертĕмĕр. Вăл пирĕн сĕнĕве хапăлласа йышăнчĕ. Хĕвеллĕ пĕр кун унăн юлташĕсем пирĕн шкула хутаçпах нухрат илсе килсе пачĕç. 365 пин тенкĕ вăл вăхăтшăн пысăк укçаччĕ. Вара эпир биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен Калисия Иванова йĕркелесе пынипе кĕске вăхăтрах музее хăтларăмăр. Пирĕн ялта Леонид Якубович шоумен 5-6 хутчен те пулнă. Пурнăçра вăл сенкер экран çинчипе танлаштарсан пачах урăх çын. Лăпкă, сăпайлă. «Иртĕр, иртĕр, пирĕн кунта музей та пур»,- тетпĕр пĕррехинче ăна. «Эпĕ музейре пулнă-çке, авă тăратăп!» - тĕллерĕ вăл аваллăх управçинче вырăн тупнă пĕр сăнÿкерчĕке», - каласа парать Светлана Васильева.

Музее уçнă чухне яла генералсем питĕ нумайăн килнĕ-мĕн. Кĕçех Янкăлча таврари ялсенчен кăна мар, кÿршĕ районсенчен те, хуласенчен те килсе курма тытăннă. Паян та килекен йышлă. Вĕсем вара хăнасене тарават. Музейра вара, чăн та, питĕ хăтлă та, илемлĕ те. Пĕрремĕш стенд çинче ку ялтан тухнă, ăслăлăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿ тунă çынсемпе паллашма пулать. Юнашарти стенд вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене аса илме хистет. Кунтах ку шкулта пĕлÿ илнĕ генералсем çинчен те каласа панă. Акă тата ШĔМ ĕçченĕсем, пултаруллă офицерсем. Тăван шкула пулăшакан пысăк чĕреллĕ çынсен сăнĕсем те пуянлатаççĕ музее. Çав вăхăтрах кунта космоспа çыхăннă кĕтес те пур. Унта космоса парăнтарнă маттур арсемпе харсăр пикесен сăнÿкерчĕкĕсен стенчĕ те пур. Кунтах - ку тăрăхран тухнă çар çыннисепе паллашма пулать. Тĕрлĕ отрасльте ĕçлесе сумлă ята тивĕçнĕ маттур çынсем те вырăн тупнă аваллăх управçинче. Тĕрĕссипе, музей пулмасан вĕсене кам пухса, йĕркелесе пырĕ? Çамрăксемшĕн те, килес ăрусемшĕн те паха ку. Хастар та, пуçаруллă ĕçĕпе орден-медальсене тивĕçнисемпе паллашма та питĕ интереслĕ. Аваллăх управçинче куравсем йĕркелесси те йăлана кĕнĕ. Вĕсем улшăнсах тăраççĕ. Нумаях пулмасть акă чăваш наци пукане выставки куракана савăнтарнă. Унта Валентина Ананьева алăсти 30 ытла пукане тăратнă. Вĕсене вăл чăваш кĕписем çĕлесе тăхăнтартнă, наци капăрчăкĕсемпе пуянлатнă. Музей экспоначĕсем кунпа кăна вĕçленмеççĕ-ха. Чи курăмлă вырăнта - вертолетсен макечĕсем, кадетсем тĕрлĕ конкурсра çĕнсе илнĕ карапсен кăшкарĕсем, Янкăлч шкулĕнчен вĕренсе тухнисен парнисем - картинăсем. «Паян эсĕ - çăлтăрчăк, ыран вара «çăлтăр» стенд та питĕ кăсăклă. Кадетсен пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе туллин паллаштарать вăл. «2010 çулта эпир республикăра музейсен хушшинче ирттерекен конкурса хутшăнса 1-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Раççей конкурсĕнче «вăй виçме» тивĕçрĕмĕр. Мĕн тетĕр? Унта та малти вырăна тухрăмăр. Ун чухне кадетсене 10 пин тенкĕ преми пачĕç. «Ку музей ачасене патриот воспитанийĕ пама питĕ пулăшать!» - теççĕ курма килекенсем. Ял халăхĕ ашшĕ-амăш пухăвне килсен аваллăх управçине кĕмесĕр нихăçан та каймасть. 10 курнă-ха ăна вĕсем, 11-мĕш хут та савăнсах паллашаççĕ», - хĕпĕртесе пĕлтерет Светлана Станиславовна. Ку çеç-и? Ял çыннисем орден-медалĕсене те, ытти наградăна та упрама музее параççĕ. Калас тенине вĕçличчен шкул вулавăшĕ пирки те пĕлтерем. Альбина Силодорова ертсе пынипе кĕнеке тĕнчи те «кăчăк туртать» вĕренекенсене. Кунта паян 2500 учебникпа 14000 илемлĕ литература упранать. Юлашки 2-3 çул хушшинче «чун çимĕçĕсене» чылай улăштарнă. Çĕнĕрен тухнă чăваш кĕнекисемпе те пуянланнă вăл. Янкăлч ачисем Интернета кăна шанмаççĕ, вулавăша та кăмăлласах çÿреççĕ. Кĕнекере вулани ытларах асра юлнине аванах чухлаççĕ вĕсем.

Роза Власова.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: