В.Руссов çемйи çинченех

11 Çурла, 2014

«Хыпар» хаçатăн утă уйăхĕн 22-мĕшĕнчи номерĕнче Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Г.Матвеевăн «Паттăрсене манмастпăр» статйи пичетленчĕ. Унта Вăрмар районĕнчи Пăвакасси ялĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине кайнă Василий Руссов коммунистăн дневникĕ çинчен çырнă. Вăл яла таврăнайман. Стрелоксен ротин командирĕ 1942 çулта Ржев çывăхĕнчи хаяр çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă.

Статьяра «Вăрçа кайиччен вăл калавсем çырнă, ватă çынсем каланисене çыра-çыра илнĕ. Хăш-пĕр хучĕсене аслă хĕрĕ Антонина Пермь крайĕнчен Пăвакассинче пурăнакан йăмăкне Тамарăна ярса панă», - тени пур.

Манăн атте, Павел Михайлов, 1896 çулта çуралнă. Патша, граждан, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсемпе утса тухнă. 91 çула кайса 1986 çулта çĕре кĕчĕ. Граждан вăрçинче ултă хут аманнă пулин те тĕреклĕччĕ. Çитмĕлмĕш çулсенче мана вăл «Вăтăрмĕш çулсенче пирĕн ялта учительте ĕçленĕ Руссов ман пата килсе граждан вăрçи çинчен пĕр хулăн тетрадь çырса илчĕ», - тесе темиçе хут та каланă. Çак статья хыççăн эпĕ атте сăмахĕсене аса илсе тепĕр кун Пăвакассине çитрĕм. Çав тетраде тупас шухăш канăç памарĕ. Ял çыннисенчен ыйтса Руссовсен çуртне тупрăм. Хапхине питĕрмен. Пахчари хăмла çырли аврисен хушшинчен вашават хĕрарăм тухрĕ. Калаçма юратаканскер. Хампа паллаштартăм, мĕн ыйтупа килнине пĕлтертĕм, хаçатне те кăтартрăм. Тамара Васильевна хыпăнса ÿкрĕ, пÿрте кĕме чĕнчĕ. Мăшăрне чей лартса яма хушрĕ. Унăн аппăшĕпе, Кларăпа, виçĕ çул пĕр класра вĕреннине пĕлтертĕм.

Тамара ашшĕн хучĕсене сĕтел çине кăларса хучĕ, анчах питех те сахал. Пурĕ те икĕ листа, дневникрен çурса илнĕскерсем. Тата 6 çулта вилнĕ аслă хĕрĕ Лида çинчен çырнă калав. 8 пысăк хут листи çинче. Почеркĕ вĕтĕ, хитре. Вĕреннĕ çын çырни курăнать. «Атте çырнисем пирĕн пĕр арчаччĕ, анчах эпир вĕсене упрама пĕлмен, çурса, çунтарса пĕтернĕ. Уншăн кайран мĕн чухлĕ ÿкĕнмен пулĕ», - терĕ Тамара.

Василий Иванович 1914 çулта çак ялтах çуралнă, тăлăх ÿснĕ. Ашшĕ - 1915, амăшĕ - 1919 çулта, ăна пăхса пурăннă тăванĕ Христофор Павлов 1931 çулта вилнĕ. Василий пĕлÿ илме тăрăшнă. 1928 çулта ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан виçĕ çухрăмри Кавал шкулне виçĕ çул çÿренĕ. 1931 çулта Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен 6 уйăхлăх курсран вĕренсе тухнă та хамăр районти Çиçтепе, Кивĕ Вĕренер ялĕсенче пуçламăш шкулсенче ĕçленĕ. Комсомола - 1932, парти ретне 1939 çулта кĕнĕ. Вăрçă умĕн комсомол райкомĕнче секретарьте ĕçленĕ. Малтанхи кунсенчех вăрçа кайнă, арăмĕ виçĕ ачапа юлнă. Килте пĕр пăт тырă та пулман.

Пăвакасси, Кивĕ Вĕренер ачисем 4 класс хыççăн Кавалта вĕреннĕ. Унта патша вăрçи вăхăтĕнче тыткăна илнĕ нимĕçсем тунă икĕ хутлă кирпĕч шкул пулнă. Вăл - ял хĕрринче. Кавал, юнашар ял ачисем паян та унтах вĕренеççĕ. Паллă нумай çын тухнă çак шкултан.

Эпир Клара Руссовăпа 1951-1953 çулсенче пĕр класра вĕрентĕмĕр. Вăл ман умра пĕр парта урлă Роза Матвеевăпа пĕрле ларатчĕ. Иккĕшĕ те класра чи лайăх вĕренекенсемччĕ. Эпĕ саккăрмĕш класа 150 тенкĕ тÿлемелле пулнăран кайман. Ман салтак хĕсмечĕ хыççăн малалла вĕренме май килчĕ. Кларăпа Роза ашшĕсем вăрçăра вилнĕрен тÿлевсĕр вĕренсе 10 класс пĕтерчĕç. Кайран вĕсем, Тамара каланă тăрăх, Шупашкарта бухгалтерсен курсне, планпа экономика техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Роза вырăс çыннипе пĕрлешсе Тюменьре пурăннă.

Клара кÿршĕри Çиçтепе ялĕнче çуралнă Юрий Михеева 1961 çулта качча тухнă. 1962-1966 çулсенче 3 ача, икĕ хĕрпе пĕр ывăл, çуратнă, Шупашкарта пурăннă. 1975 çулта усал упăшкинчен тарса виçĕ ачипе 1937 çулта çуралнă аппăшĕ патне Пермь крайне /ун чухне - облаç/ кайнă. Унта ĕçленĕ, офицерпа пĕрлешнĕ. Лешĕ майор званипе пенсие тухсан Шупашкара куçса килнĕ. Кунта вĕсене çар комиссариачĕ виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер панă, анчах лăпкă пурăнма май килмен. Малтанхи упăшки йĕрлесе çÿреме, хăратма пуçланă. Çавăнпа хваттере улăштарса Мускав облаçĕнчи Раменское хулине куçса кайнă, халĕ унтах пурăнаççĕ. Кларăпа телефонпа çыхăнса калаçрăм. Вăл халь телейлĕ. Ачисем хăйсен çемйисемпе тĕрлĕ çĕрте тĕпленнĕ, мăнукĕсем йышлă.

Клара ашшĕ çырнă хутсем пирки çапла пĕлтерчĕ: «Сирĕн ял /Кивĕ Вĕренер/ çынни, Китай чĕлхине вĕренекенни, атте çырнă хутсене, тетрадьсене пырса илсе кайнăччĕ, вĕсем унра пулмалла».

Эпир Кавалта вĕреннĕ вăхăтра пирĕн ялти Александр Андреев /Энтюк Санькки/, вăрçăран килсен счетоводра ĕçленĕскер, Кавала 10 класа çÿреме пуçларĕ. Вĕренсе тухсан Мускавра ют чĕлхесен институтне пĕтерчĕ те Китайри посольствăра ĕçлерĕ. Вăл унтах çемье çавăрчĕ. Çитмĕлмĕш çулсенче Китайпа харкашу пуçлансан Чита хулине куçрĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан Шупашкара таврăнчĕ. 34 çул каялла вилчĕ. Вăл В.Руссов хучĕсене илсе кайни 60 çул ытла. Вăрçăран сывă таврăннă тăк пысăк çитĕнÿ тумалли çын пулнă Руссов, литература туртăмĕ пысăккине аслă хĕрĕ Лида вилсен çырнă калавĕ те аван çирĕплетет.

Руссовсен тĕп килĕнче халĕ вĕсен кĕçĕн хĕрĕ мăшăрĕпе пурăнать. Вăл Шупашкарта ЧЭАЗра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухсан амăшне Вера Севастьяновнăна пăхма куçса килнĕ. Амăшĕ 95 çула çитсе 2007 çулта вилнĕ. Ялти пÿрте газ кĕртнĕ, пахчапа туллин усă кураççĕ, ачипе мăнукĕсем савăнтараççĕ.

Николай МИХАЙЛОВ.

Вăрмар районĕ