Вунă çулта – 120 ÿнерçĕ

16 Авăн, 2016

Шăпах çакăн чухлĕ художник хутшăннă Алексей Кокель ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери пленэра вунă çул хушшинче. Алексей Кокель /1880-1956/, Патăрьел районĕнчи Турханта кун çути курнăскер, чăваш профессионал ÿнер искусствин, çавăн пекех Украина станок живопиçĕн йĕркелÿçисенчен пĕри.

Асăннă проект пултаруллă художникăн ятне çĕнĕрен чĕртсе тăратма пулăшрĕ. Унăн пуçаруçи тата координаторĕ — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, культурологи докторĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Владимир Васильев. Çак ĕçре ăна ЧР Культура министерстви, Патăрьел районĕн администрацийĕ, Турхан ял тăрăхĕ тата вырăнти «Хастар» ЯХПК пулăшса пыраççĕ. Юлашки çулсенче пленэр ĕçне ЧР Художниксен союзĕ те хастар хутшăнма пуçларĕ.

2007 çултанпа çулленех иртекен мероприятие Раççей тата Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕнчи çак художниксем хăйсен витĕмне кÿнĕ: Раççей халăх художникĕ, Раççей ÿнер академийĕн чăн членĕ Ревель Федоров, Раççей тава тивĕçлĕ, Раççей ÿнер академийĕн чăн членĕ Анатолий Рыбкин, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Зуфар Гимаев /Хусан/, Украина халăх художникĕ Виктор Ковтун, Украина тава тивĕçлĕ художникĕ Александр Чередниченко, Украина искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Николай Титов, Чăваш халăх художникĕ Константин Долгашев, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕсем Николай Андреев, Викентий Лукиянов, Александр Федоров, Беларуç ÿнерçи Владимир Чернышев, ыттисем те. Çак ăстасен асамлă аллипе пурнăçланнă ĕçсен куравĕ, «Чăваш Ен — Раççей, Беларуç тата Украина ÿнерçисен куçĕпе» ятлăскер, авăнăн 14-мĕшĕнче Наци музейĕн «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче уçăлчĕ.

Мероприятие пленэр координаторĕ Владимир Васильев, ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Раççей халăх художникĕ, Раççей ÿнер академийĕн чăн членĕ Ревель Федоров, Лидия Филиппова, Марина Карягина поэт-журналистсем, ыттисем хутшăнчĕç.

Владимир Васильев чаплă художник ячĕпе иртекен пленэрăн кун- çулĕпе паллаштарчĕ, унта хутшăннă ÿнерçĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Чăннипех, аса илмелли пурах. Вĕсен ĕçĕсемпе республика çыннисем кăна мар, чикĕ леш енче пурăнакансем те, çĕршыв ертÿçисем те паллашнă. Акă Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа килсен Раççей Президенчĕ Владимир Путин И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи ÿнер музейĕнче /шăпах унта упранаççĕ пленэр ĕçĕсем/ пулса курнă. Владимир Владимирович картинăсемпе паллашнă май Украина художникĕ Александр Король пурнăçланă «Катя» ятлă ĕç умĕнче вăрахчен чарăнса тăнă. Виççĕри хĕр пĕрчи, чăваш тумне тăхăннăскер, хăйĕн черченлĕхĕпе, уçăлăхĕпе, тасалăхĕпе тыткăнланă ĕнтĕ. Хальхи курава вара Катьăна Алексей Дмитриев ÿкернĕ портрет илем кÿчĕ.

Курав йĕркелÿçисем пĕлтерĕшлĕ тепĕр ĕç те пурнăçларĕç: пленэр, унта хутшăннă ÿнерçĕсем çинчен массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатнăшăн «Хыпар» Издательство çурчĕн директорне-тĕп редакторне Михаил Арланова Тав çырăвĕпе чысларĕç. Çак хисепе Патăрьел район хаçачĕ «Авангард» тата Турханти вăтам пĕлÿ паракан шкул та тивĕçрĕ. Выставка вăхăтĕнче сăрăпа киçтĕк ăстисем мастер классем ирттерме те палăртнă. Ĕнер ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Николай Андреев тĕп хулари 4-мĕш шкулти 6-мĕш класра вĕренекенсене ÿнер ĕçĕн вăрттăнлăхĕпе паллаштарнă та ĕнтĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.