Вулакан патне — пĕр кун маларах

30 Çĕртме, 2017

Вăхăт пĕр шелсĕр шăвать. Тин кăна Çĕнĕ çула кĕтсе илтĕмĕр, халĕ вара 2017 çулăн иккĕмĕш çур çулне ярса пусатпăр. Çавна май пирĕн йыша çĕнĕрен хутшăннă вулакансем те пурах ĕнтĕ. Тавах сире, пирĕнпе пĕрле пулнишĕн, «Хресчен сасси» хаçата çырăнса илнишĕн.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Кунсерен тĕрлĕ улшăну пулса иртет. Хаçат кун-çулĕнче те çавах. «Хресчен сасси» кăçалхи иккĕмĕш çур çулта «Хыпар» йышĕнче тухма пуçлĕ. Юратнă кăларăмăр паянхи пекех ыран та, малашне те вулакансене савăнтарĕ, вĕсене сĕнÿ-канашпа хальхи пекех пулăшĕ, хастар ĕçченсемпе паллаштарĕ, хăйĕн çул-йĕрĕпе утĕ. Хаçат страницисенче çĕнĕ рубрикăсем, ятарлă кăларăмсем те вырăн тупĕç. Юрă килĕштерекенсен те пăшăрханма кирлĕ мар, сирĕн ыйтăвăра яланах туллин тивĕçтерĕпĕр. Ара, юрă сăмахĕсене шыранă май эпир те юрласа йăпанатпăр-çке.

Улшăнăва кура хаçат сăн-сăпачĕ те лайăхланĕ. Çавна май сире кăсăклă материалсемпе, тĕрлĕ канашпа паллаштарсах тăрăпăр. Çакна та асра тытмалла: «Хресчен сасси» малашне эрнере пĕр хутчен юнкун тухма пуçлĕ. Апла пулсан вулакан патне çĕнĕ хыпар-хăнарпа пĕр кун маларах çитĕпĕр эпир.

Хисеплĕ вулакансем! Эсир те пирĕн пирки ан манăр, çырсах тăрăр, шăнкăравлăр, килсе çÿрĕр. Сирĕн саламăрсем пире çунат хушаççĕ, ĕçлеме хавхалантараççĕ. Эппин, пĕрле пулар! Пĕр-пĕрне ыр сунса ал парар!

Валентина ПЕТРОВА, «Хресчен сасси» хаçат редакторĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.