Воспитательсен шанчăклă аллинче çеç мар...

28 Чÿк, 2014

Хальхи вăхăтра чылай ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене тĕрĕс воспитани пама, вĕсемпе хутшăнма çăмăл пулманнине туять. Сăлтавĕ вара вăхăт çителĕксĕррипе çыхăннă. Паллах, кунашкал йывăрлăхран тухма пулатех. Тĕпренчĕксем ача садне çÿреме пуçлаççĕ. Çак учрежденире вăй хуракансем - телейлĕ ачалăх управçисем тесен те йăнăш пулмĕ. Педагогсем пĕчĕкскерсемпе талăкра вăтамран 10 сехет ирттереççĕ: ирхине пĕрле зарядка тăваççĕ, выляççĕ, кĕнеке вулаççĕ, апат çиеççĕ... Шăпăрлансен хушшинче харкашуллă самант та пулать. Арçын ача хĕрачан çивĕтне туртать е унăн теттине пытарса хурать. Тепĕр чухне пĕчĕкскерсем пĕр-пĕрне чышкă кăтартаççĕ... Ачана ирхи 7 сехетре садике леçсен унта мĕн пулса иртет? Ăна никам та кÿрентермест-и? Шупашкарти 75-мĕш ача садĕнче картишпе коридорта çеç мар, пĕчĕкскерсен ушкăнĕсенче те видеокамера вырнаçтарнă. Çавна май кашни ашшĕ-амăшĕ е тăванĕ Интернет урлă çыхăнса мĕн пулса иртнине сăнама пултарать. Кунта ĕçлекенсемпе ачасем видеокамера "айĕнче" еплерех пурăнаççĕ-ши? Ыйтăва уçăмлатма тĕп хулари 75-мĕш ача садне çул тытрăм.

Эпĕ çитнĕ вăхăтра спортзалтан физкультура урокĕ хыççăн арçын ачасемпе хĕрачасем тухрĕç. Мана курсан хăшĕ-пĕри алă сулчĕ. Сывлăх сунма та манмаççĕ. Хам садике çÿремен пулсан та вăхăтлăха ачалăхăма таврăнтăм. Пĕчĕкскерсем пĕрин хыççăн тепри пăравус евĕр тытăнса тепĕр занятие васкарĕç. Кунта туслă пĕр çемьери пекех пурăнаççĕ. "Ачалăх керменĕнче" ырă кăмăллăхпа ăшă туйăм хуçаланаççĕ. Паллах, ашшĕ-амăшĕ те лăпкă пурăнать: вĕсен ачисем педагогсен шанчăклă аллинче çеç мар, пурне те куракан видеокамера хÿттинче те. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.